Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Анатолий Хмытăн «Хазара» роман-хроники кун çути курчĕ

18 сентября 2026

 

Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ пултарулӑхне кӑмӑллакансем унӑн нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тухнӑ «Хазара» ятлӑ хайлавĕпе паллашма та ӗлкӗрчӗç пулӗ. Ку роман-хроникӑна Афган вӑрҫи темипе çырнӑ. 1979 ҫултан пуҫласа 1989 ҫулччен пынӑ вӑрҫӑ Анатолий Хмыт пултарулӑхӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл хӑй те салтак çулӗсенче ку вӑрҫа хутшӑннӑ, çавӑнпа унти лару-тӑрӑва лайӑх пӗлет.

Кӗнеке «Салтак тивӗҫӗ» тата «Хазара куҫҫулӗ» пайсенчен тӑрать. Романӑн пӗрремӗш пайӗнче вулакансем тӗп сӑнарсен мирлӗ Чӑваш енри кулленхи пурнӑҫне сӑнлать: çамрӑксем шкула çӳреççӗ, пӗрремӗш юрату авӑрне путаççӗ. Унтан ҫара кайма вӑхӑт ҫитет. Ӗнерхи виҫӗ шкул ачи – Игорь Гаврилов, Олег Прокопьев тата Володя Михайлов – çар ретне тӑраççӗ. Тивӗçпе чыс мӗнне ӑнланса Тӑван çӗршыва юратма тата ӑна хӳтӗлеме вӗренеççӗ вӗсем. Каччӑсем Кушкӑра вырнаҫнӑ 260-мӗш уйрӑм разведка батальонӗнче опытлӑ разведчиксем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах служба вӗҫленсе пынӑ чух вӗсене Термеза, тин çеç йӗркеленнӗ мотострелоксен 682-мӗш полкне куҫараҫҫӗ. Вӗсен чикӗ урлӑ каҫса Афганистана кӗмелле!

Иккӗмӗш пайӗ ҫав вӑрҫӑн чи юнлӑ операцийӗсенчен пӗрне – 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хазара (Панджшер) ту çурӑкӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫӑва – хронологи йӗркипе сӑнласа парать, ҫапӑҫуран тухман салтаксемпе офицерсен паттӑрлӑхне, уйрӑмах хамӑр ентешсен хастарлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхне кӑтартать. Ҫак ҫапӑҫура мотострелоксен 1-мӗш батальонӗ моджахедсен тӗплӗн хатӗрленӗ капкӑнне лексе питӗ пысӑк çухату тӳсет, вӗсем хушшинче авторӑн ентешӗсем те пулнӑ.

А. Хмыт кӗнекене çырнӑ чух архивсенчи çак ҫапӑҫупа çыхӑннӑ материалсене чылай тишкернӗ. Вӑл çав материалсене тӗпе хурса В.А. Меримский, Л.Е. Генералов, А.А. Ляховский генералсен асаилӗвӗсене вуласа, ҫав ҫапӑҫура паттӑррӑн çапӑçса пуçӗсене хунӑ салтаксемпе офицерсен çырӑвӗсене тишкерсе тата сывӑ юлнӑ хастарсемпе калаçса Хазара ту çурӑкӗнчи трагеди сӑлтавӗсене тӗплӗн тӗпченĕ.

Кӗнеке алҫырӑвӗ 2025 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» III литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

 

Автор ҫинчен

Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) – писатель-баталист, поэт тата драматург. Чӑваш Республикинчи профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ. Пӗрремӗш хайлавӗ 1990 çулта «Тӑван Атӑл» журналта кун çути курнӑ. 1982–1984 ҫулсенче Афганистанра хӗсметре тӑнӑ. Вӑрçа хутшӑнни унӑн пултарулӑхне те витӗм кӳнӗ. «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван», «Леш тĕнчерен…» (роман-дилоги: «Таркăнсем» тата «Тамăк витĕр»), «Тӗлленмен тӗлӗк», «Турай» тата ытти кӗнеки – пӗтӗмпех Афган вӑрçи темипе çырнӑскерсем.

 

Алина МАЙОРОВА


Галерея

Хмыт1