отдел продаж
Книжные новинки
Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Хазара» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ

15 октября 2026

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Наци библиотекинче Анатолий Хмытӑн «Хазара» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Роман виçӗ чӑваш каччин – Володя Михайловӑн, Игорь Гавриловӑн, Олег Прокопьевӑн – тата ытти совет салтакӗн Афган вӑрçинчи хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне çутатса парать. Кӗнекене хаклама тӗп сӑнарсен тӑванӗсем, воин-интернационалистсем, çыравçӑсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн курсанчӗсем, А. Хмыт пултарулӑхне кӑмӑллакансем пуçтарӑнчӗç.

Пухӑннисем çӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Унтан«Хазара» ятлӑ документаллӑ фильм пӑхса кӗнекере çырса панӑ 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫапӑҫу çинчен тӗплӗнрех пӗлчӗç, çак ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ моджахедсем каласа панисене, романри сӑнар Нурсултан Шарипов асаилӗвӗсене итлерӗç. Сӑмах май, кӗнеке хуплашкине Нурсултан ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.

А. Хмыт хӑй те салтак çулӗсенче ку вӑрҫа хутшӑннӑ. Вӑл унта романри сӑнарпа – Игорь Гавриловпа – курса калаçнӑ. Каярах Володя Михайлов паттӑрлӑхӗ çинчен пӗлсен çак трагеди сӑлтавӗсене тӗпчесе кӗнеке çырма пуçланӑ.

Сергей Павлов чӑваш халӑх писателӗ Хмыт Афганистан паттӑрӗсем хушшинче пурӑннине, вӗсем çинчен материалсем пуçтарнине палӑртрӗ, малашне те çак темӑран пӑрӑнмасӑр ӗçлеме сунчӗ.

Кӗнекери тӗп сӑнарсен тӑванӗсем хӑйсен паттӑррӑн пуç хунӑ çывӑх çыннисен ачалӑхӗ, вӗренӗвӗ, вӗсене салтака мӗнлерех ӑсатни çинчен аса илчӗç. Афган вӑрçине хутшӑннӑ Николай Кириллов тата Владимир Назаров, Канаш хулинчи Афган вӑрçин ветеранӗсен союзӗн правлени членӗ Николай Захаров автора Афган вӑрçин паттӑрӗсене манманшӑн, кӗнекере ентешсен паттӑрлӑхне çутатса панӑшӑн тав турӗç.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов доцент романа тӗплӗн вуласа тишкернӗ. «Юлашки пайри лару-тӑру кӗнеке пуçламӑшӗнчех паллӑ, чун сиссех тӑрать çавӑн пек инкек патне килсе тухасса. Çакна çыравçӑ тытса пыма пултарни çав тери ӑнӑçлӑ пулса тухнӑ. Историри пулӑма тӗрӗс çутатса пама пултарнӑ. Романпа паллашнӑ хыççӑн ятарласа интернет уçлӑхӗнче мотострелоксен 682-мӗш полкӗ, географи объекчӗсем тата ытти пирки вуласа пӗлтӗм. Анатолий Дмитриевич чӑннипех те çав тери пысӑк ӗç тунине тепӗр хут ӑнланса илтӗм. Вӑл çак темӑран пӑрӑнаймасть, çак тема тыткӑнне лекнӗ, çавӑнпа ӑна урӑх япала çырма та хушмастпӑр, çак темӑпа каламалли татах нумай», – терӗ вӑл.

Кӗнеке редакторӗ Алина Майорова «Хазара» алçырӑвӗ 2025 çулта Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» конкурсра çӗнтернине палӑртрӗ. Вӑл та романа пысӑка хурса хакларӗ: «Анатолий Дмитриевич кӗнекене çырнӑ чух архивсенчи çак ҫапӑҫупа çыхӑннӑ материалсемпе паллашнӑ, генералсен асаилӗвӗсене вуланӑ, ҫав ҫапӑҫура паттӑррӑн пуçӗсене хунӑ салтаксен çырӑвӗсене тишкернӗ (сӑмах май каласан, кӗнекери çырусем – чӑн çырусемех), сывӑ юлнисене шыраса тупса вӗсемпе калаçнӑ. Çапла майпа Хазара ту çурӑкӗнчи трагеди сӑлтавӗсене тӗплӗн тӗпченӗ. Автор сюжета хивре йӗркеленӗ, вулама пуçласан чарӑнма çук, чӗлхи сӑнарлӑ».

Нумай çул Вӗрентӳ институтӗнче ӗçленӗ Надежда Иванова чи малтанах залра ларакан çамрӑк курсантсене кӗнекери сӑнарсем пек маттур та хастар пулма, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыма чӗнсе каларӗ. А. Хмытӑн хайлавӗсене шкул программине кӗртнине асӑнса хӑварчӗ.

 

Алина МАЙОРОВА


Галерея

1 2 4 5 6 7 8 9