Шупашкарти 38-мӗш шкулта «Туслӑх кӑшӑлӗ» уяв иртрĕ
21 мая 2025
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти 38-мӗш шкулта «Туслӑх кӑшӑлӗ» мероприяти иртрĕ. «Ашшӗ-амӑшӗн тӗпелӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗскер ашшӗ-амӑшӗпе ачисене, вӗрентекенсемпе ҫыравҫӑсене, журналистсемпе юрӑҫсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерчӗ. Ку пӗлӳ ҫуртӗнче тӗрлӗ халӑх ывӑлӗ-хӗрӗ ӑс пухать. Кашнин хӑйӗн чӗлхи, йӑли-йӗрки. Анчах пурне те Чӑваш Ене юратни, кунта тӗпленсе пурӑнни пӗрлештерсе тӑрать.
Уявра ачасем хӑйсен тӑван чӗлхисемпе сӑвӑсем каларӗҫ. Чӑваш сӑмахӗпе юрри-кӗвви те уҫҫӑн, хӑватлӑн янӑрарӗ. «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗн, Пётр Ильин радиожурналистӑн, Алексей Иванов юрӑҫӑн, «Пулар» Плеяда хастарӗн Александра Уруковӑн (Шанӑҫпин) юррисене аслисем те, ачасем те хапӑлласа йышӑнчӗҫ, кашнине тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Ольга Австрийская (Иванова) поэт, прозаик, Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ кĕскен хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «Пӗҫукпа калаҫни» тата «Атте-анне чӗлхи» сӑввисене вуласа пачĕ. Ольга Михайловна çавăн пекех яш-кĕрĕме тăрăшса вĕренме, харпăр хăй пултарулăхне аталантарма, яланах малалла талпăнма сунчĕ.
Ольга ИВАНОВА
Галерея