Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Николай Мордяков сăвăç

01 октября 2025

Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи кану тапхăрĕ хыççăн çĕнĕ сезонне уçрĕ.

Авăн уйăхĕн юлашки кунĕнче варкăшçăсем туслă йышпа Николай Мордяковăн «Юр çийĕн кăвар» хайкку пуххине пахалама пуçтарăнчĕç. Кăларăм кăçалхи çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне вĕçен кайăксем çинчен çырнă ирĕклĕ сăвăсем кĕнĕ. Вĕсен тĕнчине сăнласа пама автор яппунсен поэзи хурăмĕпе – хайккупа – усă курнă. Хайлавсем виçĕ йĕркеллĕ, вун çичĕ сыпăкран тăраççĕ: пĕрремĕш йĕркере – пилĕк сыпăк, иккĕмĕшĕнче – çиччĕ, виççĕмĕшĕнче – каллех пиллĕк. Тĕпре ахаль рифма мар, интонаципе сасă кĕвĕлĕхĕ тата шалти рифма.

Поэзире нимĕнле саккун та çук
Николай Гурьевич уява Комсомольски тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнчен килсе çитрĕ. Вăл каланă тăрăх, пĕчĕк чухне нумай кайăка та уйăрсах кайман, тĕл пулман. Тăмана е улатакка курни пысăк пулăм та савăнăç шутланнă. «Ача чухне Йĕпреç вăрманĕнче тăтăш пулма тӳр килнĕ. Хитре вырăнсем курсан халь те унти тавралăх аса килет. Юлашки çичĕ çул Çĕнĕ Мăратра кун кунлатăп. Кунта асанне енчи тăвансемпе паллашрăм. Хурал ĕçĕнче тимленĕ май пăхса ларатăн та – тем тĕрлĕ кайăк та вĕçсе килет. Пĕринчен тепри илемлĕ. Коронавирус алхаснă тапхăрта питех тухса çӳреме юрамастчĕ. Чылай хайкку шăп çав вăхăтра çырăнчĕ. Хусанти хайкку çыракансен клубĕпе паллашрăм. Вĕсене тăрăшса вăй хунине кура хамăн та ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Кайăксен ячĕсене пĕлес тесен энциклопедисем кирлĕ. Унсăрăн май килмест. Паллах, кайăка курсан сăнатăн, хăйне евĕрлĕхне палăртатăн. Малтан ун вырăсла ятне пĕлетĕн, кайран тĕрлĕ словарьте чăвашлине шыратăн. Вăрман словарĕнче пĕр тĕрлĕ, ял хуçалăх сăмахсарĕнче тепĕр майлă пулма пултарать», – терĕ поэт.
Унăн пĕрремĕш сăвви Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче кун çути курнă. Каярахпа «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ. Николай Гурьевич хăйне çул уçса панă çынсене чĕререн тав турĕ, кашнине ятран аса илчĕ; Наталия Орлова ӳнерçе хӳхĕм ӳкерчĕксемшĕн, капăр хуплашкашăн тав сăмахĕ каларĕ. «Кашни сăвă пуçламăшĕнчи пысăк саспалли – буквица – хăй кайăк евĕрлĕ курăнать», – терĕ Николай Гурьевич.
«Юрату çинчен, чĕре ыратни çинчен мĕн чухлĕ çырма пулать-ха? Чĕре ыратсан редактор патне мар, тухтăр патне каймалла. Мĕн çырса палăрма пултарăп-ши эпĕ тесе шухăшларăм. Килти библиотекăра хайккусен куçарăвне асăрхарăм. Вырăсла вĕсене Константин Бальмонт куçарнăччĕ. Вулатăп – ăнлансах каймастăп. Хама ăнланмалла пултăр тесе чăвашла куçарса пăхас-ха терĕм. Чиперех пек. Методика литератури вулама пуçларăм. Юлашкинчен çакăн пек шухăш патне пырса тухрăм: поэзире нимĕнле саккун та çук. Таса хут вăл хăех поэзи... Пĕр сăввăн вун икĕ вариант таран пулса каять тепĕр чухне. Иккĕш-виççĕшне, аванраххисене, хăваратăн. Вĕсенчен чи лайăххине суйласа илме çăмăл мар вара», – вăрттăнлăхĕсене уçрĕ сăвăç.
Юлашки вăхăтра вăл йывăç-курăк тĕнчине пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă. Ку пĕртте ахальтен мар: поэт символсемпе усă курса паттăрсем çинчен пысăк калăпăшлă произведени çырма тĕв тунă. Ăна фитопоэма теме те пулать-мĕн. Çыравçă çĕнĕ мелсем, майсем шырани куçкĕрет. «Цифровизаци самани кĕске хурăмсем юратать. Пурăна киле литературăра та пĕчĕк формăсем вăй илессĕн туйăнать», – терĕ хайккуçă.

Çамрăксене те хавхалантарать
«Юр çийĕн кăвар» кĕнекен умсăмахне филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Ирина Софронова çырнă. Вăл 2000-мĕш çулсенче чăваш поэзийĕнчи тухăç литературин традицийĕсене тĕпчеме пуçланă. Çавна май Н. Мордяковăн «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленнĕ хайлавĕсемпе паллашнă, статья çырнă. Ун чухне ĕçтешĕсем ăна: «Кам вăл Мăрчак Кули? Пĕлместпĕр, илтмен ун пек сăвăç çинчен. Хăв шухăшласа тупнă», – тесе каланă-мĕн. «Кун пек лайăх кĕнеке тухассине пĕлсен умсăмахне çырма хаваспах килĕшрĕм», – терĕ Ирина Владимировна. Тĕлĕнмелле пулин те, литературоведпа çыравçă «Варкăш» ларăвĕнче кăна куçа-куçăн тăл пулса паллашрĕç.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова Николай Гурьевичăн хайкку мелĕпе çырнă сăввисене «Çул кайăкĕ» коллективлă сборник хатĕрленĕ чухне асăрханă, çиччĕшне суйласа илсе кĕртнĕ. Каярахпа автор «Юр çийĕн кăварăн» алçырăвне йăтса килнĕ. Ольга Михайловна унпа хавхаланса ĕçленине палăртрĕ. «Çапах та ку поэзи пурне валли те мар. Кунта шухăша путни, автор шахвăртнине ăнланас тени, сăнара курма пĕлни, шăплăха чăмни кирлĕ. Пуç ватса ларас килмесен çаврăмсен тĕшшине астивмесĕрех юлатăн», – асăрхаттарчĕ вăл.
«Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Антонина Андреева Н. Мордяковăн сăнарлă чĕлхи хăпартлантарнине, килĕшнине асăнчĕ. Елена Кудрявцева çамрăк вĕрентекен те кăларăма савăнсах алла тытнă. «Хайккусем кăмăла кайрĕç. Вĕсем сăнама вĕрентеççĕ. Сăнама, чăн та, шалти вăй-хал, туйăмсен çивĕчлĕхĕ кирлĕ. Мана уйрăмах çак йĕркесем килĕшрĕç:
Кайăк тĕнчи – шăп…
Тупăшу çеç шуçăмччен:
Шапа – шăпчăкпа!..
Хăшне-пĕрне тӳрех ăнланма кăткăсрах. Тен, темиçе хут вуламалла, тен, хальлĕхе пурнăç опычĕ сахалрах ман. Çапах хайккусем ырă хумпа чĕрене вырнаçса пыраççĕ», – терĕ Елена Людвиговна.
Нина Царыгина прозаик, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторĕ те хайлав пуххине тĕлĕнсе тишкернине пытармарĕ «Эпир чылай чухне çĕннине тӳрех йышăнаймастпăр, хăнăхнă тăват йĕркеллĕ çавраллă сăвăсене кăна çăмăллăн та ырласа вулама пултаратпăр. Çакăн пек хайкку пуххисем питĕ хăйне евĕрлĕ, кашниншĕнех ăнланмалла та мар пуль. Кун пек сăвăсене ăнланас тесен, тен, темиçе хут вуласа тухмалла, чун витĕр кăлармалла. Автор кайăксем çинчен çырнă май кĕнекепе энциклопеди пек те усă курма пулать. Вăл ачасемшĕн те, аслисемшĕн те – уйрăмах вĕрентекенсемпе журналистсемшĕн – усăллă. Вĕçен кайăксен ячĕсене ăнлантарса, вырăсла куçарса панă. “Юр çийĕн кăвар” кăларăма тухнă-тухман алла тытрăм. Ăна вуланипех çырлахмарăм, хамăн та хайккусем çырса пăхас килчĕ. Çапларах йĕркесем çуралчĕç манăн:
Симĕс кӳлĕре
Хура ĕне шыв ĕçет.
Типнĕ кĕтӳре.

Янкăр тӳпере
Пĕлĕт татки курăнмасть.
Утте уйăхĕ.

Ĕлккен çутăра
Хӳхĕм хĕр кĕлеткине
Савнийĕ сăнать.

Шурă хут çийĕн
Вĕçеççĕ саспаллисем –
Сăвă сĕвемĕ.
Ирина Владимировна, сиснĕ пекех, умсăмахра çапла çырнă: “Курăнакан ансатлăхĕпе хайккусем çамрăксене те çакăн пек сăвăсем çырса пăхма хавхалантараççĕ”. Николай Мордяковăн кĕнеки хĕтĕртнипех çĕнĕ жанрпа ĕçлесе пăхас килчĕ», – терĕ Нина Анатольевна.
Çак каç библиотекăра «Юр çийĕн кăвар» кĕнекен кăна мар, «Варкăш» литература клубĕн гимнĕн хăтлавĕ те иртрĕ. Мухтав юррин авторĕ – Ирĕк Килтĕш /Валерий Краснов/ ӳнерçĕ. Асăннă юрра вăл гитара каласа шăрантарчĕ. Варкăшçăсем те аякра тăрса юлмарĕç – ĕнĕрлеме тăрăшрĕç. Ахăртнех, литература клубĕн ларăвĕсем малашне гимн янăраттарнинчен пуçланĕç.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем

Видео


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10