Варкăшçăсем «Тăлăх арăм минтерне» сӳтсе яврĕç
02 апреля 2026
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи теми чылай поэт-прозаика тата драматурга алла ручка тытма хистенĕ. Ку произведенисенче хаяр çапăçусемпе салтаксен паттăрлăхĕ, тылри ĕçченсен хастарлăхĕ, совет халăхĕн парăнманлăхĕ туллин сăнланнă. Кашни ăрăвах асăннă тема патне таврăнса тĕрлĕ енчен çутатма тăрăшать. Çĕнни мĕнех калăн-ха тетĕн. Тупăнать иккен.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Николай Сорокинăн Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Тăлăх арăм минтерĕ» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вырăсларан чăвашла ăна Вера Александровăпа Евгений Турхан куçарнă. Савнисен романĕ тесе палăртнăскер вулакана тӳрех кăсăклантарса ярать. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.
ТАРĂХСАН ТА МАЛАЛЛАХ ВУЛАНĂ
Николай Сорокин 1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Теччĕ районне кĕрекен Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Журналист, публицист, çыравçă ТАССăн Тутарстан Республикинчи ятарлă корреспонденчĕ, Хусанта тухса таракан «Сувар» хаçата никĕслекенĕ, тĕп редакторĕ тата «Шурăмпуç» литература журналĕн тĕп редакторĕ пулнă. Вун икĕ кĕнеке авторĕ, çав шута «Вечная Волга» роман-трилоги те кĕрет (2006–2008, 2013), чăвашла «Аттеçĕм Атăл» ятпа тухнă (2017). «Вера древнего народа» документлă фильм ӳкернĕ. Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Николай Михайлович 2021 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Апла пулин те унăн ырă ĕçĕсем пурăнаççĕ, кĕнекисем вулакансене интереслентерме, тавлаштарма пăрахмаççĕ.
Ахальтен мар пулĕ «Варкăш» клубăн тĕлпулăвĕ хальхинче питĕ хĕрӳ иртрĕ. Шел, кĕнекен редакторĕ Галина Антонова вулавăша çитеймен, çавăнпа хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатаймасăрах юлчĕç литература тусĕсем.
Тĕп сăнар – Веселина Кузнецова (Ваçиле) – «çын çиен тĕрмере» ларать. Ача вĕлерекен тесе айăплаççĕ ăна. Ларăва пухăннисем хĕрарăма тĕрлĕрен хак пачĕç. Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова кăларăма туллин тишкерме тăрăшрĕ. «Авторăн геройĕсем – Тутарстанри Атăл çывăхĕнчи авалхи Ешĕл Йăмраллă ялĕн çыннисем. Кунти чăвашсем хăйсен кăмăлĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ тет çыравçă: чиркĕве çӳресе те кĕлтăваççĕ, çав вăхăтрах киреметне те манмаççĕ, хисепе хураççĕ. Юрама, пăхăнма тăрăшни çакăнта кăна мар, ытти лару-тăрура та курăнать. Тăван ялне вырăсла çеç калама – Вешние Ветлы теме – хушнипе кăмăлсăр пулсан та, килĕшеççĕ йăмраллăсем. Совет влаçне кураймаççĕ Имĕш, анчах тӳсеççĕ. Кун пек иккĕленӳллĕ самантсемпе тĕл пулсан йăваш чăвашăн ирĕксĕрех пуçне пĕкме, пăхăнма тивет. Эппин, чун килĕшӳлĕхĕ пирки ĕмĕтленмелли кăна юлать. Хирĕçтăрулăх шалтан кăшлатех пуль. Вăл тутăх пек, каярахпа Веселинăна та ярса илет.
“Юрату пăшăлтатса çуралать” сыпăкра Ванюшпа Ваçилен туйăмĕсем еплерех çурални çинчен вуласа пĕлетпĕр. Хĕрпе каччă вăрттăн тĕл пулни, йăл кулни, вăтанни, пĕр-пĕрин кашни хусканăвне сăнани, чун савнипе темччен калаçас килни... Хитре сăнлавсемпе шухăша путнисем хыççăн малалла та çавнах кĕтетĕн. Анчах тепĕр сыпăкрах пуçа ăнланманлăх пăралать, тимĕрçĕ лаççинче ĕçлекен Ванюш тахăш самантра Ваçилене качча илнĕ-мĕн, хăйне ытти арçынсемпе пĕрле мари вăрманне çар вĕренĕвне илсе каяççĕ. Пĕр страницăрах вăл Суслонгер çар лагерьне тухса кайма, икĕ эрне унта пулса каялла таврăнма, мунча кĕме ĕлкĕрет. Арăмĕпе калаçнинчен тата акă мĕн пĕлетпĕр: Толикпа Веня ятлă ывăлсем пур вĕсен, ачасем шкула та çӳреççĕ», – терĕ Ольга Михайловна.
«Чăваш кĕнеки» центрăн ĕченĕ Антонина Андреева «Тăлăх арăм минтерĕн» жанрне савнисен романĕ мар, повесть тесе палăртрĕ. Асăрхаттарусем татах та пулчĕç: «Хайлава вырăсларан куçарнипе предложенисем пур чухне те чăвашла янăрамаççĕ. Грамматика йăнăшĕсем те пур. “Ваçиле тĕлĕк тĕлленчĕ”, – тени тарăхтарса ячĕ. Çакна куртăм та – малалла вулас килмерĕ. Тĕлĕк вăл хăй тĕлленет. Кама тĕлленчĕ? Ваçилене темелле. Çапах вуласа тухрăм. Çурри патне çитерехпе кăсăклантарса ячĕ. Ваçиле хăй ухмах чĕлхишĕнех тĕрмене лекет. Упăшки вăрăра вилнĕ хыççăн кăштах тайăлма пуçланă пек йышăнатăп ăна. Вăл пуху пуçтарса хĕрарăмсене ача çуратар мар тесе калать. Ку, пĕрремĕшĕнчен, Турра хирĕç, иккĕмĕшĕнчен, çутçанталăка хирĕçле япаласем тумалла мар хĕрарăмăн. Приговор вулас умĕн мăшăрĕ тĕлĕкне килсе ку шухăша пăрахăçлама ыйтать, арăмĕн хăтланкаларăшне ухмахланни тет. Хăй валли вилĕм шырать Ваçиле, паян тесен паянах леш тĕнчене ăсанма хатĕр. Ку та – пысăк çылăх. Хăй айăпа кĕни çитмест-ха ăна, ыттисене усал ĕç тума хĕтĕртни – тата пысăкрах çылăх», – терĕ Антонина Васильевна.
ВĂЙЛĂ ХĔРАРĂМ Е ЭГОИСТКА?
Сильва Казакова корректор, редактор тата куçаруçă «Тăлăх арăм минтерĕ» хайлав чăваш йăли-йĕркипе (çынна пытарнă чух мĕн-мĕн туни, ача çуралсан пурнăçламалли йĕрке), ваттисен сăмахĕсемпе, философиллĕ шухăшсемпе пуян пулнине асăнчĕ. «Совет саманине кам мĕнле йышăннине аван кăтартса панă автор. Историллĕ пулăмсене тĕп сăнарсен пурнăçĕ урлă ăста сăнланă. Роман чĕлхи пуян та сăнарлă. Çыравçă чăваш халăх сăмахлăхĕпе анлă усă курнă. Вăйă юрри йышлă. Такмак, вĕрӳ-суру кĕлли, салтак юрри, сăпка юрри тĕслĕхĕсем тĕл пулаççĕ. Ешĕл Йăмраллă ялĕн çыннисем Киремете те ĕненеççĕ, чиркĕве çӳресе Турра та пуççаппаççĕ. Тĕрĕссипе, хамăр пекех: эпир халĕ те, православи тĕнне йышăннă пулсан та, тĕшмĕшлĕхрен хăтăлса пĕтеймен. Ваçилене хăй çинчен, юратăвĕ пирки кăна шухăшлакан эгоистка пек йышăнмастăп. Упăшки инçе маррине пĕлсен ун патне мĕншĕн кайса килмелле мар ун. Хам та çаплах тунă пулăттăм пуль», – чунне уçрĕ Сильва Юрьевна.
Алексей Зотиков тележурналиста Николай Сорокин хăй кĕнекине 2019 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчех алă пусса парнеленĕ. Хайлава 2023 çулхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пульницара выртнă чухне вуласа тухнă-мĕн Алексей Валерьевич. «Вулама пуçланă чухне ăнланмаллах мар пек туйăнчĕ, каярахпа кăсăклантарса ячĕ. Пĕлтерĕшлĕ самантсене, шухăшсене кĕнекерех туртса-палăртса пынă хам валли. Тĕслĕхрен: “Эх, эсĕ – пурнăç – çак арман пек. Арман чулĕсем çĕрпе пĕлĕт евĕр. Чулсем хушшинче – эпир. Вăрçă чулĕ çаврăнать, çынсене çăтса авăртать. Тĕпсĕр пӳлмене салтаксен çĕнĕрен çĕнĕ йышĕ тăкăнать. Тата, тата! Вăрçă непĕссĕр. Фронт валакĕнчен пĕр чарăнми этем юнĕ юхать...” Диалект сăмахĕсем те тĕл пулаççĕ Кăларăмра. Çĕршыври истори пулăмĕсене çутатнине асăрхарăм. Ваçилене шеллес килет. Вырăнти влаçсем ăна ура хурсах, такăнтарсах, путарсах пыраççĕ. Хуçăлмасăр май та çук, тĕрĕссипе», – палăртрĕ А. Зотиков.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Мария Архипова пĕлтерĕшлĕ сыпăксене блокнота çырса илсе пынă. «Хайлавăн тĕп шухăшне çак йĕркесем уçса панăн туйăнать: “...пурнăç вăл – савăнăç, уявсем, туйсем, çуралнă кунсем çеç мар. Пурнăç – чăнкă ту. Е çӳлелле хăпарать вăл, е аялалла ӳкет. Минтер вара – çемьери хуйха, чăтайми çухатусене, асапсене чи малтан кураканниĕĕĕ” Минтер пирки чăннипех те нумай çырнă романра. Халăх сăмахлăхĕ, йăли-йĕрки кĕнекене кĕни те савăнтарчĕ. Ĕçсем хăвăрт пулса иртни такăнтармарĕ, пĕрре ларсах вуласа тухрăм темелле. Ваçилене тĕрлĕрен хаклама пулать. Унăн пысăк юратăвĕ те, чăваш хĕрарăмĕн çирĕплĕхĕпе ĕçченлĕхĕ те курăнать. Ача çуратмалла мар тени иккĕленӳллĕ илтĕнет. Пурнăçа малалла пурпĕрех тăсмалла – çуратмаллаĕ Анчах пепкене вилĕм аллине парасси амăшĕшĕн питĕ йывăр. Пĕтĕмĕшле, произведени мана килĕшрĕ. Паянхи кунпа çыхăнтарса пытăм эп ăна», – терĕ Мария Ильинична.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Татьяна Семенова çапларах каларĕ: «Çапах та Ваçиле – вăйлă хĕрарăм. Ун вырăнĕнче пулнă тăк хамăр мĕн тăвăттăмăр-ши? Ăна ăнланма пулать. Паллах, Тăван çĕршыва та хӳтĕлемелле. Пĕри те тепри вăрçа каймасан тăшман кил хапхи умнех çитсе тăрĕ. Апла ан пултăр тесен шăла çыртса чăтма, çывăх çынсене аякри çула ăсатма тивет хĕрарăмсен. Ырра шанни çеç мĕнпур йывăрлăха тӳссе ирттерме пулăшать».
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея