«Варкăш» литература клубĕ – «ЛитХабра»
27 мая 2026
«Варкăш» литература клубĕ Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн çумĕнче кал-кал ĕçлет. Варкăшçăсем кашни уйăхрах пĕр-пĕр хайлав сӳтсе яваççĕ, чылай чухне мероприятие автор хутшăннă май ăна ыйтусем пама, автограф илме пултараççĕ. Çу уйăхĕнчи тĕлпулу хăнăхнă пек вулавăшра мар, Пичет çуртĕнчи «ЛитХаб» курав залĕнче иртрĕ. Хальхинче прозаиксемпе поэтсем, библиотекарьсемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе артистсем Римма Прокопьевăн «Пĕчĕкки» повеçĕн хăтлавне пуçтарăнчĕç. Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр кун çути курнăскерĕн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Августинран – Пĕчĕкки
Уяв каçне издательство директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова ертсе пычĕ. Вăл Римма Поликарповнăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине асăнчĕ: нумай çул «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Халăх шкулĕ» журналсенче вăй хунă; «Пĕртен-пĕр юр пĕрчи» /2015/, «Сар хĕвел хĕрелсен» /2018/ кăларăмĕсен алçырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕсенче çĕнтернĕ /2014, 2017/. Издательствăн директорĕ – тĕп редакторĕ Валерьян Андреев салам сăмахĕнче пурне те «ЛитХабра» хапăл туса кĕтнине, «Пĕчĕккин» презентацийĕ кунти пĕрремĕш мероприяти пулнине палăртрĕ.
Римма Прокопьева «Пĕчĕкки» еплерех çурални çинчен каласа пачĕ. «1990–1992 çулсенче эпĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл педучилищинче ĕçленĕ. Хам вĕрентнĕ хĕрсенчен пĕри – Ирина Большакова – ача-пăча калавĕсем çырнине пĕлтĕм те алçырусен конкурсне хутшăнма сĕнтĕм. Ара, çынна калатăп, хамăн та çырмалли пур вĕт-ха тетĕп. Чĕре тулмасăр çырăнмасть ман. Чĕрем мĕнле те пулсан ыратупа тулса ларать те, вара çавна кăлармалла. Эпĕ хам çинчен кăна çырма пултаратăп, пĕлменни çинчен нимĕн те калаймăп. Ку кĕнекере те тĕпре – манăн çемье. Тĕп сăнар – кĕçĕн ывăлăм Сентти. Повеçре сăнланнă ĕçсем пурнăçра чăннипех пулса иртнĕ. Аслă ывăлăм Олег салтака кайиччен кушак тупса килнĕччĕ. Мĕн пĕчĕкрен кушак çуриллĕ пуласшăнччĕ ачасем, пирĕн май çукчĕ. Кунта хĕсмете каяс умĕн ывăл пĕчĕк çура парса хăварать те, мĕнле килĕшмĕн? Пурте юратса пăхма пуçларăмăр ăна. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Сентти хайхискерне уçăлтарма урама илсе тухнă та, леш тарнă. Çемйипех шырарăмăр çав. Ку повесть кушак çухатса тупни çинчен кăна мар, пĕр-пĕрне шанни, юратни, ăнланни, пăрахманни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, ĕмĕтленни пурнăçланать тени те», – терĕ Римма Поликарповна. Чăннипе хайхи кушак Августин ятлă пулнă, хайлавра вăл – Пĕчĕкки. Ку ăнсăртран мар – Р. Прокопьевăсен килĕнче ача чухне шăпах çавăн ятлă маттур мăрăлкка пурăннă.
Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова алçырупа киленсе ĕçленине, ыйтусем сиксе тухсан çийĕнчех татса панине, пĕрле канашласа кăларăма авторăн биографине вырнаçтарнине евитлерĕ. Наталия Орлова ӳнер редакторĕ повеçе пултаруллă иллюстратор – Татьяна Бурдина – илемлетнине асăнчĕ.
Хăтлава кăвакал чĕппипе килнĕ
Уяв хуçин мăшăрĕ – Олег Прокопьев журналист тата поэт, «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ – хăтлава кăвакал чĕппипех килнĕ. Ăçтан тупăннă вăл, мĕншĕн кушак çурипе мар тетĕр-и? Сарă-хура тĕслĕскерне Шупашкар урамĕнче курăк хушшинче чанасем çулăхнине асăрханă та вилĕмрен çăлса хăварнă Олег Иванович. Ку тĕлпулăва ниепле те ăнсăртран пулнă теме çук. «Питĕ ăслă, интеллигентлă кушакчĕ Пĕчĕкки. Ăна тăтăшах аса илетпĕр, сăнӳкерчĕкĕсене телефонсенче упратпăр, пĕр-пĕрне ярса парсах тăратпăр. Ун чунĕ халĕ те пирĕн тавра явăнса çӳрет пуль. Чылай çветтуй чĕрчунсен чунĕ пур тесе калать. Анчах вĕсем çынсемпе пĕр çĕре лекмеççĕ, хăйсен çăтмахĕ пур тет. Малтанхи райри пек тĕнче таврăнсассăн эпир вĕсемпе пĕрлешме пултаратпăр имĕш. Эпир хулана таврăнсан Пĕчĕкки ялта эрнипех пĕччен пурăнатчĕ. Пĕринче: “Мĕнле пурăнатăн-ши эсĕ? Выçса вилетĕн пуль ĕнтĕ”, – тенĕччĕ. Вăл пăхса тăрса юлнăччĕ. Тепре килнĕ çĕре хайхискер нӳхреп алăкĕ çине темиçе шăшипе кайăк тытса хунă. “Маншăн ан хăрăр, ак çапла пурăнатăп эп”, – тенĕнех туйăннăччĕ. Троицăра инçетре вырнаçнă çăва çине кайнă чухне те вăл пирĕн хыçранах утса пыратчĕ, çырма урлă та каçатчĕ. Ывăнсан та пирĕнтен тăрса юлмастчĕ. Ку кăвакал чĕппинче Пĕчĕккин чунĕ пуль», – терĕ О. Прокопьев.
Чăваш Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем «ЛитХаба» туслă йышпа пуçтарăнса килнĕ. Ольга Тимофеева Р. Прокопьевăн повеçĕ ырă туйăмсем çуратнине пĕлтерчĕ. Шăп çак кун вулавăш çывăхĕнче хальччен курман кушака асăрхасан ку ахальтен мар пуль тесе шухăшласа илнĕ вăл, лавккаран çимелли туянсах хăналанă ăна. «Варкăша» килес умĕн те курнă ачашскерне. Мăркка Ольга Николаевнăна хăтлава ăсатма тухнă тейĕн. Антонина Андреева хайлава чĕнтĕрлесе çырнă, пĕр сăмахне те кăларса пăрахма çук, классикăлла произведени шайĕнче, çемье вулавĕ валли те юрăхлă тесе хакларĕ. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ пек, калăпăшĕпе кĕнеке пысăках та мар, ăна алла тытатăн та – савăнса вуласа тухатăн. Сăнарсем çинчен ытларах пĕлес килет», – терĕ Татьяна Семенова.
Прототиппа та паллашрĕç
«Эпĕ кушакшăн каçăхса каякан çын мар, анчах автор хăй сăнарне епле юратнине туйса ăна хам та килĕштерме пуçларăм. Тасалăх, çутăлăх, ырăлăх тапса тăрать кунта. Паянхи пурнăçра та, литературăра та нумай ачаллă тулли çемьене тĕл пулма йывăр. Ку хайлавра вара кушак та çемье йышне кĕрет. Кĕнеке ачасем валли пулнине шута илсе ăна ансат чĕлхепе çырнă. Çыравçăн пултарулăх шайĕ пысăк. Маттур, малашне те çырмалла. Черетлĕ кăларăм “Кăвакал чĕппи” ятлă пулать ахăртнех», – терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев йăл кулса.
Алина Ильина журналист та «Пĕчĕккине» хапăлласа вуласа тухнă, хайлавра тури диалект сăмахĕсене асăрхасан пушшех савăннă, интереслĕ сăмах çаврăнăшĕсене çырсах илнĕ: тĕслĕхрен, «ăвăс çулçи пек чĕтрекен “тăваттă” ĕнтĕ ку сан» /Сенттин ашшĕ ывăлĕ пирки/, «хăйĕн маттурлăхне ниçта чикеймест» /кушак çинчен/…
Римма Поликарповнăна аслă ывăлĕпе кинĕ – Олегпа Соня Прокопьевсем – ăшшăн саламларĕç. Вĕсем кĕнекене пĕр эрне васкамасăр шĕкĕлченĕ: чăвашла пĕлмен Соня майĕпен вуланă, мăшăрĕ вара вырăсла куçара-куçара панă. Хăтлава хайлаври сăнар прототипĕ те – çыравçăн кĕçĕн ывăлĕ Сентти – килсе çитрĕ, амăшне чечек карçинкки тыттарнă май повесть кун çути курнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ.
«Кушак усракансемшĕн, вĕсене юратакансемшĕн “Пĕчĕкки” – чуна пыракан кĕнеке. Кил-йыша лайăх кăтартса панă кунта. Çемье вăй-хăват хушать, пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах. Салампи сăнарĕ питĕ килĕшрĕ. Вăл нихăçан та аптăраса тăмасть, пуçне усмасть. Мĕнле маттур хĕрача! Хамăн та унран тĕслĕх илес килчĕ», – терĕ Елена Кудрявцева вĕрентекен.
Римма Прокопьевăн аппăшĕ Алина Васильева та повеçпе хаваспах паллашнă. Ара, унта сăнланă ĕç-пуç çинчен унччен те илтнĕ, çитменнине, хăйĕн те вун пĕр кушак. Уява Алина Поликарповна Елена хĕрĕпе килнĕ. Пултаруллă тăванĕпе мăнаçланни вĕсен кашни сăмахĕнче туйăнать.
Римма Поликарповнăна çыравçăсемпе унччен пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем те ăшă сăмах чылай каларĕç. Эпир те ăна хавхалану, çирĕп сывлăх сунатпăр, «Пĕчĕкки» кĕнекене вулакансен йышĕ ӳссех пытăр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея