Кĕçĕн çулти вулакансем валли – «Пичче парни
16 ноября 2026
«Тăван Атăл», «Халăх шкулĕ» журналсен (Шупашкар), «Сувар» (Хусан), «Канаш» (Чĕмпĕр) хаçатсен вулаканĕсем Ирина Большаковăн ятне лайăх пĕлеççĕ. Унăн кулленхи пурнăç ӳкерчĕкĕсене сăнлакан кулăшла та интереслĕ калавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, сăнарĕсем тӳрех куç умне тухаççĕ, диалогĕсем чĕрĕ. Авторĕ пирки вара чылайăшĕ нимех те пĕлмест ахăртнех. Çавăнпа унпа çывăхрах паллаштарас килет.
Ирина Николаевна 1973 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Куршанкă ялĕнче çуралнă. Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи вăтам шкулта, Ульяновск облаçĕнчи Синкĕл хулинчи учительсене хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ, Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетĕнче (2011 çултанпа – Хусанти федераллă университет йышĕнче) аслă пĕлӳ илнĕ. Çирĕм икĕ çул Куршанкăри кĕçĕн пĕлÿ паракан шкула ертсе пынă, вĕрентекен пулнă. Халĕ Хусанти «Borita school» шкулта вăй хурать, пилĕк-ултă çулти ачасене вулама-çырма, хушма-кăларма вĕрентет.
И. Большакова – Тутар Республикинчи Чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи Тутарстанри чăваш писателĕсен союзĕн пайташĕ (2025). Сăвăсем те çырать, пултарулăхне куçару ĕçĕнче те туптать. Нумаях пулмасть вара Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Пичче парни. Подарок старшего брата» хайлав пуххийĕ кун çути курчĕ. Ăна кĕçĕн çулти ачасем валли икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Ирина Большаковăн калавĕсем ачасен пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантпа паллаштараççĕ, кулленхи пĕчĕк савăнăçсене асăрхама вĕрентеççĕ. Сăнарсен ĕмĕчĕсем те хăйне евĕрлĕ: «Сарă арпус» хайлаври Камилла, тĕслĕхрен, канфет çинипе пĕтнĕ шăлĕсем вырăнне шуррисене каялла тавăрасшăн; «Вырăсла вĕренетпĕр» калаври Ананий вырăсла яка калаçасшăн; «Вĕрентекен савăнăçĕнчи» Ирина учительница шкулта миçе çул ĕçленине пĕлесшĕн.
Кĕнекере кулăш та пысăк вырăн йышăнать. «Сарă арпусри» сăнар пуплевне тăнланă май йăл кулмасăр тӳсеймĕн: «Сĕт шăлĕсем сĕт юратаççĕ. Эп канфет юрататăп. Сĕт мар, йогурт тутлăрах. Шăлсене хисеплемерĕм. Хырăма кăна итлерĕм. Халь ак çăвара уçсан шăлт хоббит пек. Шуйттан та хăраса тармалла манран…»
«Асамçăри» пиччĕшĕ йăмăкне Хĕл Мучи патне çыру çырнă чухне акă мĕнлерех сĕнӳ парать тата: «Ун укçине ан шутла. Вăл кашни юр пĕрчине ахах-мерчене çавăрма пултарать. Вăл − асамçă! Çыр». «Пичче парни» калаври тĕп сăнар мĕнлерех парнене тивĕçет-ши тата? Хуравне кăларăмра тупма пулать.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея