Шупашкарта Валентина Тараватăн пултарулăх каçĕ иртрĕ
17 ноября 2026
Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче çиллĕ те çумăрлă çанталăка пăхмасăр Чăваш Республикин Наци библиотекине халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе редакторсем, журналистсемпе литературоведсем, библиотекарьсемпе юрăçсем, композиторсемпе артистсем, чăваш культурине сума сăвакансем Валентина Таравата 80 çул тултарнă ятпа чыслама тата «Пӳрмен юрату» кĕнеки тухнă ятпа саламлама пухăнчĕç. Уява «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ. Хăнасем «Чун хĕлхемĕ – халăха…» кĕнеке куравĕпе те паллашма пултарчĕç.
Чăваш ача-пăча литературин классикĕ
Валентина Тарават – чăваш литературинчи паллă ятсенчен пĕри. Вăл аслисем валли те, ачасем валли те ăста шăрçалать; чăвашла та, вырăсла та çырать; прозăра та, поэзире те, куçарура та ăнăçлă ĕçлет. Общество пурнăçне хастар хутшăнать, ачасемпе, вулакансемпе тăтăшах тĕл пулать. Акă вăрăм çула кĕскетсе Шупашкара Ульяновск облаçĕнчен хăй ертсе пыракан «Шанăç» ансамбльпе килсе çитрĕ. Валентина Николаевнăн маттурлăхĕнчен тĕлĕнмесĕр май çук. Пултаруллă çыравçă сăввисене пăхмасăр каларĕ, юрăçсемпе пĕрле юрларĕ, кашни хăнана тимлĕх уйăрма, ăшă сăмах калама май тупрĕ, сцена çинчен тав турĕ.
Уява пухăннисем те парăмра юлмарĕç. «Чăваш кĕнеки» центрăн ертӳçи Галина Соловьева Чăваш Наци библиотекин саламне вуласа панă май В. Тараватăн пултарулăхĕ нумай енлĕхĕпе уйрăлса тăнине, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Валентина Николаевна вара вулавăшпа 1991 çултанпах – «Ĕçчен мăнук» малтанхи кĕнеки кун çути курнăранпа – туслă пулнине асăнчĕ.
Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Улькка Эльмен прозаик В. Тарават хăйне яланах сăпайлă та вашават тытнине çирĕплетрĕ, усăллă сĕнӳсемпе пулăшнине пĕлтерчĕ.
Александр Мефодьев литература критикĕ хăй «Çилçунатра» ĕçленĕренпех астăвать çыравçа. Валентина Николаевна ун чухнех литература анинче çанă тавăрса тимленĕ, Шупашкара килсен журналистсемпе курнăçмасăр кайман. Чей ĕçнĕ май калаçса ларнисене халĕ те кăмăллăн аса илет Александр Иванович. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне ĕçлеме куçсан та туслă çыхăну татăлман – педагог ертсе пынипе студентсем Валентина Тараватăн пултарулăхне тишкерсе докладсемпе курс ĕçĕсем хатĕрленĕ, диплом ĕçĕ çырнă. «Ăна чăваш ача-пăча литературин классикĕ теме пултаратпăр эпир. Унăн хăйне уйрăм геройĕ пур. Вăл – кĕçĕн çулхи чăваш ачи. Ачасем валли хайланă чухне автор пĕчĕк калăпăшлă жанрсемпе усă курать: прозăра – кĕске калав, поэзире – пĕчĕк сăвă. Сюжечĕсем ансат», – критик куçĕпе тишкерчĕ А. Мефодьев.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев та Валентина Николаевнăна ăшшăн саламларĕ. «Эсир малашне те пире çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарса тăрасса, “Тăван Атăлпа” туслă пуласса шанатăп», – терĕ вăл.
Маяк та, элчĕ те
Пултарулăх каçĕнче çыравçăн çĕнĕ кĕнекине те – «Пӳрмен юратăва» – пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Унăн редакторĕ Ольга Иванова кăларăма çапларах хак пачĕ: «Кунта авторăн тĕрлĕ çулта çырнă повеçĕсемпе калавĕсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, çемье, телейпе юрату, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатнă. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи кăткăс хутшăнусем те, тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр пулăмсенех еплерех йышăнни те шухăшлаттараççĕ Валентина Николаевнăна. Вăл пурнăçăн тӳнтер енĕсене тĕпчет, унăн сăнарĕсем йывăрлăха кĕрсе ӳксен те унран хăтăлса тухмалли çул-йĕре шырама пăрахмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Хуплашкан хыçалти енне Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕн тата филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Николай Осипов доцентăн сăмахĕсене вырнаçтарма йышăнтăмăр. Асăннă текстсене “Я славлю жизнь...” кăларăмра тупма май килчĕ. Вĕсем авторăн пултарулăхне пĕр вăхăтрах пĕтĕмĕшле те пайăррăн уçса параççĕ. Сергей Орлов ӳнерçĕн хуплашки те хитре пулса тухрĕ», – терĕ Ольга Михайловна.
Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова Валентина Тарават кĕнекеçĕсемпе нумай çул туслă пулнине, чылай хайлав пуххине хăй шутĕнчен кăларса вулакан патне çитернине, произведенийĕсем коллективлă сборниксене те кĕнине асăнчĕ. Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ В. Таравата халалланă сăввине вуласа пачĕ, хăй кĕнекине парнелерĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн хĕрарăмсен комитечĕн председателĕ, президиум пайташĕ Елена Уресметова, Елена Аксупи çыравçă-журналист, Вера Архипова педагог ентешне саламлама Чĕмпĕр тăрăхĕнченех çитнĕ. Вера Александровна уяв хуçин «Тăван кил» философиллĕ сăввине питĕ туйăмлăн вуласа пачĕ.
Саранск хулинчен килнĕ Анна Брыжинская юрăç «Тăван çĕршыв», «Юрату чечекĕ» юрăсем шăрантарчĕ. «Шанăç» ансамбль Галина Матвеевăн сăвви тăрăх кĕвĕленĕ /композиторĕ – Валентина Тарават/ «Пĕрле пулма çырмарĕ Турă…» юрăпа куракансем умне тухрĕç. Ку Галина Алексеевнăшăн та пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. «Валентина Николаевна мĕн тери хастар, пуçаруллă. Тĕрĕссипе, вăл туса пыракан мĕнпур ĕçе пĕлсех те каймастпăр эпир. Республика тулашĕнче чăвашлăха шăп çавăн пек çынсем тытса пыраççĕ, халăхсем хушшинчи туслăха çавăн пек маттурсем çирĕплетсе тăраççĕ. Пирĕн литературăра Тарават пек пултаруллă, активлă çын пурри вăл – телей», – терĕ Галина Матвеева çыравçă, куçаруçă тата журналист.
Николай Ларионов поэт, прозаик, куçаруçă тата журналист В. Тараватпа пĕр вăхăтра пурăнма, пĕрле ĕçлеме тӳр килнишĕн телейлĕ пулнине пытармарĕ, юбиляра ыттисене çул уçса паракан маякпа танлаштарчĕ. Валентина Музыкантова Чăваш Республикин халăх артистки Музыкантовсен çемйи талантлă çынсемпе пуян пулнине асăнчĕ, юлашки çулсенче Валентина Николаевна Шупашкара сайрарах килсе çӳренипе питĕ тунсăхласа çитнине пĕлтерчĕ. Николай Осипов критик Тарават хайлавĕсем юлашки вăхăтра ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Василий Кервен поэт В. Таравата Чĕмпĕрти чăваш çыравçисен элчи тесе хисеплерĕ.
Ирина Большакова уяв хуçине саламлама Хусантан килнĕ. Валентина Николаевна унăн хайлавĕсене «Сувар» хаçатра асăрхаса пысăка хурса хакланă, ырă сĕнӳ-канаш панă. Вĕрентни сая кайман – Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть Ирина Николаевнăн «Пичче парни. Подарок старшего брата» кăларăмĕ тухнă, авторĕ аслă вĕрентекенне шăпах çавна парнелерĕ те.
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлӳпе наци литературин пайĕн ертӳçи Эвелина Малеева В. Тараватпа пĕрле ирттернĕ мероприятисене аса илчĕ, ăна çирĕп сывлăхпа телей суннă май вăл малашне те ачасем валли çырасса шаннине пĕлтерчĕ. Унăн икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленнĕ кĕнекисене уйрăмах мухтарĕ Эвелина Николаевна. Валентина Николаевнăна чăваш çыравçисен пысăк ушкăнĕ те ăшшăн саламларĕ, парнесемпе чысларĕ. Пултарулăх каçĕ пурне те савăк кăмăл пиллерĕ, хавхалану кӳчĕ. Ку уяв чăваш чунĕллĕ çынсене пĕрлештерчĕ тесен те тĕрĕс.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея