Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкӑш» литература клубӗн хӑни – Нина Артемьева сӑвӑҫ

24 декабря 2025

Чӑваш Республикин Наци библиотеки ҫумӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи тӗлпулӑвӗ яланах хаваслӑ иртет. Хальхи уяв та ҫавӑн пекех пулчӗ – поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ пуххин презентацине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑм кӑҫалхи кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ. Унта авторӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.

АЧА ЧУХНЕХ СӐВӐ ҪЫРНӐ
Уява ача-пӑча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ертсе пычӗ. Вӑлах Нина Николаевнӑн биографийӗпе паллаштарчӗ. «Нина Артемьевăн поэзийĕ хĕвел пек ăшă, çăлкуç пек таса, сывлăм тумламĕ пек çутă. Унăн лирика геройĕ тăван халăх историне, йăли-йĕркине сума сăвать, илеме курма пĕлет. "Чуна ăшăтакан кунсен çути" ачалăхри киле ертсе çитерет ăна. Кунта вăл вăй-хал пухать, тĕрекленет, çунат сарать. Чылай сăвăра аваллăх ахрăмĕ сисĕнет. Лирика харкамçи Пÿлер енĕн иртнĕ кун-çулне çине-çинех тишкерет, чăвашăн шăпи çинчен шухăшлать», – терӗ Ольга Михайловна.
Нина Николаевна 1947 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Çĕмĕртлĕ ялĕнче çуралнă. Емелькинăри тулли мар вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Поэтӑн асаилӗвӗсене халӑх кӑсӑклансах итлерӗ. «Малтанхи сӑвва пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне ҫырнӑ эпӗ. Вӗрентекен киле ӗҫ сӑвӑ ҫырма хушнӑччӗ. Эпӗ виҫӗ ҫавраран тӑракан "Кӗркунне" ятлӑ хайлав шӑрҫаланӑччӗ. Кайран сахал пек туйӑнчӗ те, тепӗр виҫӗ ҫавра хушрӑм. Рифмӑпа ритм пулнӑ-ши, пӗлместӗп, анчах вӗрентекен манӑн тата тепӗр арҫын ачан сӑввине класс умӗнче вуласа панӑччӗ, ырланӑччӗ. Ҫиччӗмӗш класра чухне вара икӗ сӑввӑм – "Шурӑ хурӑн" тата "Кӗркунне" – Хусанти "Ленин ялавӗ" хаçатра кун ҫути курнӑччӗ. Ҫакӑ хавхалантарнӑ пулӗ.
Эпӗ ҫамрӑклах, вун сакӑр ҫул тултаричченех Шупашкара куçса килнĕ, пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ, каçхи вăтам шкулта вĕреннĕ, çав хушăрах сăвăсем çырнă. Тӑван килтен аякра, тунсӑхланӑ та пуль. Пӗр-икӗ сӑвӑ ҫыраттӑм та Писательсен союзне йӑтса каяттӑм. Кунта Уйӑп Мишшипе Илпек Микулайӗ ӗҫлетчӗҫ, яланах ӑшшӑн кӗтсе илетчӗҫ. "Мӗнле пурӑнатӑн-ха, хӗрӗм?" – тетчӗҫ кашнинчех. Ҫывӑх тӑвансем пекех туйӑнатчӗҫ, тӗлӗнмелле ӑшӑ ҫынсемччӗ. Уйӑп Мишши пӗринче мана укҫа пухма вӗрентрӗ. "Лавккара пӗр-пӗр копилка туян та вак укҫасене ҫавӑнта ярса пыр. Эпир ҫапла пуҫтарса телевизор туянтӑмӑр", – терӗ.
Малтанхи вӑхӑтра Шупашкарта "засыпушкӑра" пурӑннӑ эпӗ. Пӗр хӗрарӑм патне вырнаҫрӑм. Уйӑхне пилӗк тенкӗ тӳлеттӗм, кашни кун Белинский ҫырминчен пӗрер ҫӗклем шыв йӑтса килмеллеччӗ манӑн. Кӳршӗрех хӗрсем ҫичӗ тенкӗ тӳлесе пурӑнатчӗҫ. Вӗсен шыв йӑтмалла марччӗ, паллах», – каласа кӑтартрӗ Нина Николаевна.
Каярахпа Писательсен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе общежитири икӗ вырӑнлӑ пӳлӗме вырнаҫнӑ вӑл. 1977 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1977–2003 çулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Çилçунат», «Самант») журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. Василий Кервен поэтпа пӗрле Львов хулинче иртнӗ Пӗтӗм Союзри ҫамрӑк сӑвӑҫсен фестивальне те хутшӑнма тӳр килнӗ унӑн. Нина Артемьева ҫыравҫӑ-журналист кӑна мар, ҫулҫӳревҫӗ те. Турпутевкӑсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса курнӑ вӑл, ту ҫине те пӗрре мар хӑпарнӑ. «Ҫул ҫинче тем тӗрлӗ йывӑрлӑх сиксе тухать. Ку юлашки, тек ниҫта та каймастӑп теттӗм хама. Анчах киле таврӑнсан, кӑшт кансан чун каллех ту ҫине туртма пуҫлатчӗ. Пӗрре унта пулса курсан тек манаймастӑн. Чир пекех ҫулӑхать, пӗрмай аса килсе тӑрать», – терӗ Нина Николаевна.

ЧУНА ХУСКАТАКАН ПОЭЗИ
Сӑвӑҫа кӗнеке тухнӑ ятпа ентешӗсем – Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫисем – Анатолий Хмытпа Галина Кӗмӗл ӑшшӑн саламларӗҫ, унпа мухтаннине, пӗрле савӑннине палӑртрӗҫ. Пӳлер тӑрӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен ярӑмне поэма шайне ҫитерме сӗнчӗ Анатолий Дмитриевич.
Ирина Софронова литературовед «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнекепе хӑпартланса паллашнӑ-мӗн. «Нина Николаевнӑн сӑввисем савӑнтараҫҫӗ те, куҫҫульлентереҫҫӗ те. Ачалӑх пирки ҫырни ҫывӑх ҫынсемпе те, чӑваш историйӗпе те ҫыхӑнса каять. Чӑваш литературинчи тухӑҫ витӗмне тӗпченӗ май сирӗн пултарулӑха тишкерме ҫав тери интереслӗ пулчӗ. Сирӗн Атӑлҫи Пӑлхар тӗнчи ыттисенни пек мар, пач урӑхла. Кашни чечекӗнче, тӗмескинче аваллӑх чӗрӗлсе тӑрать. Николай Шелепи асаилӗвӗнчи йӗркесем аса килеҫҫӗ. "Асаннесем Пӑлхар кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ юрӑсем юрлатчӗҫ те макӑратчӗҫ", – тесе ҫырнӑ вӑл. Валем Ахун хыҫҫӑн ку темӑпа ҫыракансемех пулмарӗҫ. Эсир ҫав традицие малалла тӑсатӑр. Кашни ҫыравҫӑн Пӑлхарӗ, Пӳлерӗ хӑйӗн иккен», – терӗ Ирина Владимировна.
Раиса Воробьева сӑвӑҫ Нина Николаевнӑна «Ҫилҫунатранах» паллать. «Эпӗ унӑн сӑввисене вуласах пынӑ. Вӗсем ытти авторӑннинчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ – тӗлӗнмелле ытарлӑ, сӑнарлӑ. Кашниех мӗн ҫинчен те пулин каласа парать. Вӑрманӗ, уй-хирӗ, юхан шывӗ – пӗтӗмпех чӗрӗ. Ҫутҫанталӑка ӑста сӑнарлать, танлаштарусемпе, сӑпатлантарусемпе анлӑ усӑ курать. Хӑйсен енчи вырӑнсене сӑнласа, тӗне кӗмен чӑвашсен характерне уҫса парать. Сӑпайлӑ, ӗҫчен, чӗрре кӗмен ҫынсем пурӑннӑ кунта сӗм авалтан. Хӑй сӑввисенче автор салтак юррисене, халӑх юррисене вырӑнлӑ кӗртсе пырать», – яланхи пек тӗплӗн тишкерчӗ Раиса Васильевна.
Елена Кудрявцева вӗрентекен те «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӑларӑмпа хаваспах паллашнӑ. «Таса туйӑмпа, ырӑ чӗрепе ҫырнӑ сӑвӑсем ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ. Станислав Юхтар ӳкерчӗкӗсем хайлавсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ, вулани куҫ умне тухса пырать», – терӗ вӑл. Мальвина Петрова поэт та, «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева та хуплашкапа шалти ӳкерчӗксем сӑвӑ пуххине пуянлатнине асӑнчӗҫ.
Ольга Туркай радиожурналист тата ҫыравҫӑ Нина Артемьевӑна 1985 ҫултанпах пӗлет, ҫӗнӗ кӗнеке вара автора урӑх енчен уҫма пулӑшнӑ-мӗн. Радио валли кӑларӑм та хатӗрленӗ Ольга Николаевна. «"Ӗмӗрхи кӗвӗ" кӗнекери хайлавсенче ҫутӑ, лӑпкӑ, таса юрату тапса тӑрать, чуна пырса тивет», – терӗ вӑл.
Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ хӑй те Пӑлхар темипе юрӑсем шӑрҫалать. Чӑваш халӑхӗн историйӗпе кӑсӑкланаканскерӗн Пӳлер ҫинчен те хайлав ҫуралнӑ. Нина Артемьевӑн сӑввисене те юрӑҫ-ӳнерҫӗ кӑмӑлласа йышӑннӑ. Варкӑшҫӑсене тата уяв хуҫине Ирӗк Килтӗш юрӑ парни кӳчӗ.
Хӑтлавӑн иккӗмӗш пайне ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула халалларӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен Хӗл Мучипе (Ирӗк Килтӗш) Юр пике (Ольга Иванова) тата ырӑ асамҫӑ (Татьяна Семенова) ҫитсе кӗчӗҫ те пурне те вӑййа хутшӑнтарма пикенчӗҫ. Кашниех сухалсӑр Хӗл Мучин миххинчен лотерея билечӗ туртса кӑларса пӗр-пӗр ӗҫ пурнӑҫларӗ. Юр пике парнесемпе хавхалантарчӗ. Асамҫӑ вара килес ҫул еплерех пуласса систерчӗ.
Тӗлпулу чӑннипех савӑк иртрӗ. Ӑна аса илни варкӑшҫӑсене темчченех йӑл кулӑ парнелӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сӑнӳкерчӗкӗсем


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9