Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.
26 января 2026
Улькка ЭЛЬМЕН
çыравçă
– Ачалăх кашни çыншăн чи асамлă, савăнăçлă вăхăт тетпĕр те, студент пулнă самант та асран тухмасть. Астăватăп-ха, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститетне вĕренме кĕрсен (1978) пире, вунçичĕ-вунсакăр çулти хĕрсемпе яшсене, Вăрмар районĕн Кĕтеснер ялне çĕрулми пуçтарма илсе кайрĕç. Ун чухне вăхăчĕ çапла пулнă: сентябрь уйăхĕнче мĕнпур студента колхозсемпе совхозсене пулăшма янă. Университетăн тĕп корпусĕ умĕнчен автобуссем умлă-хыçлă кĕрлеттерсе тухса каятчĕç. Хула çыннисем пире çаврăна-çаврăна пăхса ăсатнине чÿречерен сăнаса пыма питĕ кăмăллăччĕ, чун хĕпĕртетчĕ.
Çитрĕмĕр хайхи Кĕтеснере – таврара шап-шурă юр. Пире юр айĕнчен çĕрулми кăларма илсе кайрĕç. Пирĕн ертÿçĕ – Геннадий Яковлевич Хлебников. Ăна пĕлнисем вăл питĕ тÿрĕ кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ, çирĕп чунлă çын пулнине астăваççĕ пулĕ. Хайхи çĕрулмине тапаçлансах кăларатпăр. Тракторсем турттарса кайса ĕлкĕреймеççĕ. Чи малтан вырăнти ял халăхĕнне турттараççĕ. Эпир ирхине çитетпĕр те – пирĕн михĕсем çук, йăлт илсе кайнă. Малтанах савăнтăмăр-ха. Ĕçлетпĕр, никам та нăйкăшмасть. Анчах пĕррехинче уя апат-çимĕç турттаракан студентсемпе хирĕçсе илме тиврĕ.
Вырăс уйрăмĕнче вĕренекен темиçе хĕре апат пĕçерме хăварчĕç. Вĕсем пире вырăна тухсах тăрантараççĕ. Панулмирен вĕретнĕ пылак шывĕ вара пăр пек сивĕ. Пирĕн яшсем чăтаймарĕç:
– Пылак шывне ăшăрах туса илсе килĕр-ха, – терĕç.
Çакă апат пĕçерекенсене килĕшмерĕ, паллах. Хĕрсенчен пĕри сиввĕн:
– Компота сивĕлле ĕçеççĕ, – тесе хуравларĕ.
Чирлекенсем те пулчĕç.
Эпир ир пуçласа каçчен ĕçлетпĕр-ха. Алăсем пăр пек пулсан та çĕрулмие кăларатпăр, пуçтарса миххе тултаратпăр та уях лартса хăваратпăр. Кĕçех эпир кăларнă çĕрулмие ял çыннисем йăлт хăйсем кăларнă тесе шута илсе пынине пĕлтĕмĕр. Пирĕн те кăшт та пулин ĕçлесе илес килет-çке-ха. Эпир пурте ял ачисем. Ман пек тăлăххисем çук пулсан та никамăн та ашшĕ-амăшĕ çĕрме пуян мар. Çитрĕм хайхи Геннадий Яковлевич патне.
– Эпир кун пек урăх ĕçлеместпĕр, ял çыннисем эпир кăларнă çĕрулмие йăлт хăйсем çине çыртараççĕ, – терĕм те алла хĕреслетсе михĕ çине лартăм. Курасчĕ Геннадий Яковлевичăн сăн-питне. Куçĕсем хаяр, пичĕ шурса кайрĕ.
– Эс, Васильева, единоличница, дезорганизатор, – тет.
Эпĕ хамăннех малалла калатăп. Ăнланчĕ.
Малалла хамăр кăларнă çĕрулми виçине пирĕн çине çырса пычĕç. Кăштах ĕçлесе илтĕмĕр. Çакăнтан Геннадий Яковлевича эпĕ питĕ хисеплеме пуçларăм. Диплом ĕçĕ те ун патĕнчех çыртăм. Чăн та, ун пек çынсем çĕр çине сахаллăн килеççĕ пулĕ. Хам хăтланкаларăшшăн халĕ те аван мар туятăп.
Галерея