Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тимĕр Алюш Вали «Нарпике ăраскалĕпе» паллаштарать

27 октября 2025

«Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх», – тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Атте-анне килĕнче сăпкари пек ярăнса ӳснĕ чух яланах çапла телейлĕ пурăнассăн туйăнать-тĕр. Ахăртнех, чылай пике лайăх каччăпа паллашса çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленет. Унччен вара савăк çамрăклăхпа киленет, пĕрне вăрттăн савать, тепринпе тĕлпулăва васкать пуль. Хĕр чух хĕрĕх, яш чух аллă.
Çапларах шухăшсем çуратать Тимĕр Алюш Валин «Нарпике ăраскалĕ» романĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кам-ха вăл, Тимĕр Алюш Вали? Вулакансем ăна Валентина Кириллова ятпа пĕлме пултараççĕ. 2023 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Сас пачĕ ывăлăм» кăларăмĕ кун çути курнăччĕ. Валентина Алексеевна 1963 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1982 çулта тăван районти «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Геннадий Уткин чĕнсе илнипе унта ĕçлеме пуçланă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1988 çулта алла диплом илсен Елчĕк салине куçса килнĕ, «Елчĕк ен» /1932–1997 çулсенче «Колхоз ялавĕ» ятпа тухса тăнă/ район хаçатĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăтăр тăватă çул ытла, тăрăшнă. Çыравçăн чылай хайлавĕ «Елчĕк ен», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче пичетленнĕ. Валентина Кириллова – Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн /2001/, «Чăваш Республикинчи Профессинал писательсен союзĕ» общество организацийĕн /2019/ членĕ.
«Нарпике ăраскалĕ» кĕнекери ĕçсем 1900–2023 çулсенче пулса иртеççĕ. Романри тĕп сăнар – Нарпике ятлă чăваш хĕрĕ. Малтанах вулакан унăн аслашшĕ-асламăшĕн – Тимреспе Сарпин – кун-çулĕпе кĕскен паллашĕ, унтан ашшĕпе амăшĕ – Арханпа Элиме – патне куçĕ. Шăпах вĕсен пĕрремĕш пепки-мĕн Нарпике. Туслă та пуян çемьере ӳсекенскерĕн малашлăхĕ те çутă, тумхахсăр пулас пек. Тăван яла, çĕр ĕçне питĕ юратать вăл. Тантăшĕсем пек хулана кайма ĕмĕтленмест, çуралнă тăрăхрах тĕпленесшĕн.
«Шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне пике чĕрине юрату çулăмĕ хыпса илет. Пурнăç вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет: Нарпикене савакан Тайман çине çаврăнса та пăхмасть хĕр, хăй килĕштерекен Кирей вара Нарпикене çеç мар, ытти хĕрсене те ытамне илет, килĕсене ăсатать иккен. Ăна та лăпкăнах йышăнать-ха Нарпике, анчах та пĕр тĕлпулу хыççăн сивĕнет савнийĕнчен. Çакăнтан тĕп сăнарăн пурнăçĕ тăрук улшăнать: ăна Тайманпа та, Кирейпе те пĕрле пулма пӳрмен», – тет Ольга Федорова редактор «Тĕпре – чăваш ялне чун-чĕререн юратакан сăнар» умсăмахра. Ленинградри аякри тăванĕн – Марфа аппан – ывăлĕ Аттай та хĕре тӳрех куç хывать, ăна качча илме те хирĕç мар. Анчах урăххине савакан, ялшăн тунсăхлакан пике шавлă хулара юлĕ-и? Кил хуçисен пуянлăхĕ те илĕртмест ăна.
Таса юрату çинчен ĕмĕтленекен хĕрĕн кун-çулĕ тахăш самантра арăш-пирĕш çаврăнса каять. Пĕр утăм йăлт пăсса хурать. Çапах ку суйлавăн ырă çимĕçĕ те пур. Эппин, йăнăш йышăну тунă теме тăхтаса тăмалла пуль. Тем тĕрлĕ йывăрлăхпа чăрмав сиксе тухсан та Нарпике малаллах талпăнма тăрăшать. Хурланмалли çине-çинех тупăнсан та пуçне усмасть, пурнăç савăклăхне çухатмасть, авăнсан та хуçăлмасть.
«Çамрăклăх мăн çулпа килет, вак çулпа иртсе каять», – тенĕ ваттисем. Романри хăш-пĕр сăнарăн çаплах пулса тухать. Юман мĕн пуррине хаклама пĕлеймесĕр çине-çинех такăнать, çывăх çынсене хăйĕнчен сивĕтсе пĕтерет. Нехмет те тĕтрери пек çӳрет. Чылай чух симĕс çĕленпе туслашни пĕтерет мар-и...
«Нарпике ăраскалне» вулама пуçлатăн та – вĕçне çитмесĕр те кĕнекене алăран ярас килмест. Куç умĕнче пулăмсем карталанса-черетленсе иртеççĕ. Тĕп сăнарпа пĕрле таçта та çитетĕн, уншăн пăшăрханатăн е пĕрле савăнатăн. Ытти герой та пĕр вĕчĕрхентерет, пĕр тĕлĕнтерет. Кĕрхи-хĕллехи каçсенче вулама пушшех кăмăллă пулĕ хайлава. Эппин, унпа паллашма васкăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Тимĕр Алюш Вали-Нарпике ăраскалĕ Тимĕр Алюш Вали