Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Туслӑх ҫинчен ҫырнӑ калавсен пуххи кун çути курчĕ

03 декабря 2025

Чӑваш халӑхӗ туслӑха яланах пысӑка хурса хакланӑ. Ҫакӑ ваттисен сӑмахӗсенче те лайӑх курӑнать: «Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр», «Ҫывӑх юлташ тӑванран мала», «Тусна мулпа ан улӑштар», «Тусу ҫук пулсан тупма тӑрӑш, тупсан упрама тӑрӑш», «Юлташна ан пӑрах, юлмӑн хӑрах», «Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук»... Ҫулсем иртеҫҫӗ, ӑру хыҫҫӑн ӑру килет, самани те улшӑнать – шурсухалсем калани ҫеҫ кивелмест, мӗншӗн тесен унта халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлӗ, вӑйӗ-тӗрекӗ упранать. Ку чӑнлӑхсене мӗн пӗчӗкрен ӑша хывса ӳсетпӗр, чунпа-юнпа атте-аннерен илетпӗр.
Ҫакӑн пек шухӑшсем ҫуратать Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ – «Эсӗ манӑн тус пулсан...». Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, редакторӗ те вӑлах; ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Хайлав пуххине туслӑх ҫинчен ҫырнӑ калавсем кӗнӗ.
«Туслӑх куҫа курӑнмасть, ҫапах та кашнин пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл тӗрлӗрен пулать: чӑн-чӑнни, ултавли, ӗмӗрлӗхе пыраканни, самантлӑха "ҫуталса илни"...» – тенӗ умсӑмахра Ольга Леонидовна. Кӑларӑмра вара мӗнлерех туслӑх ҫинчен сӑмах пырать-ши? Тӳрех хуравлаймӑн та, мӗншӗн тесен коллективлӑ сборника ҫирӗм тӑватӑ авторӑн произведенийӗ кӗнӗ. Кашниех тӗрлӗ лару-тӑрӑва ҫутатса панӑ. Сӑнарсем инкеке лекнӗ юлташӗсене пулӑшаҫҫӗ, ултава уйӑрса илме, пӗр-пӗрне каҫарма вӗренеҫҫӗ.
Вулакан паллӑ чӑваш прозаикӗсен хайлавӗсемпе те, ҫамрӑк авторсен пултарулӑхӗпе те паллашӗ. Авторсене асӑнар-ха: Николай Ишентей, Лариса Петрова, Николай Ларионов, Ольга Рубцова, Елен Нарпи, Валентина Тарават, Микул Ишимбай, Ольга Австрийская, Ольга Тургай, Улькка Эльмен, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Ольга Васильева, Владислав Николаев, Елена Кудрявцева, Ирина Кошкина, Нина Царыгина, Анастасия Семенова, Раиса Сарпи, Александр Трофимов, Сергей Павлов, Марина Карягина, Владимир Степанов, Василий Кервен.
Кашни хайлав пуҫламӑшӗнчех ҫыравҫӑсен туслӑх ҫинчен каланӑ йӗркисене илсе панӑ. Николай Ишентей, тӗслӗхрен: «Туслӑх, картлашка пекех, ҫынна ҫӳлерех ҫӗкленме пулӑшать», – тенӗ. Лариса Петрова ҫапларах палӑртнӑ: «Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне алӑ парсан хӑвӑн пурнӑҫна та ҫӑмӑллататӑн». Ольга Рубцова ачасене тимлӗ пулма асӑрхаттарнӑ: «Йывӑр вӑхӑтра йӑпатакана ҫывӑх тус теме ан васка, сан телейне курса пӗрле чунтан савӑнакан – ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн тус».
Лариса Петровӑн «Пӗве патӗнче» калавӗнчи икӗ тантӑш – Ольӑпа Нина – пӗррехинче килсӗр йытӑпа ҫурисене кураҫҫӗ. Вӗсене пулӑшас килет хӗрачасен. Анчах усал чунлӑ ҫынсем те пур-ҫке. Хӑв ача кӑна пулсан та, чул чӗреллисене хирӗҫ тӑма пӗлмеллех-мӗн.
Николай Ларионовӑн «Хӑрканпа Мӑркан» хайлавӗнчи сӑнарсем те этем тискерлӗхӗпе, чурӑслӑхӗпе тӗл пулаҫҫӗ. Хӑркан – пысӑках мар йытӑ, Мӑркан – сӑрӑ тӗслӗ кушак. Кил хуҫи юратсах каймасть вӗсене. Кун пек чухне чӗрчунсен хӑйсене ҫеҫ шанма, хӳтӗленме тивет. Усал хуҫапа тӑшман та кирлӗ мар.
Елен Нарпин «Ҫӗнӗ вӑйӑсем» калавӗнчи кукашшӗпе кукамӑшӗ ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче канма килнӗ мӑнукӗсене телефон вӑййисенчен хӑптарасшӑн. Иван Валерьевич хӑй тӗллевне пурнӑҫа кӗртме майсем тупатех. Хӑратса та тавлашса мар, тӗплӗнрех пӗлес килсен кӗнекене тупса вулӑр.
Микул Ишимбайӑн «Чӑн-чӑн юлташ» калавӗ: «Туслӑх ӗҫре палӑрать», – шухӑша уҫса парать. Ольга Тургайӑн хайлавӗ – «Туслӑ ҫерҫисем» – пӗчӗкҫӗ кайӑксен те пӗр-пӗрне пулӑшас, хута кӗрес йӑла пуррине ҫирӗплетет. Улькка Эльменӗн «Чечек ҫыххи» калавӗнче чарусӑр ачасем те шаннине тӳрре кӑларма пултараҫҫӗ текен шухӑш тӗпре. Галина Матвеевӑн «Джек» хайлавӗ чуна хускатать. Пӗр ҫемьен тата килти йыттӑн савӑнӑҫӗ-инкекӗ урлӑ чӑваш кил-йышӗн кулленхи пурнӑҫне кӑтартса панӑ. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫин «Парӑмӗнче» те амӑшӗпе ачисем хушшинчи хутшӑнусене йӗрлетпӗр, сӑнарсемпе пӗрле хӗпӗртетпӗр е кулянатпӑр.
Сборника Ольга Васильевӑн «Эсӗ манӑн тус пулсан...» калавӗ тӑрӑх ят панӑ. Надьӑпа Дашӑн туслӑхӗ еплерех ҫуралса аталанни ҫинчен кӑсӑклансах вулатӑн. Яланах тип-тикӗс те яп-яка пулман тантӑшсен пӗрлехи ҫулӗ. Пӗр-пӗрне кӳренни-ҫилленни те пулнӑ, ыттисем хушша-хуппа кӗнипе калаҫмасӑр ҫӳрени те. Хӗрачасен тӑванӗсемех пӗр чӗлхе тупма чӑрмантарни тӗлӗнтерет. Анчах пурнӑҫра та тӗл пулмаҫҫӗ-и-ха кун пек тӗслӗхсем? Нина Царыгина та «Туссем ҫавӑнпа кирлӗ те» произведенийӗнче кӑмӑлӗпе расна хӗрачасен хутшӑнӑвне сӑнланӑ.
Елена Кудрявцева «Пӑлаки тата Таҫук» хайлавӗ – вашават хӗрачапа ӑслӑ кушакӑн туслӑхӗ ҫинчен. Ирина Кошкинӑн «Сашка пӗчӗк тус» калавӗнчи ватӑ ҫынпа арҫын ачана вара шӑнкӑрч вӗлли туслаштарнӑ. Ӗненместӗр-и? Чӑнах та ҫапла. Автор кунта интернетри хутшӑну, тунсӑхпа пӗчченлӗх темисене те хускатнӑ.
Раиса Сарпи чӑваш халӑх поэчӗ «Ӗмӗрлӗх туслӑх» автобиографиллӗ калавне Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Гельфисепе Гульчечек Сунгатуллинӑсене халалланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи пулӑмсемпе ӗҫсем вуланӑҫемӗн куҫ умне яр уҫҫӑн тухаҫҫӗ.
Кӑларӑмри кашни калав хӑйне евӗрлӗ интереслӗ. Пурин ҫинче те чарӑнса тӑраймарӑмӑр. Вӗсене урлӑ-пирлӗ тишкериччен сборника хӑвӑр тытса вуланине нимӗн те ҫитеймӗ. «Эсӗ манӑн тус пулсан...» ҫӳлӗк ҫинчи юратнӑ кӗнекесен йышне кӗме чӑннипех тивӗҫ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕ

Подробнее о книге...