Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Варкăшçăсем «Чăваш çыравçисем – фронтра» кăларăма пахаларĕç

28 мая 2025

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Çу уйăхĕнчи тĕлпулăва «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем шăпах çак паллă пулăма халаллас терĕç. Икĕ кĕнекепе карточка пуххинчен тăракан «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн презентацийĕ Чăваш Республикин Наци библиотекин хăтлă залĕнче иртрĕ.

1000 экземплярлă тиражпа тухнăскерсем вулавăшсене çитме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, лавккасенчен те сутлăхра пур. Пухса хатĕрлекенĕсем – Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова, Алексей Кузьмин; редакторĕ – Ольга Федорова; ӳнерçи – Дмитрий Литаврин.

Кĕнеке те кăлараççĕ, видео та ÿкереççĕ
Уява Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова ертсе пычĕ. Вăл хайлав пуххисене еплерех хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ, ятарлă презентаци кăтартрĕ. Шел те, кăларăма пухма хутшăннă ытти специалист хăтлава килсе çитеймерĕ. Çавăнпа Ольга Леонидовнăн кăткăс ĕç çинчен пĕчченех ăнлантарса пама тиврĕ. «Çĕршывăмăр умне вилĕмле хăрушлăх персе ансан тăван çĕре хӳтĕлеме мĕнпур халăхпа пĕрле çыравçăсем те кар çĕкленнĕ. Çĕнĕ кĕнекесене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăвашра çуралса ӳснĕ вырăсла çыракан калем ăстисене кĕртрĕмĕр. Кăларăмсем вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштараççĕ. Кашни авторăнне вăрçăпа çыхăннă хайлавĕсене кĕртме тăрăшнă. Пĕрремĕш кĕнекере – поэзи тата проза жанрĕсемпе çырнă произведенисем, иккĕмĕшĕнче вара – прозăн малаллахи пайĕ тата драма жанрĕсемпе çырнă хайлавсем. Авторсене алфавит йĕркипе вырнаçтартăмăр. Сборниксемпе пĕрле фронтовик çыравçăсен карточка пуххине хатĕрлерĕмĕр. Карточкăн пĕр енче писателĕн сăнӳкерчĕкне тата биографине вырнаçтарнă, тепĕр енче çыравçăн кĕнекисене палăртнă. Кунта авторăн хайлав пуххине кĕмен сăввисемпе, сборникран илнĕ хайлав сыпăкĕпе е çывăх çыннисем патне çырнă çырăвĕсемпе паллашма пулать», – терĕ О. Федорова. Тепĕр хăйне евĕрлĕх те асăрханă вăл: прозаиксемпе тата драматургсемпе танлаштарсан, вăрçăра нумай поэт вилнĕ иккен. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Тен, сăвăçсен хĕрÿ туйăмлăхĕпе?
Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа Чăваш кĕнеке издательстви çавăн пекех «Фронтовик çыравçăсене вулатпăр» акци пуçарса янă. Вулакансем «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» сборникри хайлавсемпе паллаштараççĕ, видеосене издательствăн социаллă тетелĕсенчи страницисенче вырнаçтараççĕ. Презентацире çакнашкал видеосене те кăтартрĕç. «Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕренÿ центрĕ» Чăваш Енри инçет вĕренÿ центрĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Любовь Кудрявцева Уйăп Мишшин «Çĕнĕ çурт» сăввине вуларĕ; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн химипе фармацевтика факультечĕн I курс студентки Юлиана Рубцова – Максим Данилов-Чалдунăн «34-мĕш атака» калав сыпăкне; Лариса Петровăпа Нина Царыгина çамрăк çыравçă-журналистсем – Никифор Мранькан «Юншăн – юн» пьеса сыпăкне.

Пичетлетпĕр тенĕ те…
Мероприятие Илья Думилин (1911–1942) çыравçăн тăванĕсем те хутшăнчĕç, вăл шутра – унăн хĕрĕ Нина Кузьмина. «Эпĕ 1941 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Шел те, аттене астумастăп. Вĕсем аннепе иккĕшĕ те экстерн мелĕпе Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Вăрçă пуçланас умĕн атте ун чухнехи Первомайски районĕнчи (халĕ Улатăр тăрăхĕнчи) Кивĕ Эйпеçри çичĕ çул вĕренмелли шкулта директорта ĕçленĕ, анне унтах кĕçĕн классен учительници пулнă. Аннепе атте гитарăпа тата балалайкăпа калама пĕлнĕ, ялти культура пурнăçне хастар хутшăннă. 1941 çулхи январь уйăхĕнче атте Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса кайнă. Икĕ çыру çеç çырса ĕлкĕрнĕ киле. Вĕсем çемьере тăватă ывăл пулнă, пурте Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлÿ илнĕ, вăрçă пуçлансан фронта кайнă. Вĕсенчен пĕри хăрах алăсăр таврăннă, тепри – снаряд катăкĕпе. Аттепе шăллĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă. Асанне те ир çĕре кĕнĕ. Аттен пичетленмен сăввисем те юлнă. 1952 çулта пирĕн ялти шкула Куçма Турхан, Александр Артемьев тата тепĕр çыравçă (ятне астумастăп) тĕлпулăва килнĕччĕ. Анне вĕсене аттен тетрадьне парса ячĕ. Хăнасем антологи е альманах кăларатпăр тенĕччĕ. Çапла вара аттен юлашки сăввисем йĕрсĕр-палсăр таçта çухалчĕç. Ялти çынсем шаннă ĕнтĕ, писательсем пичетлетпĕр тенĕ вĕт», – аса илчĕ Нина Ильинична.
Илья Думилинăн кĕçĕн мăнукĕ Александра Кузьмина, Шупашкарти 5-мĕш гимназин пиллĕкмĕш класне пĕтернĕскер, поэтăн «Салтак тÿмисем» ятлă сăвви тăрăх хатĕрленĕ «Ромашки» юрра шăрантарчĕ. Сăвăçăн мăнукĕ Валерий Кузьмин хĕр юррин историне пĕлтерчĕ. Ун текстне кивĕ хаçат страницинче асăрханă-мĕн. Ăна Леонид Лялькин учитель кĕвĕленĕ пулнă. Валерий Владимирович хайлава вырăсла куçарттарса аранжировка тăвас тенĕ. 1942 çулта çырнă сăвă паянхи куншăн та актуаллă янăрать-çке. Йĕркепĕр куçарăвне тутарнă. Людмила Симонова çыравçă вара хĕр юррине пĕр каçра вырăсла куçарса панă.
«Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăма И. Думилинăн хайлавĕсем те кĕнишĕн Кузьминсем чăннипех савăннă. Аслă ăру паттăр тăванĕн еткерлĕхĕпе мăнаçланать, ăна типтерлĕн упраса кĕçĕннисене парассишĕн тăрăшать.

Пысăка хурса хакларĕç
Варкăшçăсем çĕнĕ кĕнекесене пысăка хурса хакларĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров сборник шкул ачисене патриотла воспитани парас ĕçре питĕ кирлине палăртрĕ. Хăш-пĕр хайлава класпа вуласа сÿтсе явма пулать. Зоя Сывлăмпи поэт та ку шухăшпа килĕшрĕ. Чăваш Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Антонина Андреева «Аслă Çĕнтерÿшĕн!» илемлĕ вулакансен конкурсĕн йĕркелÿçи пулнă май асăннă кăларăм пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансемшĕн питĕ усăллă пулнине пĕлтерчĕ. Чылайăшĕ хайлавсене шăпах унтан суйласа илнĕ-мĕн.
Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча тата илемлĕ литература редаторĕ Ольга Иванова кăларăмсемпе тухнă-тухман паллашнă. «Кашни произведенийĕ тарăн шухăшлă, чĕрене пырса тивет. Вĕсенче – çĕршыв историйĕ, уйрăм çыннăн кун-çулĕпе халăхăн ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, хуйхипе савăнăçĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те хутшăннă. Этемлĕхĕн черченкĕ пайне те тимлĕх уйăрнă кунта. Мана уйрăмах икĕ хайлав кăмăла кайрĕ. Илле Тукташăн “Хура кушак” сержант калавĕ вăрçă хирĕнче чуна ăшăтмалли самантсем пурри мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине çутатса парать. Окопа ăнсăртран килсе лекнĕ кушака пурте юратаççĕ, ачашлаççĕ, апатлантараççĕ. Пĕринче çапăçу пуçланать те, хура кушак хăранипе тапса сикет. Çухалнăскер тупăнĕ-ши, çук-ши, чĕрĕ-ши мĕскĕн чĕрчун – çак ыйтусен хуравĕсем кирек кама та канăçсăрлантараççех пуль тетĕп. Хветĕр Уярăн “Упа” хайлавĕ тискер чĕрчунпа çыхăннă. Салтаксем пĕррехинче выçăпа аптăрасах çитеççĕ. Кайăк-кĕшĕк тытма май килмĕ-ши тесе красноармеецсем вăрманалла çул тытаççĕ. Пулă тытса ларакан упана курсан хĕпĕртесех каяççĕ. Малалли тата интереслĕрех… Ольга Леонидовна хайлавсене пухас тĕлĕшпе нумай вăй хучĕ. Каçпа ĕç хыççăн тăрса юлса та текстсене наборлатчĕ, авторсен биографийĕсене тĕрĕслесе тÿрлететчĕ», – терĕ Ольга Михайловна.
Ирĕк Килтĕш ÿнерçĕ гитара каласа хăй çырнă юррине шăрантарчĕ. Хăтлав кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Уяв вĕçĕнче Ольга Федорова виççĕмĕш кĕнеке хатĕрлес шухăш пуррине те систерчĕ. Эппин, ăна ку ĕçре вăй-хал тата хавхалану сунар!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10