«Варкӑш» литература клубӗн хăни – Дмитрий Моисеев çыравçă
29 января 2025
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ.Унта Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӑларӑмне пахаларӑмӑр. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче тухнӑччӗ. Раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинче унӑн хӑтлавӗ те пулнӑччӗ. Ун чухне ҫӗнӗ кӗнеке уявне И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем йышлӑн пухӑннӑччӗ. Хальхинче Чӑваш Наци вулавӑшне Дмитрий Андреевича саламлама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем пуҫтарӑнчӗҫ.
«Паянхи пурнӑҫ кӑларса тӑратакан ҫивӗч ыйтусем тавра кирек кам та шухӑшласа ҫӳрет. Эпӗ те ҫавӑн пекех. Журналист пулнӑ май хурлӑхлӑ, йывӑр шӑпаллӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗл пулса калаҫма тивет. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те тӗрлӗ инкек-синкек ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Ҫыракан ҫыннӑн чунӗнче, ӑсӗнче хайлав ҫырмалли материал пухӑнсах пырать. Тӑвӑлса ҫитсен вара ларатӑн та ҫыратӑн, пӗр пуҫласан хӑй тӗллӗн тенӗ пекех таҫтан шалтан тапса тухать», – терӗ Дмитрий Андреевич пултарулӑх ҫӑлкуҫӗпе паллаштарнӑ май. Ачалӑхра, ҫамрӑклӑхра хӑҫан та пулин кӗнеке кӑларӑп тесе шухӑшламан иккен вӑл. Пурнӑҫ хӑех ӑна литература ҫулӗ ҫине ертсе тухнӑ. «Ют пахчари хӑмла ҫырли» ятлӑ пӗрремӗш кӑларӑмне вулакан юратса йышӑннӑччӗ, вӑл «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2022» фестиваль-конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑччӗ. Акӑ варкӑшҫӑсем иккӗмӗшне тишкереҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене ирӗклӗн пӗлтереҫҫӗ, тавлашса та илеҫҫӗ. Ҫакӑ мар-и чӑн телей ҫыраканшӑн? Унӑн произведенийӗсем вулакансене калаҫтараҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ, тен, вӗчӗрхентереҫҫӗ, ӑнланманлӑх ҫуратаҫҫӗ. Эппин, вӗсем пушӑ мар, шухӑша яраканскерсем.
Кӑларӑм редакторӗ Ольга Иванова алҫырупа еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа пачĕ, уйрӑм калавсем ҫинче чарӑнса тӑчĕ.
Сильва Казакова корректор тата редактор вӑрӑм предложенисем илемлӗ хайлав тӗнчине тӳрех туртса кӗрсе кайнине асӑнчӗ. «Сӑнарсемпе пӗрле пурӑнатӑн. Вӗсем чирлесен, йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен пӗрле "чирлетӗн", сывалма ӗмӗтленетӗн, часрах йӑлт йӗркеленсе кайтӑрччӗ тетӗн. Пулӑмсен авӑрне пуҫӗпех кӗрсе каятӑн. Сюжетсене пурнӑҫран илни туйӑнать», – терӗ вӑл.
Елена Кудрявцева вӗрентекене автор калавсенче тӗлӗксемпе усӑ курни килӗшнӗ. Ку мелпе прозаик темиҫе хайлавра та усӑ курнӑ-мӗн.
Алина Ильина журналист та Дмитрий Моисеевӑн произведенийӗсене киленсе вуланӑ. Ҫак киленӗве тӑсас килнипех вӑл васкамасӑр, кунсерен пӗрер хайлав тенӗ пек, тишкернӗ. Тутлӑ шоколада хыпса ҫӑтма тӑхтаса тӑнӑ евӗр кашни калав техӗмне туйса вуланӑ Алина Ивановна. Малалла мӗн пулнине пӗлес килни те палӑртнӑ йӗркерен пӑрса ярайман ӑна.
«Дмитрий Моисеев литературӑра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ темелле. Хӑй курнине, илтнине чун витӗр кӑларса, илемлӗ хайлав калӑпласа пире, вулакансене, савӑнтарать. Пӗрремӗш кӗнекине юратса вуланӑ пекех, иккӗмӗшне те тулли кӑмӑлпа алла тытрӑм. Ку кӑларӑм малтанхинчен чылай хулӑнрах пулин те, ман тата ытларах вулас килчӗ. Хӑш-пӗр калава вӑрӑмлатма май пур. Сӑнарсен кун-ҫулӗ малалла мӗнле йӗркеленнине питӗ пӗлес килет. Тен, автор вӗсен шӑпи еплерех килсе тухнине пуласлӑхра ҫутатса парӗ», – терӗ Ольга Васильева прозаик.
«Ырӑ хыпар» журнал редакторӗ Вера Савельева Дмитрий Моисеевӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑклансах тӑнине пӗлтерчӗ. Прозаикӑн калавӗсем асӑннӑ журналта пӗрре мар кун ҫути курнӑ-мӗн.
«Кӗнеке кӑларас ӗҫ ҫав тери йывӑр пулнине эпир айккинчен ҫеҫ пӑхса тӑратпӑр. Дмитрий Андреевича ҫав тери илемлӗ, пуян шухӑшлӑ калав пуххи кӑларнӑ ятпа саламлатӑп, малашне тата пысӑкрах калӑпӑшлӑ хайлавсем ҫырма ӑнӑҫу сунатӑп. Унӑн произведенийӗсен паха енӗ – вулакана шухӑшлаттарма пултарни, вӑл е ку лару-тӑрура эпӗ мӗн тӑвӑттӑм-ши тесе пуҫ ватма хистени», – терӗ «Пирӗн сӑмах» хаҫат редакторӗ Ольга Калитова.
Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» паянхи ҫамрӑксен пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнеке пулнине, унпа тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чухне усӑ курма аваннине палӑртрӗ. Яш-кӗрӗме шухӑшлаттаракан ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ-ҫке автор.
Алексей Зотиков тележурналист кӗнекене тӗплӗн вуласа тухнӑ кӑна мар, тӗлпулӑва ҫырса хатӗрленсе килнӗ. Хӑйне кӑсӑклантарнӑ, пӑшӑрхантарнӑ самантсем ҫинче пайӑррӑн чарӑнса тӑчӗ вӑл. «Питбайкер йыхравӗнчи» тӗп сӑнарӑн хӑтланкаларӑшне ниепле те ӑнланайман, йышӑнайман А. Зотиков. Лайӑх вӗренекен ачах пач шухӑшламасӑр тенӗ пек йӗркесӗр ӗҫ туни ҫырлахтарайман ӑна. Паллах, унпа пурте килӗшеймерӗҫ. Кашни вулаканӑн хӑйӗн шухӑшӗ-ҫке.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Дмитрий Андреевич пурне те вӑхӑт тупса кӗнеке уявне килнӗшӗн тав турӗ. «Пурнӑҫра чи хакли вӑл – вӑхӑт. Эпӗ яланах вулаканӑн вӑхӑтне перекетлеме тӑрӑшатӑп», – терӗ. «Ют пахчари хӑмла ҫырли» кӗнеке хӑтлавӗнче хӑнисене ҫырлаллӑ пирожнӑйсемпе хӑналанӑччӗ вӑл, хальхинче вара пылак ҫимӗҫсене сехет циферблачӗсемпе илемлетнӗ. Вӗсене статья ҫырма кӑна мар, пӗҫерме те ӑста Ольга Калитова хатӗрленӗ.
Ҫапларах иртрӗ кӑрлач уйӑхӗнчи пӗр ӑшӑ та кӑмӑллӑ каҫ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Галерея









