Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Улькка Эльменĕн «Интернетри юрату» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

20 февраля 2025

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче Улькка Эльменĕн «Интернетри юрату» кăларăмĕн презентацийĕ иртрĕ.

Вăл пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Повеçри ĕçсем вуннăмĕш класра вĕренекен яшсемпе хĕрсем тавра пулса иртеççĕ. Çамрăксен кашнин хăйĕн пăшăрханăвĕ, ĕмĕчĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне пур чухне те ăнланаймасть, вĕсен пурнăç йĕркине йышăнаймасть. Çавна май хирĕçтăру сике-сике тухать. Кăткăс лару-тăрура çамрăксем чăнлăхран тарса интернетра ăшăлăхпа ăнлану шыраççĕ. Хăш-пĕр яш-кĕрĕмĕн чĕрине юрату çулăмĕ те хыпса илет. Вăл çунтарса яма та, хавхалану кӳме те пултарать...
Çыравçа саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Уява ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлӳпе наци литературин уйрăмĕн ертӳçи Эвелина Малеева уçрĕ. Вăл кĕскен Улькка Эльменĕн пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ. Вулавăш директорĕ Татьяна Вашуркина прозаикăн сумлă ĕçĕсене палăртса ăна чечек çыххи тыттарчĕ.
Ольга Геннадьевна повесть еплерех çуралнине каласа пачĕ. Кунта хускатнă темăсем тахçанах хумхантарнă ăна. «Вунă çул каяллах çырма пуçăннăччĕ ку хайлава. Анчах ĕçленĕ май сăнарсем хăйсен пурнăçĕпе пурăнма пуçларĕç, пач урăх произведени пулса тухрĕ – «Сарă кĕпе». «Интернетри юрату» вара каярах çырăнчĕ. Манăн виçĕ ача, вун икĕ мăнук. Паллах, çамрăксем валли хайламасăр тăма пултарайман эпĕ. Повеçе шăрçаличчен нумай çынпа – ашшĕ-амăшĕпе те, çамрăксемпе те – тĕл пулса калаçнă, вăл шутра мăнуксен шухăш-кăмăлĕпе те кăсăкланнă. Хамăр тавра пулса иртекен ĕçсем те шухăша яраççĕ. Социаллă тетелти паллашусем мĕн патне илсе çитерме пултарнине хаçат-журналта е интернетра тăтăшах вуласа пĕлетпĕр. Паянхи ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрне ӳстерме тата кăткăсрах пек туйăнать. Интернет ачасен тимлĕхне самаях туртса илет. Çемьере ăнлану тупайманнипе çамрăксем ăшăлăхпа тимлĕхе тĕрлĕ вăйăра кăна мар, виртуаллă паллашусенче шырама пуçлаççĕ. Чи хăрушши – вĕсем усал шухăшлă çынсен серепине лекме пултараççĕ. Ачасене çакăн пек йăнăш тăвассинчен сыхласа хăварас килет. Атте-анне япăх пултăр тесе ятламасть, хăйĕн тĕпренчĕкне яланах ыррине çеç сунать. Шанчăклă çынсем таçта аякра мар, çумрах. Йывăр вăхăтра çич ютпа мар, вĕсемпе чуна уçса калаçмалла. Çакна систерес килчĕ», – терĕ çыравçă.
Хăтлава Шупашкарти икĕ университетран студентсем килсе çитнĕ. Уйрăмах хастаррисем хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртрĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Елена Кириллова повеçе пĕрре ларсах вуласа тухнă, ăна кăмăлласа йышăннă. «Кашни сăнар хăйне евĕрлĕ, уйрăм проблема çуратать. Паянхи куншăн çивĕч ыйтусене хускатнă. Кунта çамрăксем кăна мар, аслисем те хăйсем валли мĕн те пулин усăлли тупма пултараççĕ», – терĕ вăл. Александра Судакова кĕнекене тишкернĕ май хăй ашшĕ-амăшĕпе мĕнлерех хутшăнни çинчен шухăша путнă, Дима Егоровпа Коля Петровăн кун-çулĕ малашне мĕнле йĕркеленнине пĕлес килнине те пытармарĕ. Надежда Владимирова студентка хайлава вĕçне çитиех вуласа тухайман пулин те, хăйне Катьăпа Димăн сăнарĕсем килĕшнине пĕлтерчĕ. Катьăн амăшĕ вара, хĕрне тăтăшах пӳлекенскер, ун кăмăлне тивĕçтереймен.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн преподавателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Елена Перепелкина доцент (Елен Нарпи прозаик) «Интернетри юрату» дидактикăлăхпа палăрса тăнине, повеçре психологизма детектив паллисем пуррине, идеализациленĕ сăнарсем çуккине асăнчĕ.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Илья Николаев произведени ырăпа мар, трагедипе вĕçленнине курасшăн пулнă-мĕн. Анна Мироновăн Лариса сăнарĕ çинчен ытларах пĕлес килнĕ. Анна Шафейкина студентка ку повеçе çамрăксен кăна мар, ашшĕ-амăшĕн те вуласа тухсан аван пулмаллине палăртрĕ: çитĕннисем сăнарсен ĕç-хĕлне хак парса та сăнаса ачисене лайăхрах ăнланма пуçлĕç.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов доцент произведение тĕплĕн вуласа тухнă, пуçне килнĕ шухăшсене вара кĕнекерех кăранташпа çырса пынă. «Вулакан чĕрине тыткăна илет, автор сюжета çавăрттарма, интрига тума пĕлет», – терĕ вăл. Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи те çак шухăшах палăртрĕ.
Ольга Иванова редактор алçырупа еплерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, «Интернетри юратăва» пысăка хурса хакларĕ. Раиса Воробьева поэтесса кăларăма юратса вуласа тухнă. Кашни сăнар хăй тĕнчинче пурăннине, автор паянхи çивĕч ыйтусене хускатнине, вĕсене татса памалли çул-йĕре шыранине асăнчĕ. Çыравçа çавăн пекех Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ, Ара Мишши прозаик, Арсений Тарасов çыравçă-журналист, Ольга Скворцова литература тĕпчевçи саламларĕç.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10