Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Вирьял чăвашĕсен туйĕ çинчен çырнă кĕнеке

28 ноября 2025

Чăваш туйĕ – халăхăн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Унăн йăли-йĕрки, илемĕ, пуянлăхĕ ăруран ăрăва куçса пынă. Тĕрлĕ вырăнти чăвашсен – вирьялпа анат енче пурăнакансен – туй йĕрки кăшт уйрăлса тăнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче Сăкăт Ваньккин «Кукаç туйĕ» поэми кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Дарья Степанова. Хайлавра автор вирьял чăвашĕсен туй йăли-йĕркине çырса кăтартнă, вирьял чăвашĕсен калаçăвĕпе усă курнă, чылай сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшне уçса панă. Тĕпре – кукашшĕ авланни. «...Манăн Çемен кукаç (Семен Николаевич Мидаков, 1880–1961) Уйкасси ялĕнчен пулнă. Кукамай Турхла ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем Мăн Шемертен чиркĕвĕнче паллашнă (халĕ вăл чиркÿ çук ĕнтĕ)...
Ку кĕнекере эпĕ вĕсен туйне тĕпе хурса хамăр тăрăхри йăла-йĕркене çырса парас терĕм. Вĕсем XIX ĕмĕр вĕçĕнче пĕрлешнĕ», – каласа парать автор кĕнеке пуçламăшĕнче.
Поэмăра пурĕ – 14 сыпăк, вĕсене çак йĕркепе вырнаçтарнă: «Качча кайиччен», «Евчĕ яни», «Качча пăсма пыни», «Çураçни», «Хĕре киле леçни», «Туй шилĕк карти туни», «Туй пуçĕ. Туй умĕн хĕрсен килне çитсе туй килесси çинчен пĕлтерни», «Хĕр илме кайни», «Чышкă туйĕ», «Туй хĕрпе çитни», «Тепĕр кунне ирхине», «Çĕнĕ хăта халăхĕ килни», «Таврăна» тата «Пурнăç малалла пырать».
Туя çывăх тăвансем, паллах, парнесĕр кайман. Ун чухне мăшăра пурнăçа пуçласа яма, хальхи пек, укçа мар, выльăх-чĕрлĕх е япала панă. Анчах парнисене те суйлама пĕлмелле иккен. Тăванĕсем мăшăр сурăх, мăшăр хур, хĕр амăшĕ пăру парнеленĕ, выльăх-чĕрлĕх пурнăçа сыпăнтарать тенĕ. Пурнăçа каялла яракан «парнесем» мĕнсем шутланнă-ши? Куна кĕнекепе паллашсан пĕлме пулать.
Чышкă туйĕ пирки вара автор çапларах çырать:
Чышкă туйĕ – юнлă туй,
Пурнăç çулĕ çуккă ун.
Хирĕç икĕ туй пулни
Нихăçан ырă пулман.
Пĕр-пĕрне ирттерменни
Çĕн çынсене кун паман.
Чышкăпа харкашу туй илемне ан пăстăр тесе вĕсенчен епле хăтăлнине те вулакансем кăларăмра вуласа пĕлĕç. Унсăр пуçне ар туйĕ епле иртнине, корна мĕнлерех йăла пулнине, сурпан сăри хăçан ĕçнине тата ыттине те ăша хывма пултарĕç.

Автор çинчен
Сăкăт Ванькки (Иван Петрович Ефимов) – çыравçă, таврапĕлÿçĕ. Вăл 1955 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Етĕрне районĕнчи Орапакасси ялĕнче çуралнă. Ача чухнех сăвăсем çырнă. Ялти пуçламăш, Палтайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ, унтан Чулхулари автозаводра наладчикра ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. 1983–2004 çулсенче Чулхула облаçĕнче пурăннă, 2005 çулта Чăваш Ене таврăннă. Вăл М. Лермонтовăн «Мцыри», С. Есенинăн «Анна Снегина» поэмисене чăвашла куçарнă. Сăкăт Ванькки чăваш халăхĕн йăли-йĕркине пысăк тимлĕх уйăрать.

 Подробнее о книге...


Галерея

Сăкăт Ванькки-Кукаç туйĕ Сăкăт Ванькки1