Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Варкăшçăсем «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» кĕнекене пахаларĕç

30 апреля 2025

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗпелӗнче «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» коллективлӑ сборникӑн презентацийӗ иртрӗ.

Ку кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑччӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вăл вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ӑрӑвӑн калавӗсемпе поэмисене, сӑввисемпе балладине пĕрлештерсе тăрать. Хӑтлава хастар варкăшçăсемпе пĕрлех кӗнекене кӗнӗ авторсем – Василий Кервен, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Александр Ильин, Галина Матвеева – хутшӑнчӗҫ. Шупашкарти В.А. Архипов милици генерал-майорĕн ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем Анна Самандаровăпа (10-мĕш класс) Александра Кимкина (4-мĕш класс) юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Владимир Степанов кĕнекене еплерех пухса хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Маларах шантарнă авторсем хайлавĕсене çырса парса ĕлкĕреймен пирки унăн хăйĕн «Нимĕç шпионĕ» калавне Айсан Термен ятпа кĕртме тивнĕ-мĕн. Унта та, «Мăкăр кĕперĕпе» «Пирĕшти юлташра» та чăн пулнă самантсене тĕпе хунă, анчах шухăшласа кăларни те пур. Литература произведенийĕ унсăр мĕнле-ха?
«Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул иртсен те ун çинчен çырмаллах пирĕн, анчах чуна тивмелле. Çĕнĕлĕх тупма тăрăшмалла», – терĕ Василий Кервен. Унăн «Шалкăм çумăр» калавне кăларăма кĕскетсе кĕртнĕ, апла пулин те тĕп шухăшĕ упранса юлнă. Ольга Рубцовăн «Чĕкеç» калавĕнчи тĕп сăнар икĕ прототипран йăл илнĕ-мĕн: кукамăшĕнчен тата кÿршĕри Лидя аппăшĕнчен. Вăрçă çинчен хăв пĕлмесен, çын каласа панă тăрăх кăна хайлав çырма питĕ йывăррине палăртрĕ прозаик.
Александр Ильин поэт патриотизм темипе çыхăннă сăввисене вуларĕ. Ача чухнех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскерне, Акатуйра яштак старшинана курсан ун хыççăн пĕр шит юлми утса çÿренĕскерне ку тема питĕ çывăх. «Эпĕ поэмăсем çырма юрататăп. 1978 çултанпа вăтăр ултă поэма хайланă. "Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ" сборника кĕни – "Асăну", пирвайхи хут 1980 çул пуçламăшĕнче "Ялав" журналта тухнăччĕ», – терĕ Александр Моисеевич. Анатолий Хмыт – Афган вăрçи темипе çырнипе палăрнă прозаик. Хальхинче «Ковпак юрринче» вăл та Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тимлĕх уйăрнă. Дежавю, фантази сĕмĕллĕ хайлав тĕп сăнарсене 1977 çултан 1943 çула илсе çитерет. Мишăпа Гришăн тата Тишăн характерĕсене пурнăçри пекех сăнланă-мĕн Анатолий Дмитриевич.
«Вăрçă çинчен çырма йывăр. Хăв çапăçура пулса курман пулсассăн пурпĕрех вăл чуна хускатмалла тухмасть. Çак темăпа çыракансен сăввисене социаллă тетелте вуласа пыратăп. Ритм, рифма, содержани – пĕтĕмпех пур вĕсенче, анчах поэзи çук, мĕншĕн тесен çын хăй курман, тÿсмен – чунран тухмасть. Çавăнпа эпĕ ытларах вăрçа хăйсен куçĕпе курнă авторсен сăввисене куçарма тăрăшатăп. Вĕсенче мĕн кирли йăлтах пур. Хĕмĕ пур. Куçарма йывăр, паллах, анчах интереслĕ», – терĕ Галина Матвеева. Çĕнĕ кăларăма унăн «Киле килчĕ салтак вăрçăран» поэми кĕнĕ. Ăна вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнисене тата патшалӑх тимлӗхне туймасӑрах вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ фронтовика А.М. Матвеева халалланӑ.
Светлана Петрушкина «Тăван чĕлхе» калавне 2017 çулта литература конкурсне хутшăнма хайланă-мĕн. Тематики тăрăх кĕнеке издательствин сборникне юрăхлине пĕлсен пĕлтĕр ăна пичете сĕннĕ. Ун никĕсĕнче – чăн пулни. Чăвашла пĕлни Гурий Иванова тыткăнран та, вилĕмрен те хăтарнă иккен. «Тăван чĕлхе кирек ăçта та, кирек мĕнле лару-тăрура та кирлĕ», – пĕтĕмлетрĕ çыравçă-вĕрентекен.
«Кашни авторăн сюжечĕ чĕрене тыткăнлать. Çапах Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çыравçăсен произведенийĕсенчен уйрăлса тăраççĕ кунти хайлавсем. Унччен хуть те мĕнле пулсан та тăшмана тĕп тумалла, ăна каçармалла мар тени мала тухнă тăк хальхи хăш-пĕр калавра фашистсем совет салтакĕсене шеллеççĕ, тыткăнран та хăтараççĕ», – терĕ Ольга Васильева прозаик. «Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӑнаҫлӑхӗ» сборника Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, Алексей Зотиков тележурналист, Арсений Тарасов çыравçă-журналист та пысăк хак пачĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

1 2 4