Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 126 ҫул çитрĕ

17 ноября 2025

1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпӳ уесĕнчи Касакасси ялĕнче (халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ) чухăн хресчен кил-йышĕнче ывӑл çуралнă. Ӑна Мишша тесе ят хунӑ. Халӗ эпир ӑна Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) ятпа пӗлетпӗр. Поэт, драматург, прозаик, патшалӑх тата общество деятелӗ, революционер.
Вӑл шкулта лайӑх вӗреннӗ, ачаранах вулама юратнӑ. Каярахпа сӑвӑсем шӑрҫалама пуҫланӑ. Тӗрӗслӗхшӗн ҫуннӑ, чӑваш чӗрӗлессе, мӗскӗнлӗхрен тухасса шаннӑ, чӗлхе пуласлӑхӗшӗн хыт пӑшӑрханнӑ.
Кăçалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 126 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Шупашкарта сӑвӑҫӑн бюсчӗ умӗнче митинг иртрӗ. Ҫеҫпӗле пуҫ тайма прозаиксемпе поэтсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн ӗҫченӗсемпе журналистсем, поэзие юратакансем пухӑнчӗҫ, поэтӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Ку йышра Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федоровăпа ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова та пулчĕç. Уява Чӑваш Енри Культура министерствин ӗҫченӗ Георгий Богуславский хутшӑнчӗ. Унсӑр пуҫне Лидия Филиппова ҫыравҫӑ-журналист, Сергей Павловпа Анатолий Кипеч чӑваш халӑх ҫыравҫисем, Раиса Сарпи чӑваш халӑх поэчӗ митинга пухӑннисем умне тухса сӑмах каларӗҫ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем


Галерея

1 (2) 2 (2) 3 (2) 4 (2) 5 (2) 6 (2) 7 (1) 8 (1) 9 (1) 10 (1)