«Варкăш» литература клубĕн хăни – Ольга Рубцова çыравçă
29 января 2026
Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ çулта та варкăшçăсем хăнăхнă йăларан пăрăнмарĕç – кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче черетлĕ хайлава сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсем Ольга Рубцовăн «Телейлĕ билет» кăларăмне пахаларĕç. Хăтлă залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем, авторăн çывăх тăванĕсем пухăнчĕç. Литература уявне «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.
Ачаранах литературăна иленнĕ
«Телейлĕ билет» пĕлтĕрхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне виçĕ повеçпе ултă калав кĕнĕ. Автор произведенийĕсенче тĕрлĕ тема хускатать: пурнăçпа вилĕм, юратупа курайманлăх, туслăхпа ăмсану, шанчăклăхпа сутăнчăклăх т. ыт. те. Вăл ача чухнех кĕнеке вулама юратнă, сăвăсем шăрçаланă. Малтанхи хайлавĕсем «Елчĕк ен» хаçатра пичетленнĕ. Çакă хавхалантарнă-тăр çамрăка. Тепĕр çулталăкран вăл виçĕ çавраллă сăвă çырнă та амăшне е вĕрентекене каламасăрах ăна «Пионер сасси» хаçата ярса панă. Тем вăхăтран редакцирен çыру килнĕ. «Йĕркисем чăхăмлаççĕ, пулсах пĕтеймен. Тăрăшăр», – тесе хурав янă Анатолий Смолин сăвăç. Аванмарланнипе ку çырăва амăшне кăтартасшăн пулман пĕчĕк Оля, çапах та тĕрĕссине каламах тивнĕ. Кун хыççăн çывăх çын ăна ритмпа рифма пирки, сăвă çырас йĕркене тĕплĕн ăнлантарнă.
Тăрăшнин усси пулнах: каярахпа Ольгăн сăввисемпе композиторсем юрăсем те кĕвĕленĕ. Вĕсенчен пĕрне – «Пичче, пар-ха аллуна» ятлине – хăтлавра Валентина Архилина юрăç шăрантарчĕ. Пултарулăх номерĕпе çыравçăн аслă хĕрĕ Юлиана Рубцова та савăнтарчĕ. Ольга Петровна калавĕсемпе повеçĕсене çырнин историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Чылайăшĕн никĕсĕнче – пурнăçра чăн пулни-мĕн. «Çухалнă кĕпери» самант – çав йышран. Тĕрлĕ пулăма тĕпе хурса аталантарнипе çуралаççĕ те хивре сюжетсем, интереслĕ сăнарсем. Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта ĕçлени, кулленех тĕрлĕ литература вулани тавракурăма анлăлатма, чĕлхене пуянлатма пулăшать, паллах. Дарья Донцовăн романĕсене вуланă хыççăн О. Рубцовăн та ирониллĕ детектив çырса пăхас шухăш тĕвĕленнĕ. Çавăн пек хавхаланупа çуралнă та «Ылтăн кĕсье» повесть.
Сăнарĕсем тавлаштараççĕ, калаçтараççĕ
Ольга Федорова редактор алçырупа еплерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ: ыйтусем сиксе тухсан çийĕнчех татса панă, пĕр-пĕрне ăнланса юсанă текстсене.
– Ольга Петровна – яваплă корректор та, çивĕч туйăмлă сăвăç та, тĕплĕ ĕçлекен прозаик та, тăрăшуллă куçаруçă та. Малтанах унăн хайлавĕсем «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» /2021/, «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» /2023/, «Аслă Çĕнтерӳ мăнаçлăхĕ» /2025/ коллективлă сборниксенче тухрĕç. Акă пĕрремĕш кĕнеки те вулакан патне çитрĕ. Унта тĕрлĕ жанрпа çырнă произведенисем кĕнĕ, çамрăксене хумхантаракан ыйтусем хускатнă. Çакăнпа интереслĕ те вăл. Ку кăларăм çыравçăшăн литературăна ертсе кĕрекен телейлĕ билет пултăрччĕ, – терĕ Ольга Леонидовна ĕçтешĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне палăртса.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов, Арсений Тарасов прозаик тата драматург Ольга Петровна çав тери яваплă, пултаруллă автор пулнине асăнчĕç.
Ольга Австрийская çыравçă Ольга Рубцовăн пултарулăхĕпе «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсем, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат, коллективлă сборниксем тишкернĕ май паллашнă, çĕнĕ кăларăма та хапăлласа йышăннă.
– Паянхи çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмест автор, вулакана шухăша яракан сăнарсем калăплать. Унăн геройĕсем – хальхи яшсемпе хĕрсем, çитĕннĕ çынсем. «Парнелеймен сăнӳкерчĕк» повеçре триллер паллисем пур: тыткăнлакан сюжет, ĕç-пуç хăвăрт пулса иртни, конфликт çивĕчлĕхĕ, паллăмарлăх, тĕлĕнмелле вĕçленни. Калавсенче шӳтпе кулăшла самантсем мала тухаççĕ. Кунти сăнарсене прозаик чылай чухне ирониллĕ сăнлать, – терĕ Ольга Михайловна.
Елена Кудрявцева вĕрентекене повеçсем тыткăнланă, уйрăмах – «Виличчен те манаймăп…» хайлав.
– Вулама пуçлатăн та вĕçне çитиччен те чарăнаймастăн. Автор шухăшĕпе те килĕшетĕн, сăнара та ăнланатăн. Юлашкинчен чунра савăнăç туйăмĕ юлать. Эпĕ ирониллĕ детективсем питĕ кăмăллатăп, анчах чăваш литературинче хальччен кун пек жанрпа çырнă произведени тĕл пулманччĕ. Çавăнпа «Ылтăн кĕсьене» асăрхасан питĕ савăнтăм. Ун тăрăх кино та ӳкерме пулать. Кушакĕ тата епле маттур! «Парнелеймен сăнӳкерчĕк» повеçе психологиллĕ детектив пек те пăхма пулать тесе шутлатăп, – терĕ Елена Людвиговна.
Сильва Казакова корректор, редактор тата куçаруçă, Ирина Кошкинăпа Нина Царыгина çыравçă-журналистсем, Валентина Элиме прозаик «Телейлĕ билет» кĕнекене пысăк хак пачĕç. Ирина Станиславовна уяв хуçине пьесăсем, камитсем çырса пăхма сĕнчĕ, ирониллĕ детективсен ярăмне тăссан та аван пулмаллине систерчĕ.
Алексей Зотиков яланхи пек тĕплĕн тишкерме тăрăшрĕ произведенисене. «Виличчен те манаймăп…» повеçри хăюллă Рита ăна питĕ килĕшнĕ, анчах унăн савнийĕ Саша шухăша янă. Унăн, ачаран çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскерĕн, тулли мар мобилизаци пирки пĕлтерсен Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса каймалла пек. Вулакан çапла шухăшлать те. Анчах чăнлăх урăхла килсе тухать. Çакă çырлахтарайман та А. Зотикова. Çав хушăрах хăш-пĕр варкăшçă кун пекки пулма пултарнине каларĕ. Пĕр хушă зала хĕрӳ тавлашу ярса илчĕ. Мирлĕ пурнăçра тата вăрçă-харçă тухсан çар çынни пуласси – икĕ тĕрлĕ япала çав. Ума тĕрĕслев персе ансан çыннăн чăн-чăн сăн-сăпачĕ курăнса каять, шалти нишлĕлĕх те, паттăрлăх та çиеле тухать: камăн хăш енĕ палăрать.
«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Людмила Сачкова автортан «Телейлĕ билет» парнелеме ыйтрĕ – пĕр-пĕр калавне литература кăларăмĕнче пичетлес шухăш пулнине систерчĕ.
Ольга Рубцовăна çывăх тăванĕсем те ăшшăн саламларĕç, малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕç. Варкăшçăсем çыравçа «Юлашки автобус» ятлă хайлав çырса пăхма сĕнчĕç. Кам пĕлет, тен, пурăна киле шăп çакăн ятлă кĕнеке кун çути курĕ.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея