Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» черетлĕ 8-мĕш томĕ кун çути курчĕ

23 апреля 2025

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» черетлĕ 8-мĕш томĕ кун çути курчĕ.

Ăна «Тĕрлĕрен» тесе ят панă. Унта чăваш халăх поэчĕн «Акăшкÿл» поэмине, тĕрлĕ çулсенче хаçат-журналта пичетленнĕ статйисемпе очеркĕсене, пичетленмен алçырăвĕсене кĕртнĕ. Пĕр кĕнекене, паллах, пĕтĕм статйи-очеркне вырнаçтарма çук, çавăнпа та халиччен хаçат-журналта пичетленнисен ячĕсене список туса панă. Çавăн пекех уйрăм кăларăмсемпе тухнă тата хаçат-журналта, сборниксенче кун çути курнă хайлавсен списокĕсем пур.
Кĕнекене поэт хĕрĕ О. Я. Ухсай пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – А. Г. Майорова.
Ухсай Яккăвĕ, хăйне хура тăпра сăвăçи тесе ят панăскер, хире те вăрмана, хуçалăхсене тухса çÿренĕ, ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă, çут çанталăкри çивĕч ыйтусене курса тăнă. Çавăнпа пулĕ вăл пĕтĕм пултарулăхĕнче çут çанталăка упрас, çĕр пулăхне ÿстерес ыйтусене анлăн çĕкленĕ, этем пурнăçĕ пĕтĕмпех çĕртен-шывран килнине «Кĕлпук мучи», «Шурă хурăнпа калаçни» поэмăсенче, «Акăшкÿл», «Ту урлă çул», «Çĕр» романĕсенче, статйисенче тата ытти хайлавĕсенче тарăннăн кăтартса панă. Кĕнекери хайлавсем те пĕтĕмпе тенĕ пекех çĕр темипе çыхăннă. Уйрăмах «Думы о земле» пайри статьясенче çивĕч ыйтусем хускатнă.
Кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.

Алина МАЙОРОВА

Подробнее о книге...