Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕнче – урăх улах

26 ноября 2025

Ку – урăх улах... Кунта художниксем юптараççĕ, çыравçăсем ӳкереççĕ, вулавăшçăсем юрлаççĕ, вулакансем çыраççĕ...
Ку – урăх улах... Чăрсăр шухăшсене, çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртмелли хăйне евĕрлĕ хутлăх. Кунта Ирĕк тата хавхалану сывлăшĕ хуçаланать, пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми вăйпа тапса тăрать».
Çапларах хыпарланăччĕ ку мероприяти çинчен социаллă тетелсемпе тĕрлĕ ушкăнра. «Варкăш» литература клубĕ чӳк уйăхĕнчи тĕлпулăва çĕнĕ форматпа ирттерес терĕ. Ытти чухне варкăшçăсем пĕр-пĕр кĕнеке вуласа килетчĕç те ăна сӳтсе яватчĕç, кăларăма пахалатчĕç. Хальхинче вĕсем Чăваш Наци вулавăшне улаха пуçтарăнчĕç. Ахальлине те мар... урăххине.
Уява литература клубĕн гимнĕнчен пуçларĕç. Унăн презентацийĕ авăн уйăхĕнче иртнĕччĕ. Мухтав юррин авторĕ – Ирĕк Килтĕш /Валерий Краснов/ ӳнерçĕ. Хăтлă залра пухăннисем унпа пĕрле юрра туслăн шăрантарчĕç. Унтан вĕсем аякри çула пăхмасăр Елчĕк тăрăхĕнчен вĕçтерсе çитнĕ Ирĕк Килтĕшĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе малалла паллашма пултарчĕç – ӳнерçĕ хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсене гитара каласа юрларĕ. Кунта «Хаçат-журнал, интернет» блюз-композици те, «Ялта» чăваш рок-н-ролĕ те, аваллăх тĕнчине ертсе каякан, Така вăрçи çинчен калакан баллада та янăрарĕ. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ хуçаланнă чух варкăшçăсем ташша ямасăр аран чăтса ларчĕç. Çапах алă-урана хускатмасăр мĕнле-ха? Ирĕк Килтĕш хавхалантарнă чух шăм-шак ирĕксĕрех хуçкаланать.
Çак хушăра варкăшçăсем мĕншĕн ташламарĕç тетĕр-и? Никам та ахаль ларман. Юрăçа итленĕ май çыравçăсемпе журналистсем скетчсем ӳкерчĕç, литературоведсемпе артистсем сăвă шăрçаларĕç. Ку ĕçсене «Чăваш кĕнеки» центрăн библиотекарĕсем ятарласа хатĕрленĕ. Сăмах май, вĕсем тата тĕлĕнтерчĕç: Татьяна Семеновăпа Любовь Матюкова Любовь Мартьяновăн сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕç. Халăх ку парнене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Улахăн иккĕмĕш пайĕнче варкăшçăсене сăмах пачĕç. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов Енĕш Нăрваш ялне халалланă сăввине вуласа пачĕ, ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова /Австрийская/ – «Пач ним те çырăнмасть пулсассăн...», «Пушаннă пахчара» хайлавĕсене. Лидия Саринепе Раиса Воробьева юрату лирикине тимлĕх уйăрчĕç. Амăшĕн кунĕ çывхарнă май Лидия Михайловна çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çынна халалланă сăввине вуларĕ. Арсений Тарасов çĕнĕ пьесине кĕртме çырнă сăввисене итлеттерме кăмăл турĕ. Виталий Родионов профессор тата литературовед библиотекарьсем хушнă тăватă сăмахпа усă курса сăвă çырнă:
Шăвăнса шăвать-и шурă шухăш,
Е вăл лăпкă, е ытла та шухă.
«Варкăшра» эп куртăм та сăнна –
Парнелетĕп çак сăвва сана.
Ку çаврана Виталий Григорьевич Светлана Асамат чăваш халăх поэтне халалларĕ. Светлана Васильевна ӳкерсе те ĕлкĕрнĕ, хăй те сăвăламасăр тӳсеймерĕ:
«Варкăша» каяймарăм пулсан –
Хама хам эпĕ чирлĕ туятăп.
«Варкăша» çӳрекен туссемпе
Чун-чĕрем апатне, тен, пайлатăп...
Елена Кудрявцева вĕрентекен те хăйне сăвă хайлассинче тĕрĕслесе пăхнă:
Вирлĕ сăмах калама
Кирлĕ ирĕккĕн кулни,
Хитре кăна юрлама
Кирлĕ варкăш çил вĕрни.
Уçă çил вĕрсессĕнех
Куçа хупассăм килет,
Пурнăç çырнă юрăра
Ирĕлсе каяс килет.
Ирĕк Килтĕшпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов ӳнерçĕн юптаруллă такмакĕсене вуларĕç. Вĕсем «Йĕркесĕрлĕхрен – йĕрке» ярăма кĕреççĕ-мĕн. Хальлĕхе ку поэмăра – 703 çавра. Автор унта паянхи кун тӳнтерлĕхĕсене питлет, йĕплет, тĕлĕнĕвне палăртать.
Тĕлпулу вĕçĕнче пухăннисем хăйсен ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç. Варкăшçăсенчен пĕрисем çутçанталăка сăнланă /Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Ольга Федорова, Валентина Элиме/, теприсем чăвашлăх темине çутатнă /Нина Царыгина, Ольга Австрийская, Светлана Асамат/. Лариса Петрова «Варкăшри» саманта тĕпе хунă – Ирĕк Килтĕш /чăваш Улăпĕ/ юрлать, ыттисем /Улăп çулĕпе каякансем/ ăна тăнласа лараççĕ. Владимир Степанов çĕленсене юратать, çавăнпа унăн «Ĕмĕт» ятлă ӳкерчĕкĕнче те – çав сăнарсемех: шăвакан çĕлен çунатлă та виçĕ пуçлă аçтаха çине пăхса выртать; ахăртнех, вĕçме ĕмĕтленет.
Урăх улах питĕ интереслĕ иртрĕ. Вăл пурне те савăк кăмăл парнелерĕ, хавхалану кӳчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем


Галерея

1 2 4 5 6 7 9