Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн виççĕмĕш кĕнеки пичетленчĕ

17 марта 2025

Чăваш Республикин наци библиотеки хатĕрленĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока чăваш литературин ылтăн çӳпçи тесен те тĕрĕс. Чи интереслĕ, чĕлхе тĕлĕшĕнчен сăнарлă та паха хайлавсем кĕнĕ-çке унта. Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ те çав шутрах. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви ăна тепĕр хут кăларма йышăннăччĕ. 2023 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, пĕлтĕр – иккĕмĕшĕ, нумаях пулмасть виççĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ.

Аса илтеретпĕр: кăларăм авторĕ – Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Афанасьев прозаик, поэт тата куçаруçă. Вăл вырăсла та, удмуртла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ. 1943 çулта Алексей Афанасьев Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Паттăрлăхĕшĕн III степеньлĕ Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. «Нарспи» поэмăна, «Айтар» драмăна тата ытти хăш-пĕр произведение удмуртла куçарнă.
«Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн виççĕмĕш кĕнеки сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕпе малалла паллаштарать. Тăваттăмĕш çул пырать ĕнтĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи. Вăл пĕтесси нумай юлман. Çакă çапăçу хирĕнчи салтаксене те, госпитальте сипленекенсене те, ял халăхне те шанăç парать, вăй-хăват кӳрет. Çуркунне çитни, пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлсе пыни хăех савăнтарать.
Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Хĕветĕр Сивелькин суранĕсене пула фронтран таврăнать – пĕччен мар, пулас мăшăрĕпе Ленăпа. Çĕмĕртсем çеçке çурма хатĕрленнĕ чух Тăмпая – чăвашсемпе удмуртсене пĕрлештерсе тăракан яла – Пăвăр Энтипĕ çитсе кĕрет. Мăшăрĕ Вĕçелис мĕн тери хĕпĕртесе кĕтсе илет ăна! Ял совет председателĕпе Мария Тимофеевнăпа кӳршĕ колхоза кайса килме палăртнăскер туххăмрах шухăшне улăштарать, анчах упăшки ăна тӳрех хăтăрса илет: «Мĕнле апла "каймастăп"?.. Халăх ĕçне тума тăрăш, мăшăрăм. Халăх сана шанни савăнтарать мана, ялан çапла пул...» Тухса утать Вĕçелис. Вăл кайсанах Хумкка мучи çитет. Энтип унччен ĕçленĕ сад пахчине кăтартасшăн ăна ватă çын. Чылай йывăç сивĕпе пĕтнĕ-мĕн, улма пахчине çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Мичурин хушма ята тивĕçнĕ арçын çанă тавăрса ĕçе пуçăнать.
Майăн пĕрремĕшĕ умĕн Вĕçелиспа Энтип хура хыпар илеççĕ – вĕсен ывăлĕ Саша Çĕнтерӳ умĕн çĕре кĕнĕ-мĕн. Тăван тĕпренчĕке ĕмĕрлĕхе çухатнинчен йывăртараххи мĕн пур-ши ашшĕ-амăшĕшĕн? Çынсен ывăл-хĕрĕ киле таврăнать, ку мăшăр вара ывăлне нихăçан та кĕтсе илеймĕ. Мĕн тери пысăк инкек! Шухăша яракан йĕркесем вулатпăр романра: «Сыввисене кĕтсе илĕç сыввисем. Пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларĕç. Çĕнтерӳ савăнăçĕ пысăк та шавлă. Нумай-нумай паттăра ырăпа асăнĕç. Вăрçăра пуç хунă тăвансен сассисем илтĕне-илтĕне кайĕç кĕрекери юрăсенче. Ялан çапла пулĕ. Сыввисемшĕн, килес ăрусемшĕн юн тăкса çĕре кĕнисем пирĕн чĕресенче ĕмĕрех юрă пулса сас парĕç».
Акă Кулюкка тăлăх арăмăн ывăлĕ Куçма та «шив-сторов!» тесе пырса кĕрет Тăмпая. Арăмпах таврăнать вăл. Каролина ятлăскер пăхма кăна чипер, чăннипе вут та пăрăç пулнине вулакан каярахпа курса ĕненĕ-ха. Хунямăшне те, упăшкине те яка пăр çине лартса хăварма пултаракан майра яваплăхпа чыса мала хуракан йышши мар иккен.
Хура Çимун ывăлĕ Виталий те ашшĕне пĕччен мар, пулас мăшăрĕпе çитессине хыпарлать. Виталин савнийĕ хăйсен ялĕнчи Варуках пулнине ялтисем каярахпа тин пĕлеççĕ.
Тутарстанри Тăмпай çывăхĕнче нефть тупса палăртнă хыççăн унта вышкăсем çĕкленме пуçланă. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ специалистсемпе пĕрлех ялти çамрăксем «хура ылтăн» кăларнă çĕрте тăрăшаççĕ. Инке Яккăвĕпе Манюк аппан ывăлĕ Ваçук, сăмахран, бурильщикра ĕçлет. Сабантуйра кĕрешсе така çĕнсе илнĕ хыççăн вăл пĕр хушă больницăра сипленет. Нефть кăларакан операторта тимлекен Натиш килĕштерет ăна, анчах каччă хĕре асăрхамасть-çке. Пĕччен ĕмĕрлеме хатĕр мар Натиш. Кăмăлĕ Хурчка Иллисен Власĕ енне çаврăнать...
Влас трестри снабжени инженерĕ пулса тăнă-мĕн. Ниçта тĕпленсе, çине тăрса ĕçлеме хăнăхманскер кунта та пăтăрмахсем тупать. Хăй аллинче власть пулнине туйса каллех улталама-чееленме, иртĕхме хăтланать вăл, час-часах ĕçкелет. Паллах, Натише килĕшме пултараймасть кунашкал лару-тăру. Чун савнине тӳрĕ çулпа уттарасшăн хĕр. Юлашкинчен ун ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçланать тесен те юрать. Влас палламалла мар улшăнать: пуху умĕнчех каçару ыйтать, халăхшăн мĕн те пулин усăлли тăвасшăн. Ку асамлă улшăну ĕненмелле мар пек туйăнать.
Хăй айăпĕсене йышăнса, ӳкĕнсе, чунпа тасалса çĕнелекен сăнарсенчен тепри – тинĕс флотĕнче матрос пулнă Рамазан. Вăл малтан Газим Гайфуллин бригадинче çĕр пăралакан рабочи пулса вăй хунă, тепĕр бригадăна куçарсан бурильщика çитнĕ. Унтан авланнă. Шалăвне аван илет, ун ятне çине-çине асăнаççĕ, мухтаççĕ. Хайхи яш мăнкăмăллансах каять. Арăмне те, амăшне те хисеплеми пулать. Мăшăрĕ Рамзия çакна тӳсеймесĕр килĕнчен тухса тарать. Ах шывĕ хĕрринче унăн пурçăн тутăрне тата «йăваланса макăрмалла хурлăхлă çырăвне» çеç тупаççĕ. Хĕрарăм çурхи шыва сиксе вилнĕ пулĕ теççĕ. Кун хыççăн Рамазан хуйха ӳкет. Çитменнине, ĕçре йывăр аманать. Анчах ку истори çакăнпа çеç вĕçленмест-ха...
Трест парткомĕн секретарĕ Николай Петрович Дегтярев Айбикерен çыру илет. Туркмен хĕрĕпе госпитальте сипленнĕ чухне паллашнă вăл. Кĕç пике хăй те çитет Тутарстанри чăваш ялне. Нефть кăларас ĕçе тĕпчесшĕн. Ку енĕпе куккăшĕ те хавхалантарса тăрать ăна. Айбике Тăмпайра хăй шăпине тĕл пуласса кам шухăшлама пултарнă-ха? Паттăр чăваш каччи çавăрать ун кăмăлне.
Алексей Афанасьев ял хуçалăхĕпе нефть промышленноçне вăрçă хыççăн аталантарас, çутçанталăка упрас темăсене тарăннăн çутататнă. Кăмăл-сипет ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...