Ял çамрăкĕсен пурнăçне сăнласа кăтартакан кĕнеке
04 сентября 2025
Николай Агаков ятне Чăваш Республикин Канаш округĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. «Канаш ен» хаçатра унăн хайлавĕсем чылай çул пичетленеççĕ ĕнтĕ. Шуркасси салинче çуралса ӳснĕ çыравçă ял пурнăçне, унта пурăнакан çынсен шăписене мала кăларать. Çав вăхăтрах унăн калавĕсенче 1970–1980-мĕш çулсенчи Шупашкар сăнарĕ тухса тăрать, Чăваш Енĕн тĕп хулинчи портра чунне парса ĕçлени пултарулăхĕнче те вырăн тупнă.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Агаковăн «Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» кĕнеки кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçисем – Игорь Кугураков тата Наталия Орлова. Автор хайлавсенче тĕрлĕ ыйту хускатать: çемье ăшши, телейсĕр пĕрремĕш юрату, ĕç чуна савăнăç кӳни...
«Юратура шăтса тухнă хунав» повеçре Ырпипе Ырту хушшинчи ăшă туйăм аслă классенче вĕреннĕ чухне çуралнă:
«...Вĕсен хĕрӳ юратăвĕ кунсерен вăй илсе пычĕ. Çуллахи лăпкă та тӳлек, ăшă каçсенче ял урамĕпе уçăлса, киленсе çӳрерĕç. Çамрăксен пĕр-пĕринчен самантлăха та уйрăлас килместчĕ. Иккĕшĕ пĕрле чухне çĕр çинче вĕсенчен телейлĕ çын çук та тейĕн. Утса мар, вĕçсе çӳренĕн туятчĕç вĕсем хăйсене. Пĕр-пĕрне мĕн калас тенине куçран пăхсанах ăнланатчĕç. Уяр, лăпкă каçсенче тӳпери çутă çăлтăрсене пăхса савăнатчĕç. Шурăмпуç çуталичченех вĕсене пăхса киленетчĕç пĕр-пĕрне чунтан савакансем. Пĕррехинче хăйсем валли чи çутă çăлтăра та пĕрле суйларĕç. Çамрăксем Алтăр Çăлтăрăн авăрĕ вĕçĕнчине кăмăлларĕç...» – çапла çырса кăтартать автор илемлĕ те таса юрату пирки. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тунăскерсемшĕн хĕпĕртетĕн. Анчах......» – çапла çырса кăтартать автор илемлĕ те таса юрату пирки. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тунăскерсемшĕн хĕпĕртетĕн. Анчах...
«...Ырту салтакран Ырпи патне çырусем çырсах тăчĕ. Ик-виç çырăва хĕр аран хурав çырса ячĕ, ялти хыпарсене кăна кĕскен асăнса хăварчĕ. Хăй уншăн тунсăхлани çинчен типпĕн систеретчĕ. Ыртун салтакран таврçнасси ултă-çичĕ уйăх юлсан Ырпи тата сайрарах çырма пуçларĕ, çакна экзаменсене хатĕрленнипе сăлтавларĕ.
Çав вăхăтра Мĕтрипе Ырпи каçсерен урамра уçăлса çӳрерĕç...» Мĕншĕн сивĕннĕ-ши Ыртуран Ырпи? Кам вăл Мĕтри? Унпа пĕрле пулĕ-и хĕр? Ырту пурнăçĕ мĕнлерех йĕркеленĕ? Çак ыйтусен хуравĕсене вулакан кĕнекере тупĕ.
«Икĕ çулăм хушшинче» калаври сюжет пĕр енчен ансат пек, çав вăхăтрах тĕп сăнарсем вулакана тарăхтарма та, тĕлĕнтерме те пултарĕç. Мĕн тери çывăх иккен телей, анчах тытса юлма пĕлмесен ăна хăвăртах çухататăн – çак шухăш çуралать хайлавпа паллашсан.
Ĕç чуна ыраттаракан телейсĕр юратăва сиплекен эмел пулма пултарнине Н. Агаков «Сурана сипленĕ ГЭС» калавра ĕненмелле кăтартса панă. Петĕр Шупашкарти юханшыв портĕнче ĕçлет. Ĕçĕ килĕшет ăна. «Тинех кĕтнĕ ĕмĕчĕ çитнĕ Петĕрĕн, анлă Атăл тăрăх çӳресе тĕрлĕ хулара пулса курнă вăл, вĕсен илемне пăхса савăннă». Анчах телейпе пĕрле хурланмалли те тупăнать-çке, шкул саккинченех савнă хĕрĕ Зина пĕрле çӳренĕ çĕртенех ăна систермесĕр урăх çынна качча тухать. Ялта ун пек хыпара пытарайăн-и? Хуйха ӳкес вырăнне Петĕр пуçĕпех ĕçе путать.
Çыравçă кĕнекере тăван чĕлхе илемĕпе мăнаçланать, ачалăхри вырăнсене ăшшăн аса илет, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен шăписемпе вулакансене паллаштарать. Шел пулин те, пурне те таврăнма пӳрмен. Чĕрĕ-сывă çаврăнса çитнисен шăписем вара вăрçă умĕн те, фронтра та, вăрçă хыççăн та тĕрлĕрен йĕркеленнĕ.
Кăларăма аслă класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, аслă ӳсĕмри вулакансем те чуна пырса тивекен самантсене вуласа çамрăклăхне аса илеççех тесе шанас килет.
Автор çинчен
Николай Михайлович Агаков 1955 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Канаш районĕнчи Шуркасси салинче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма пуçланă. «Эсĕ – манçн сывлăш...» пĕрремĕш сăвви вунтăватă çулта чухне «Пионер сасси» (халĕ – «Тантăш») хаçатра кун çути курнă. Ăна вăл юратнă амăшне халалланă. Шкул хыççăн Канашри автошкултан водителе вĕренсе тухнă, Марий Элти Звенигово хулинчи юханшывăн профессипе техника училищинче пĕлӳ пухнă, «рулевой-машинист», «судовой столяр», Чулхулари И.П. Кулибин ячĕллĕ юханшыв училищинче «техник-судоводитель» специальноçсене алла илнĕ. Дипломлă специалист Шупашкарти юханшыв портне ĕçе вырнаçнă, рулевой-мотористран капитан-механике çити ӳснĕ, Шупашкарти ГЭС плотинине тунă çĕре хутшăннă.
Н. Агаков икĕ çул Мускав облаçĕнче хĕсметре тăнă, çартан таврăнсан «Сормовский» совхозра хăрушсăрлăх техникин инженерĕ пулса вăй хунă, Мускаври пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх специалисчĕчен квалификацине ӳстерекен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ должноçра тăрăшнă.
1990-мĕш çулсенче литература анинче тухăçлă ĕçленĕ. Вăл ытларах анне, вĕрентекен, тăван ял, ял хуçалăх ĕçченĕсем, çинчен çырать. Унăн хайлавĕсем «Тантăш», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», Канаш округĕнчи «Канаш ен» хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ.
«Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» – Н. Агаковăн Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă пĕрремĕш хайлав пуххийĕ.
Галерея