Тракторстрой – Чăваш ен тата çĕршыв историйĕн чаплă та мухтавлă тапхăрĕ
03 февраля 2025
Чăваш кĕнеке издательствинче «Çăлкуç» кăларăм кун çути курчĕ.Унăн авторĕ – Владимир Кузьмин çыравçă, редакторĕ – Владимир Степанов. Кĕнекене «Çăлкуç» роман, очерксем тата калавсем кĕнĕ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторĕсен заводне тунипе паллаштарать. Тракторострой хăй вăхăтĕнче Чăваш енĕн кăна мар, Совет Союзĕн историйĕнче те питĕ хĕрÿ тапхăр пулнă. Пĕтĕм союзри ударлă стройкăра вăйне-халне шеллемен хастар çынсем – пурнăç çăлкуçĕн чĕрĕ шывĕ, çак шухăша автор вулакан патне витĕмлĕн çитерет.
«Çăлкуç» романра 5-мĕш стройтреста ертсе пынă В.П. Демин; Р.И. Томашов парторг, «Тракторострой» идеологĕ И.В. Львов; СССР строительство министрĕн çумĕ А.Е. Якубанец; КПСС обком секретарĕ П.А. Чичикин; И.И. Долгушин – трактор заводне ертсе пыракансенчен пĕри; Э.А. Аблякимов, А.Г. Щекин, В.К. Горобец инженерсем; В.Н. Николаев, А.М. Захаров, Е.И. Сергеев, В.Н. Земченков, А.Е. Шариков, Ю.Б. Яковлев, О.Н. Кузьмина бригадирсем сăнарланнă.
«Романри геройсем пÿрнерен ĕмсе, маччана пăхса шухăшласа кăларнăскерсем мар – чăн-чăн пурнăç çыннисемех. Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводне тунă çĕрте пилĕк çул ĕçленĕ май, вĕсем маншăн пурнăç сăнарĕсем пулса тăчĕç. Такторостройри шавлă та хĕрÿ пурнăç халĕ те куç умĕнчех, халĕ те чун-чĕререх. Тракторострой – Чăваш ен тата çĕршыв историйĕн чаплă та мухтавлă тапхăрĕ», – яланах çакăн пек палăртать автор хайлав пирки сăмах тухсан.
Кĕнекене кĕртнĕ очерксемпе калавсенче пурнăç çăлкуçĕн теми маллалла аталанать, çыравçă этем чун-чĕрипе ĕçĕ-хĕлĕн кĕвĕлĕхĕн хăватне куç умне кăларать. Хайлавсем прозаикăн пултарулăхне хаклама, унăн таланчĕн енĕсене палăртма май параççĕ.
«Хайлавсенчи пурнăç, паллах, паянхи вăхăтпа танлаштарсан, урăхларах. Унти сăнарсем те, хальхи тапхăр сăнарĕсемпе танлаштарсан, урăхларах. Вĕсене хальхи тапхăр сăнарĕсем мар теме те пулать. Анчах та, манăн шухăшпа, этем сăнарĕ вăл, чи малтан, этемлĕхĕн сăнарĕн пĕр пĕчĕк пайĕ, вăл самана евĕрлĕхĕсене пăхăнмасть. Çав сăнар этемлĕхĕн пит енне те, тÿнтер енне те чăнлăх уççинче кăтартса парать. Çав чăнлăх уççийĕ – пурнăç тĕкĕрĕ: лайăххине те, япăххине те уçса патăр вăл», – çак шухăша тĕпе хурать В.П. Кузьмин.
Владимир СТЕПАНОВ
Ольга ИВАНОВĂН сăнÿкерчĕкĕсем
Галерея

