Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Увидел свет самоучитель чувашского языка

19 мая 2026

Чувашский язык является национальным и одним из государственных языков Чувашской Республики. Его изучают в детских садах, школах, высших учебных заведениях. А для тех, кто хочет выучить его самостоятельно, Чувашское книжное издательство выпустило  самоучитель для начинающих «Эпĕ чăвашла вĕренетĕп. Я учу чувашский язык». Авторы – Тамара Артемьева и Галина Брусова, редактор – Надежда Вечеркина. Основная цель издания – дать некоторые сведения о грамматической структуре чувашского языка, сформировать несложные речевые и грамматические навыки, научить читать по-чувашски, воспринимать несложные письменные и устные тексты и помочь овладеть обиходной разговорной речью. Материалы разделены по занятиям и рассчитаны на два часа. В книге 27 занятий, изучение чувашского языка начинается со знакомства с фонетической структурой.

В новинке уделено внимание основам чувашской грамматики, ударению в словах, падежам, местоимениям, числительным, формам наклонений и т. д. Как отмечают авторы, грамматический материал в самоучителе представлен в том объеме, который необходим для восприятия несложных текстов и умения вести простые диалоги на разные темы. Например, в третьем занятии даны основы чувашской грамматики: «Вопрос кам? (кто) в чувашском языке относится только к разумным существам: людям, богам, мифологическим персонажам. Все остальные, в то числе и животные, отвечают на вопрос мĕн? (что?)…»

Самоучитель содержит теоретический материал, задания для самостоятельной работы, тексты для чтения. Новинка предназначена для тех, кому чувашский язык не является родным. Предлагается для элективного обучения чувашскому языку в общеобразовательных учреждениях, колледжах, высших учебных заведениях, а также для самостоятельного изучения.

 

Чăвашла калаçма вĕрентекен кĕнеке кун çути курчĕ

«Кала-ха, тăван чĕлхемĕм, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Маншăн эсĕ – хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ – анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ…» – тенĕ Валем Ахун çыравçă. Чăваш чĕлхи – Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Ăна ача сачĕсенче, вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентеççĕ.

Иван Яковлевпа Петĕр Хусанкай чĕлхине хăй тĕллĕн алла илес текенсем валли вара Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть «Эпĕ чăвашла вĕренетĕп. Я учу чувашский язык» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕсем – Тамара Артемьевăпа Галина Брусова, редакторĕ – Надежда Вечеркина.

Кĕнекен тĕп тĕллевĕсем – чăваш чĕлхин грамматика структурипе кĕскен паллаштарасси; ансат пуплев конструкцийĕсем тума, чăвашла вулама вĕрентесси; йывăрах мар текстсене ăнланма, калаçу чĕлхине чухлама хăнăхтарасси. Материала çирĕм çичĕ занятие пайланă. Кашнине тишкерме икшер сехет уйăрнă. Пĕрремĕшĕнче сасăсем çинчен каласа кăтартнă, чăваш алфавитне илсе панă.

Кăларăмра çавăн пекех сăмахсенчи пусăма, падежсене, пуплев пайĕсене тата ытти саманта тимлĕх уйăрнă. Грамматика материалне ăша хывнă хыççăн чĕлхе вĕренекен ансат текстсене ăнланма, вулама тата куçарма пултарĕ, çăмăл диалогсене те хутшăнайĕ. Чăваш чĕлхин уйрăмлăхĕсене те шута илмелле паллах. Чăвашсем кам? тесе çынна, турра, мифологи сăнарĕсене çеç калаççĕ, чĕрчунсем пирки сăмах пынă чухне мĕн? тесе ыйтаççĕ.

Чĕлхене хăй тĕллĕн вĕренме пулăшакан кĕнекене теори материалĕ, харпăр хăй тĕллĕн тумалли ĕçсем, вулав тексчĕсем кĕнĕ. Вĕсене йĕркипе тишкерме те, кирлине кăна суйласа илме те пулать. Кăларăмпа тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче те усă курма пултараççĕ.