Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кĕнеки пичетленчĕ

27 января 2025

2025 çул пуçланчĕ кăна-ха – Чăваш кĕнеке издательствин кăçалхи пĕрремĕш «кайăкĕ» вĕçсе те тухрĕ.

Çак кунсенче типографирен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кăларăмĕ килсе çитрĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне пĕр калав кĕнĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Кĕнекен редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Владимир Степановăн калавĕ Аксукас яшĕсен тата ăслă урхамахăн ăннă та ăнман кунĕпе паллаштарать. Мĕнлерех кун-ха вăл? Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
Виталик, Толик, Владик тата Валерка – уйрăлми туссем. Пĕррехинче вĕсем утă тиеме тухса каяççĕ. Вăшт-вашт çаврăнса килме палăртнăскерсем утăрах кун каçаççĕ. Çуллахи шăрăх кун хивре пăтăрмахсемпе кĕтменлĕхсем ярса парса каччăсен çирĕплĕхĕпе пиçĕлĕхне, чăтăмлăхĕпе парăнманлăхне тĕрĕслеме шут тытнă тейĕн. Навуходоносор ятлă лашана та çăмăл килмест...
Хайлаври ĕç-пуç чăваш ялне пысăк улшăнусем килес умĕн пулса иртет. Хальлĕхе ачасем хуçалăх ĕçĕпе хăйсем тĕллĕн аппаланаççĕ, аслисене пулăшасшăн, анчах вĕсенчен пĕри те пурнăçне ялпа çыхăнтарасшăн мар. Нихăшĕ те агроном, тракторист пулас ĕмĕтлĕ мар. Тăван тăрăхра çулталăкра миçе пепке кун çути курнине пăхсан çичĕ çултан пĕрремĕш класа сакăр ача кăна каять имĕш. «Халĕ ав кас тулли ача чупать, кăшт вăхăт иртсенех ун пек пулмасть. Мĕнле пурнăçпа пурăнĕ ыранхи ял – шухăшлама та хăрамалла», – тет Владик. Шкулта вунă çул вырăнне вун пĕр çул вĕрентме пуçлаççĕ тесе пĕлтерет Виталик. «Ачисем сахалланаççĕ, шкул çулĕсем вăрăмланаççĕ, тĕлĕнмелле!» – палăртать вăл.
Ку йăлт каярахпа пулĕ, хальлĕхе ăннă та ăнман кун тантăшсене тем тĕрлĕ пăтăрмах сĕнет. Йывăрлăхсем витĕр тухса арçын ачасем хăйсем сисмесĕрех каччă шутне кĕрсе пыраççĕ. Шӳтлеме пĕлни вара тĕрĕслевсене парăнтарма пулăшать.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

АВТОР ÇИНЧЕН
Владимир Васильевич Степанов 1962 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Ялти сакăр класлă, Турханти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. 1980–1983 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче хĕсметре тăнă. 1983–1988 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çĕрпӳри «Октябрь çулĕ» хаçатра, каярах «Халăх шкулĕ», «Лик Чувашии», «Самант» журналсенче ĕçленĕ. 2017 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшать, 2023 çултанпа – тĕп редактор.
Литература ĕçне студент çулĕсенче пуçăннă. Унăн икĕ кĕнекерен тăракан «Тенкри хĕçĕ» /2015, 2016/, «Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем. Удивительные животные Чувашии» /2019/, «Великие битвы наших предков. Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем» /2021/ кăларăмĕсем кун çути курнă. В. Степанов – Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ /2000/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2002/, Раççей Журналисчĕсен /2009/, Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен /2019/ союзĕсен пайташĕ.

Подробнее о книге...


Галерея

Степанов Владимир Степанов