Александра Ледюковӑн «Туслӑх кӗперӗ» кĕнеки кун çути курчӗ
14 сентября 2026
Çак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Александра Ледюковӑн «Туслӑх кӗперӗ» ятлӑ кăларăмĕ кун çути курчӗ. Редакторĕ – Надежда Вечеркина, ӳнерçи – Наталия Орлова. Тиражĕ – 1530 экземпляр.
Александра Васильевна 1956 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. 1973 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Ульяновскри ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне çул тытнă. 1977 çулта алла диплом илсен хăй çуралса ӳснĕ ялта «Алгаши», каярах Тельман ячĕллĕ колхозсенче экономист пулса ĕçленĕ. Унтан пĕр хушă Чăнлă районĕнчи финанс пайĕнче вăй хунă. Халĕ Чăнлă район центрĕнче – Аслă Нагаткин ялĕнче – пурăнать, çырас ӑсталӑхне туптать.
Илемлĕ литература ăна шкулта вĕреннĕ çулсенчех илĕртнĕ. Уйрăмах сатирăпа кулăш лаççинче ĕçлекен çыравçăсен – Иван Мучин, Леонид Агаковăн, Хветĕр Уярăн, Виталий Енĕшĕн – хайлавĕсене кăмăлланă. Тен, çавăнпах каярах хăй те кĕске кулăшла калавсем çырма пуçланă. Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçат вулаканĕсем лайăх пĕлеççĕ вĕсене.
«Туслӑх кӗперӗ» кӗнекене 27 калав кӗнӗ. Вӗсене пурне те пурнӑçран ӳкерсе илнӗ темелле: кунти геройсем – пирӗн тус-тӑван, кӳршӗ-аршӑ, пӗлӗш-тантӑш. Кулленех тӗрлӗ пӑтӑрмаха лекеççӗ вӗсем. Акӑ «Йӗтӗр» калаври Иванпа Манюк тӗрӗс-тӗкел пурӑннӑ çӗртех харкашса каяççӗ: арӑмӗн аллине лекнӗ йӗтӗр ним çук çӗртенех килте çил-тӑман кӑларать. Е тата «Трагеди» калавра Гальӑпа Петюк хур пуснине çав тери мыскараллӑ ӳкерсе панӑ. «Хур пусмаллаччӗ паян…» текен сӑмахсемпе пуçланать çак детективлӑ истори.
Автор персонажсен савăнăç-хаваслăхне те, пĕчĕк хирĕçĕвĕсене те ăста сăнарлать, вĕсен характерне чĕрĕ диалог тата тĕрлĕ палăртуллă деталь урлă уçса парать. Вулакан кĕнекери геройсемпе пулса иртекен пăтăрмахсемпе паллашсан кулмасăр чăтаймастех. Кĕнеке ырӑ кулӑша хаклакансен кăмăлне каясса шанатпăр
Надежда ВЕЧЕРКИНА
Галерея