Корзина
(пусто)
(0 руб.)

О двенадцати важных шагах – в книге Элтияра Александрова

17 августа 2026

В жизни каждого человека наступает момент, когда ему приходится делать решающий шаг. От этого зависит, как будет строиться его будущее. Но сначала ему приходится проходить немало других испытаний. Об этом рассказывает книга Элдияра Александрова «Вуникĕ утăм» (Двенадцать шагов). Новинка увидела свет в Чувашском книжном издательстве. Редактор – Ольга Федорова, художник – Сергей Орлов. С книгу вошли стихотворения в прозе. Она состоит из нескольких глав. Э. Александров – молодой талантливый ученый, который увлекается чувашской мифологией. Открывают сборник стихи, посвященные чувашским мифологическим персонажам Арзюри, Асьтаха. Следом – произведения о жизни чувашского народа. Автор уделил внимание таким чувашским праздникам, как Агатуй (праздник сева), Улах (Посиделки), Сĕрен (Серен) и др., включено стихотворение о древнем городе Болгар.

Детство – самая беззаботная пора, поэтому мы ностальгируем по этим временам. В стихах в прозе автор уделил внимание матери, родной деревне. Тема любви – одна из трепетных в творчестве многих писателей. Э. Александров тоже не обошел ее стороной. Душу лирического героя теребит расставание с любимой.

В заключительной главе он задумывается о смысле жизни. Главный герой в конце делает одиннадцать шагов и каждый раз открывает для себя что-то новое. Ему остается сделать заключительный, самый решающий, двенадцатый шаг.  Сделает ли он его или нет, читатель узнает в книге.

 

Об авторе

Элтияр Александров (Алексей Анатольевич Александров) – ученый, журналист. Родился 7 июня 1996 года в д. Уразкасы Янтиковского района Чувашской Республики. Первые стихи и сказки начал писать в 7-м классе. Учился в Казани (Казанский государственный медицинский университет), Чебоксарах (Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова, музыкальное училище им. Ф.П. Павлова, Чувашский государственный институт культуры и искусств), Йошкар-Оле (Марийский государственный университет). Был научным сотрудником Института филологии Сибирского отделения Российской академии наук. Сейчас учится в аспирантуре Чувашского государственного университета им. И.Н. Ульянова, работает старшим редактором  и обозревателем Национальной телерадиокомпании «Чувашия».

Его первая книга – «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» увидела свет в 2025 году в Москве. «Вуникĕ утăм» (Двенадцать шагов) – первая книга молодого писателя, увидевшая свет в Чувашском книжном издательстве.

 


 

Элтияр Александровăн «Вуникĕ утăм» кĕнеки пичетленчĕ

 

Кашни çыннăн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ утăм тума тивет, çав утăмран унăн малашлăхĕ килет. Анчах ун патне çитиччен ыттисене еплерех утса тухмалла-ха? Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăм шăпах çакăн çинчен каласа парать. «Вуникĕ утăм» ятлă вăл, авторĕ – Элтияр Александров. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Сергей Орлов. Кăларăма прозăлла сăвăсем кĕнĕ. Чăваш мифологине тĕпчекен çамрăк ăсчах шухăшĕсене кура вĕсене тĕрлĕ сыпăка уйăрнă. Хайлав пуххи мифологи сăввисенчен пуçланать.

Чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕ пуян пулнине «Чăваш халӑх кун-çулӗнчен» ятлӑ пая кӗнӗ прозӑлла сӑвӑсем ӗнентереççӗ. Автор вӗсенче Улах, Акатуй, Сӗрен йӑлисене уçса парать, Пӑлхар хулипе паллаштарать тата ытти саманта тимлӗх уйрать. «…Çак Акатуй йăли пуян та аслă. Ун никĕсне чăваш туптанă пиншер çул. Ку йăлара эпир кĕтӳç те паттăр, ку йăлара эпир çĕр ĕçĕпе маттур. Çак йăлара хуçалăхсем те чаплă. Карта тулли тăраççĕ выльăхсем. Ку йăлара чăваш хăюллă çарçă, парăнтарать вăл пĕтĕм тĕнчене. Çунатлă лашине вăл утланать те хĕçне йăтса вĕçет хирсемпеле. Ун аллинче – авса хытарнă ухă, йĕппи персен тивет хурчка куçне. Çак сăнара тӳпе те кăтартать-мĕн!..»

Ачалӑх – чи илемлӗ, пурнӑç тӑршшӗпех чуна ӑшӑтса тӑракан ырӑ тапхӑр. Кирек хӑçан та вӑл пирӗншӗн телейлӗ вӑхӑт шутланать. «Кӗрнеклӗ никӗс» тесе ят панӑ Элтияр Анатольевич çак сыпӑка. Унта амӑшне тата çуралса ӳснӗ Ураскасси ялне халалланӑ прозӑлла сӑвӑсем кӗнӗ. Лирика геройĕ амӑшне ӑшшӑн тав тӑвать çеç мар, ун умӗнче пуçне таять. «…Эпĕ тайӑп паян сан умра пуҫӑма. Эсĕ Турӑҫӑм ман, эсĕ чунӑмҫӑм ман. Эсĕ панӑ мана ҫак тĕнче илемне, эсĕ панӑ мана пысӑк шанчӑк кунта: пурӑнма, савӑнма, ыр курма, мул пухма, вĕренме, юратма, тав тума, кашни кун тĕнчере телейпе пурӑнма. Эсĕ панӑ пехил ырлӑхра пурӑнма. Эсĕ панӑ мана сывлӑшпа сывлама! Эсĕ тӑрӑшнӑ маншӑн, юхтарнӑ тарна, шеллемесĕр хӑвна эс ӳстернĕ мана. Эп каламӑп, анне, юрататӑп тесе. Эп калатӑп сана таймапуҫӑм тесе…»

Юрату тӗрлӗрен пулать, анчах темшӗн-çке телейсӗрри ытларах чуна кӗрсе юлать. Кӗнекери хайлавсенче те тӗп сӑнар телейсӗр юратушӑн кулянни, тунсӑхлани, савнине ниепле те манма пултарайманни – тӗпре. Хӗрпе паллашнӑ саманта, телейлӗ вӑхӑта час-часах аса илет вӑл. Анчах камра-ши айӑпӗ? Куна вулакансем «Сенкер куçлӑ Шупашкар» тата «Вуникӗ утӑм» сыпӑксенче вуласа пӗлӗç. Вуникӗ утӑм тенӗрен, тӑвӗ-ши çав утӑмсене лирика геройĕ? Малтанхи вунпӗр утӑмне тусан мӗн пулса иртнӗ-ха? Куна та вуласа пӗлме интереслӗ. Унсӑр пуçне кӗнекере чӑвашсен вирьял чӗлхине тӗпе хурса тата Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе» паллашнӑ хыççӑн чӑваш сӑмахӗсен пуянлӑхӗпе хавхавланса çырнӑ прозӑлла сӑвӑсем те кӗнӗ.

 

Автор çинчен

Элтияр Александров (Алексей Анатольевич Александров) 1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче ҫуралнӑ. Тăвай районĕнчи Çĕнçырмари пуçламăш, унтан Элпуçĕнчи вăтам, 7-мĕш класран пуçласа Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Ача чухнех сăвăсем, юмахсем хайланă, район шайĕнчи сăвă конкурсĕсенче мала тухнă, «Ял ĕçченĕ» район хаçатӗнче пичетленнӗ. Алла аттестат илсен Хусанти патшалăх медицина университетне вĕренме кĕнĕ. Кӗҫех унтан кайнă, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс  филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Университетра пĕлÿ пухнă тапхăрта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. 2019 çулта вăл Раççейри Наука академийĕн Çĕпĕрти уйрăмĕн Филологи институчĕн Çĕпĕрти халăхсен фольклорĕн пайне кĕçĕн наука ĕçченĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Бакалавр ятне илсен Мари патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ, магистр ятне тивĕçнĕ.

Халĕ Э. Александров И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантурăра пĕлĕвне тарăнлатать. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче музыка енĕпе аслă пĕлӳ илет, общество ĕçне те хастар хутшăнать. Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче аслă редактор тата тишкерÿçĕ пулса вăй хурать.

Пĕрремĕш кӗнеки ‒ «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ‒ 2025 çулта Мускавра пичетленсе тухнă. «Вуникӗ утӑм» ‒ ҫамрӑк сӑвӑҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнă пӗрремӗш кӑларӑмӗ.


Deprecated: Required parameter $source follows optional parameter $ctx in /home/users/j/j90230622/domains/chuvbook.ru/core/components/ms2gallery/model/ms2gallery/ms2gallery.class.php on line 58

Deprecated: Required parameter $info follows optional parameter $options in /home/users/j/j90230622/domains/chuvbook.ru/core/components/ms2gallery/model/ms2gallery/msresourcefile.class.php on line 129

Галерея

элтияр