«Варкăш» литература клубĕнче Олеся Михайловăн кĕнекине пахаларĕç
26 февраля 2025
Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ.Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк çыравçăн тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç. «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» – Олеся Михайловăн пĕрремĕш кĕнеки. Маларах унăн хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Манăн туссем. Мои друзья», «Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» коллективлă сборниксенче кун çути курнă. Пултарулăх çăлкуçне вара ачалăхрах шырамалла. Олеся пĕрремĕш класрах сăвă çырма хăтланса пăхнă, иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне килти кушак çинчен тăватă йĕркеллĕ сăвă хайласа ăна «Тантăш» хаçата ярса панă. Çак самантран вăл чăваш ачисен юратнă кăларăмĕпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Редакци çамрăк корреспондентсене хавхалантарса тăни Олесьăна та çине тăрса хайлавсем шăрçалама хистенĕ. Çырас туртăм унра вăйлансах пынă.
Аслă классенче вĕреннĕ чухне пултаруллă хĕре литература кăна мар, спорт кăсăклантарма пуçланă. Тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăннă вăл. Сăмах май, О. Михайлова – армрестлинг (алă вăйне виçни) енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче – Европа чемпионĕ. Халĕ пысăк ăмăртусене хутшăнмасть, çапах йĕлтĕрпе ярăнма юратать. «Кĕнеке çырасси – питĕ йывăр ĕç. Пĕрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси çăмăлрах та пуль, – терĕ вăл йăл кулса. – Кăларăма тĕрлĕ çулсенче çырнă калавсем кĕнĕ: "Виçĕ кăвакарчăн" ятлине, тĕслĕхрен, – вуннăмĕш класрах; ыттисене – çемье çавăрнă хыççăн, декрет отпускĕнче ачасемпе ларнă вăхăтра. "Ту çинче çуралнă туйăм" Дагестана кайса килнĕ хыççăн шăрçаланчĕ, "Йĕлтĕр йĕрĕ" – 2018–2019 çулсенче. "Ачалăх сукмакĕсем" атте пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн çырăнчĕ. Маларах палăртса хунă калавсен сюжечĕсем те аттене çухатнă хыççăн урăх йĕрпе кайрĕç. Ытларах чухне тĕп сăнарăмсем – ачасемпе çамрăксем. Пурнăçран илнĕ самантсемпе чылай усă куратăп. Манăн яланах ырри çинчен çырас, яш-кĕрĕме йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарас килет», – пĕлтерчĕ Олеся.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова алçырупа еплерех ĕçлени çинчен каласа пачĕ, уйрăм калавсем çинче чарăнса тăчĕ. «Авторăн геройĕсем ырă кăмăллă, ĕçпе вĕренӳре хастар, чăн-чăн туслăха хаклама пĕлеççĕ, аслисене хисеплеççĕ. Ăрусен çыхăнăвне те ăста кăтартса парать çыравçă. "Арчари сăнӳкерчĕк" калаври сăнар мăн асламăшĕ патне хăнана кайсан хăйсен çемйи çинчен интересли нумай пĕлет. "Çуркуннене кĕтни" тата "Шăнкăрч вĕлли" хайлавсем ачасене çутçанталăка упрама, сăнама, вĕçен кайăксене пулăшма вĕрентеççĕ», – терĕ Ольга Михайловна.
Елена Кудрявцева вĕрентекене «Виçĕ кăвакарчăнпа» «Ту çинче çуралнă туйăм» калавсем çепĕçлĕхĕпе, чуна пырса тивекен сăнарсемпе тыткăнланă. Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи кăларăмри темиçе хайлавпа çеç паллашса ĕлкĕрнĕ пулин те, автор яка çырнине, лайăх ӳкерчĕксем тума пултарнине асăрханă. «Тĕрĕс. Ачасем валли çутă япаласем çырмалла. Кирлĕ ку», – пĕтĕмлетрĕ вăл. Арсений Тарасов драматург тата журналист Олесьăна литературăра чăнласах, çине тăрса ĕçлеме, пысăкрах калăпăшлă калав-повесть çырма сĕнчĕ. «Чиркĕве кайса чунне тасатнă пек, çын сан кĕнекӳне вуласа шалти килĕшĕве туптăр», – çапларах пиллерĕ ăна Арсений Алексеевич.
«Чĕлхи якалса çитнĕ. Журналист пулни сисĕнет. Çутçанталăка типтерлĕ, сăнарлă чĕлхепе çырса кăтартма пултарать. Эпитетсем, гиперболăсем тата ытти илемлĕх мелĕсем пур кунта. Чĕлхене пуянлатма тăрăшни, ĕçлени сисĕнет, курăнать. Шухăша вĕçлесе тĕвĕлеме, пулăмсене шайлаштарма пĕлет. Хайлавсен ячĕсем пурте илемлĕ. "Ачалăх сукмакĕсем", "Сывлăм тăрăх", "Арчари сăнӳкерчĕк" калавсене "Çĕнĕ ят" рубрикăпа "Тăван Атăлта" пичетлеме сĕнетĕп. Вĕсене эпĕ эссе тенĕ пулăттăм», – яланхи пек тĕплĕн тишкерчĕ Людмила Сачкова прозаик тата «Тăван Атăл» журнал редакторĕ.
Алексей Зотиков тележурналиста «Арчари сăнӳкерчĕк» питĕ килĕшнĕ, анчах вуланă май ăна тунсăх туйăмĕ те хупăрласа илнĕ. «Хальлĕхе тĕп сăнарăн мăн асламăшĕ чĕрĕ, качакине те усрать, кил-тĕрĕшри ĕçсене хăех тăвать, питĕ типтерлĕ. Тепĕр ултă-вунă çултан мăнуксене кĕтсе илекен пулĕ-ши?.. "Пуян упăшка пулни çеç çителĕксĕр пурнăçра", – тени тĕрĕс пек туйăнчĕ. Маларах асăннă шухăша ачасем ăша хывса ӳссен тем пекех кăмăллă пулмалла», – шухăша путма хистерĕ вăл варкăшçăсене те.
Олеся Михайловăна çавăн пекех Галина Кĕмĕл, Мальвина Петрова, Лариса Петрова, Татьяна Устинова сăвăçсем, Венера Енейкина радиоредактор, çывăх тăванĕсемпе ентешĕсем саламларĕç. Çыравçăн тăван пиччĕшĕ Владимир Игнатьев та йăмăкне ăшă сăмахсем каларĕ: «Шкулта сочинени çырнă, кайран хаçата – статьясем, халĕ кĕнеке кăларни вăл, чăнах та, пĕрремĕш çĕнтерӳ пекех. Пултарулăх йăхпа-юнпа куçать теççĕ. Кунта асаттене аса илсе хăварас килет. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех Канаш районĕн хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă, ял корреспонденчĕ пулнă. Хаçатсенчен касса кăларнă унăн материалĕсем паян та упранаççĕ çемье архивĕнче. Çырас пултарулăхĕ асаттерен куçнă пуль Олесьăна. Тата малалла талпăнма, пысăкрах хайлавсем çырма, хулăнрах кĕнеке кăларма ăнăçу сунатăп», – терĕ вăл. Ирĕк Килтĕш ӳнерçĕ гитара каласа «Така вăрçи» юррине шăрантарчĕ.
Хăтлав савăнăçлă та кăмăллă иртрĕ. «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кĕнеке авторне кăна мар, варкăшçăсене те чун уявĕ парнелерĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея









