Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă тăваççĕ. Уяв çывхарнă май çыравçăсене аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.
22 января 2026
Денис ГОРДЕЕВ, чăваш халăх писателĕ: – Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă тăваççĕ. Уяв çывхарнă май çыравçăсене аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.– Çар хĕсметĕнчен таврăнсан эпĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрăм. Мана вырăс литературипе çеç экзамен тыттарчĕç, тÿрех пиллĕкмĕш курса вĕренме илчĕç.
Паянхи пек астăватăп: чи лайăх вĕренекенсем, отличниксем, экзамен параймасăр каялла тухрĕç. Акă эпир Петĕр Эйзинпа иксĕмĕр кĕтĕмĕр. Элла Абрамовна Бройтман преподаватель манран çапла ыйтать: «Маяковскин Есенина халалласа çырнă сăввине пĕлетĕн-и?» – тет.
Эпĕ вуласа патăм. Çурринчен иртсен вăл Петĕр Эйзина малалла вулама хушрĕ. Иксĕмĕр икĕ сехет сăвă вуларăмăр...
Галерея