Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Юрататăп аттене» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

02 декабря 2025

Чӑваш литературинче асаннепе кукамая, аннене, аппапа йӑмӑка халалланӑ сӑвӑ-калав йышлӑ. Ҫав хушӑрах асаттепе кукаҫи, атте, пиччепе шӑллӑм ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем сайрарах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсене пӗр ҫӗре пухсан епле аван пулмалла. Халӗ ку ӗмӗт чӑнлӑха ҫаврӑнчӗ тесен те юрать.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Юрататӑп аттене» кӑларӑм пичетленсе тухрӗ. Коллективлӑ сборника кукаҫи-асаттене, аттене, шӑллӑм-пиччене халалланӑ калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли тесе палӑртнӑскер аслӑраххисемшӗн те интереслӗ, усӑллӑ пулӗ.
Кӗнеке «Ҫывӑх ҫынсем пурри – пысӑк телей» умсӑмахран пуҫланать. Унта ҫапларах ҫырнӑ: «Раҫҫейре Атте кунне юпа уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку уяв ҫамрӑк: пирӗн ҫӗршывра ӑна 2021 ҫултанпа ҫеҫ паллӑ тӑваҫҫӗ. Халӗ аттесем шӑп ҫак кун саламсем йышӑнма пултараҫҫӗ. Ӑшӑ сӑмах никамшӑн та ытлашши пулмӗ. Ытти ҫӗршывра аттесене ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче саламлаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вара – Асаннесемпе асаттесен кунӗ – официаллӑ уяв мар. Апла пулин те Раҫҫейре ӑна 2009 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑвашсен асаттепе асанне кӑна мар, кукаҫипе кукамай та пур. Эппин, вӗсене те саламлама манмалла мар.
Асаттесемпе кукаҫисене, аттесене, пиччесемпе шӑллӑмсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче те – нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче – чыслаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ырӑ сӑмах калама, тав тума, хӑв аллупа ӑсталанӑ парнепе савӑнтарма сӑлтав кирлӗ мар. Ҫывӑх ҫынсем пурри хӑех пысӑк телей». Кӑларӑма хатӗрлекенпе килӗшмесӗр май ҫук.
«Юрататӑп аттене» сборник икӗ пайран тӑрать: пӗрремӗшне чӑваш ҫыравҫисен асаттепе кукаҫие, аттене, пичче-шӑллӑма халалланӑ калавӗсем кӗнӗ; иккӗмӗшне вара – поэтсен сӑввисем. Кашни хайлав хӑйне евӗрлӗ пулсан та ҫывӑх ҫынсене хаклама, ырӑ кӑмӑллӑ та сапӑр пулма вӗрентни вӗсене пӗрлештерсе тӑрать.
Владимир Степановӑн «Асатте парни» калавӗнчи тӗп сӑнар, кӗтӳ пӑхаканскер, ӑнсӑртран сарӑ кӑрӑҫ ӳсекен вырӑна пырса тухать. Кӑмпи ҫав тери нумай. Ӑна татма юлташне те чӗнет арҫын ача. Тӗлӗнмелли ку мар-ха, урӑххи. «Ку сар кӑрӑҫ – аслаҫу парни», – тет ывӑлне ашшӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла каланине пӗлес тесен кӗнекене алла тытмаллах.
Улькка Эльменӗн «Арчи» калавӗнче те ӑрусен ҫыхӑнӑвне лайӑх кӑтартса панӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе хулара пурӑнакан Ванюк ҫуллахи каникул пуҫлансан аслашшӗ (Микул пичче) патне яла килет. Унпа пӗрлех – Арчи ятлӑ пӗчӗк йытти. Кану кунӗсене аслипе кӗҫӗнни аван ирттереҫҫӗ. Ӗҫлеме те, уҫӑлса ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест ҫав. Чипер-йӗркеллӗ пурӑннӑ ҫӗртех хуйхӑ тупӑнать. Аслашшӗпе мӑнукӗ ҫакна мӗнле чӑтса ирттерни ҫинчен чуна пырса тивмелле ҫырнӑ автор.
Ольга Васильевӑн «Паттӑр Кукаҫи» хайлавӗ ҫывӑх ҫынсемпе мӑнаҫланма, ҫемье историне тӗпчеме, Тӑван ҫӗршыва упрама вӗрентет. «Кукаҫи» сӑмаха пысӑк саспаллирен йӑнӑшпа ҫырнӑ теме пултарӗ вулакан малтанах. Каярахпа мӗншӗнне хӑех ӑнкарса илӗ…
Раиса Сарпин «Райкка ашшӗ хыҫҫӑн шкула кайни» калавра вӗрентекенре тӑрӑшакан ашшӗ хӗрне: «Эсӗ шкула каймалӑх ӳссе ҫитмен-ха! Атя кай киле!» – тет. Райкка ниепле те ӑнланаймасть: епле ӳссе ҫитмен? Класри ачасенчен пуринчен те ҫур пуҫ чухлӗ ҫӳллӗрех-ҫке вӑл! Эппин, сӑлтавӗ урӑххинче пулӗ?
Лидия Саринен хайлавӗнчи сӑнарсем «ҫатма яшки» пӗҫереҫҫӗ. Калавӗ те ҫавӑн ятлах. Ку ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине кӑларӑма вуласан пӗлейӗр.
Вулакан паллӑ та сумлӑ чӑваш ҫыравҫисен сӑвви-калавӗпе пӗрлех ҫамрӑк авторсен произведенийӗсемпе паллашма пултарӗ. Ирина Кошкинӑн «Пыл вӑррисем» произведенийӗнчи ӗҫсем те ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ярославӑна ашшӗпе амӑшӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патне леҫеҫҫӗ. Телефон тыткӑнне лекнӗ хӗрача ялта унран кӑшт сивӗнессе шанаҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта, паллах, Ярославӑна ялта нимӗн те килӗшмест. Ҫитменнине, интернет япӑх ӗҫлет е вуҫех ҫӗтет. Лару-тӑрӑва улӑштараймасан унпа ҫырлахма тивет. Кукашшӗпе мӑнукӗн пӑтӑрмахӗсем ҫинчен кӑсӑклансах вулатӑн, малалла мӗн пулассине ҫийӗнчех пӗлес килет.
Нина Царыгинӑн «Пӗррехинче ҫуллахи кун» калавӗ – туслӑ пӗртӑвансем ҫинчен. Ашшӗ-амӑшӗпе пиччӗшӗ сисиччен Максим ятлӑ арҫын ача шыва кӗме вӗҫтерет. Шывӑн турачӗ ҫуккине те, ҫывӑх ҫынсем асӑрхаттарнине те манатпӑр ҫав тепӗр чухне…
Иккӗмӗш пайра вулакана сӑвӑсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсен авторӗсем – Николай Теветкел, Раиса Воробьева, Олеся Михайлова, Альбина Юрату, Лариса Петрова, Василий Кервен, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Владимир Андреев, Галина Матвеева, Ваҫлей Давыдов-Анатри т. ыт. те. «Юрататӑп аттене» кӗнекене ҫемйипех вулама, хайлавсене пӗрле сӳтсе явма пулать.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...