Варкăшçăсем Николай Агаковăн кĕнекине сӳтсе яврĕç
27 февраля 2026
Çак кунсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Николай Агаковăн «Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» кăларăмĕн хăтлавĕ иртрĕ. Ăна пахалама «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ, Ирĕк Килтĕш ӳнерçĕ «Варкăшăн» мухтав юррийĕпе пуçларĕ. Шел те, ялта пурăнакан Николай Михайлович Шупашкара çитеймерĕ. Çавăнпа варкăшçăсен кăларăма унсăрах сӳтсе явма тиврĕ, вуланă май çуралнă ыйтусем вара хуравсăрах юлчĕç…
Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă хайлав пуххине тĕрлĕ жанрлă произведенисем кĕнĕ: повесть, калавсем, тĕрленчĕк, асаилӳ, очерк. Ку ăнсăртран мар: унччен вĕсем «Тантăш», «Хресчен сасси»: «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», Канаш тăрăхĕн «Канаш ен» хаçатсенче пичетленнĕ. Халĕ акă чылайăшне пĕрле пухнă. Кунта, паллах, Ольга Федорова редакторăн тӳпи пысăк. Ольга Леонидовна алçырупа ĕçленине аса илчĕ, авторпа канашласа, ыйтусене çийĕнчех татса парса тимленине палăртрĕ. Темиçе калавра сăнарсен ячĕсем пĕрешкел пулнипе вĕсене улăштарма тивнĕ-мĕн.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Геронтий Никифорова «Юратура шăтса тухнă хунав» повеçри Ырпи тĕлĕнтернĕ. «Автор ăна юриех хирĕçле ят панă пуль. Ку хĕр /каярахпа – хĕрарăм/ çăмăлттай, арçынсемпе хăвăртах çывăхланать. Савăшура хăй валли канлĕх тупать. Ял шкулне тин ĕçлеме килнĕ Дмитрий Михайлович çамрăк вĕрентекен Ырпипе çыхланса каять. Ун хăтланкаларăшĕ пуçа вырнаçмасть», – терĕ Геронтий Лукиянович.
Ольга Австрийская çыравçă «Хĕвел ăшшиллĕ туйăм» кăларăма туллин тишкерме тăрăшрĕ: «“Икĕ çулăм хушшинче” калаври Толя хăйне хăех юрату виçкĕтеслĕхне кĕртсе ӳкерет. Пĕрне юратать, теприне качча илет. Унтан пĕрин патĕнчен теприн патне çапăнса çӳрет. Анранă шăнана аса илтерет вăл. Чăннипе кама юратать арçын – Тоньăна-и, Анука-и? Нихăшне те пуль. “Сурана сипленĕ ГЭС” калав автобиографиллĕ пулас. Петĕр ятлă тĕп сăнарăн кун-çулĕнчи самантсем авторăн биографийĕнчи фактсемпе тӳр килеççĕ: вăтам шкул хыççăн Чулхулари И.П. Кулибин ячĕллĕ юхан шыв училищине вĕренме кĕрейменни, Мари Элти Звенигово хулинчи юхан шывăн техника професси училищинче пĕлӳ пухни, Шупашкарăн ГЭС плотинине тунă çĕре хутшăнни тата ытти. Ку хайлавра та юрату теми тĕпре. Пĕр-пĕрне юратса çӳренĕ çĕртенех Петĕрпе Зинăн çулĕсем уйрăлса каяççĕ. Хĕр урăххине качча тухать. Мĕншĕн çапла пулса иртнине ниепле те ăнкараймастăн. Мĕншĕн хĕр теприне суйланă? “Чикан халалĕ” калава “Хитрепи” тесе ят парсан та юрать. Тĕп сăнарăн кăна мар, ун ывăлĕпе хĕрĕн те ячĕсем чăвашла кунта: Юманпа Сывлăмпи. Кĕске хайлавра Хитрепин пĕтĕм шăпине çырса кăтартнă. Пулăмсем питĕ хăвăрт черетленсе иртеççĕ. Куç хупса иличчен йăлт вĕçленет те. Çулланнă, ача-пăчаллă хĕрарăмсем пуç усса, пурнăç пĕтнĕ тесе лармаççĕ Агаковăн хайлавĕсенче. Вĕсен тĕлне арçынĕсем тупăнсах пыраççĕ тата: пĕр тепринчен япшартарах. Акă “Хĕвел ăшшиллĕ туйăм” калаври Вера хĕрĕх çулта икĕ ачапа тăлăх арăм пулса юлать. Пĕлĕшĕн çуралнă кунĕнче вăл Генăпа паллашать. Геннадий пĕрре те авланман, эрех ĕçмест, ĕçчен, илемлĕ сад ĕрчетет. Арçын мар, ылтăн чăмакки. Кам ырлăх курĕ ĕнтĕ ун çумĕнче? Кама хĕвел ăшшиллĕ туйăм парнелĕ вăл? Тен, Верăна? Пулма пултарать», – терĕ Ольга Михайловна.
Алексей Зотиков тележурналист Николай Агакова Леонид Агаков чăваш çыравçин тăванĕ пуль тесе шухăшланă-мĕн, хайлавĕсем те çав шайрах пуласса шаннă. Вăл «Ыратура шăтса тухнă хунав» повеçе тĕплĕн пăхса тухрĕ, «Икĕ çулăм хушшинче» калаври Тольăн сăнарне хак пачĕ. «Арçын хăйне икĕ çулăм хушшинче тет. Анчах куншăн никам та мар, хăй кăна айăплă. Толя пĕр хĕр патĕнчен теприн патне чупса çӳрет, арăмĕ пур çинчех Тоня патне тем тума каять. Юрать-ха, юлашкинчен ăна тĕрĕссине пĕлтерет. Тоньăна та ăнланма йывăр. Вăл качча юрататех пулсан мĕншĕн-ха савнийĕн ашшĕ-амăшĕпе паллашма пырасшăн мар? Кайран тем тума ют туя йыхравлать тата», – кăткăс самантсем çинче чарăнса тăчĕ А. Зотиков.
Елена Кудрявцева вĕрентекене кăларăмри геройсем тĕтре ăшĕнчи евĕр, аякран сăнанă пек туйăннă. «Тен, вĕсен шалти кăмăл-туйăмне юриех сăнламасть автор? Ку пурнăçра кирек мĕн пулса иртсен те ниме те чĕре çывăхне илмелле мар, лăпкăн тӳссе ирттермелле тесшĕн мар-ши вăл? Тен, çавăнпах сăнарсем çăмăллăн уйрăлса каяççĕ, часах тепĕр савни тупаççĕ, нимшĕн те вăрах кулянса лармаççĕ», – терĕ Елена Людвиговна. Светлана Константинова варкăшçă Николай Агаковăн кĕнеки хăйĕн вулаканне тупасса шаннине пĕлтерчĕ.
Кăларăма илемлĕ литература кăна мар, публицистика жанрĕсемпе çырнă хайлавсем те кĕнĕ. «Чи илемли» тĕрленчĕкре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕпе хитрелĕхĕ çинчен сăмах хускатнă. «Курăк пусса илеймен сукмак» асаилӳ çыравçăн ачалăхне ертсе çитерет. «Вăрçă нушине тӳссе ирттернĕ паттăрсем» очеркра Николай Агаков çывăх тăванĕсем çинчен çырса кăтартнă, вĕсем еплерех йывăрлăхсемпе тĕрĕслевсем витĕр тухнине сăнласа панă.
Хăтлавра варкăшçăсем çапларах пĕтĕмлетӳсем турĕç: хуплашка питĕ хитре те килĕшӳллĕ, хайлавсенчи ĕçсем ытла хăвăрт пулса иртеççĕ, сăнарсем мĕншĕн апла е капла тунине чылай чухне ăнланса илме йывăр, вĕсем шухăша путни курăнсах каймасть; сăнлани мар, каласа кайни мала тухать. Апла пулин те произведенисем çăмăллăн вуланаççĕ, геройсем калаçтараççĕ, тавлаштараççĕ. Эппин, «Хĕвел ăшшиллĕ туйăмра» темскер пурах.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея