Сергей Павловăн «Ылтăн çулçă» кĕнеки кун çути курчĕ
25 мая 2026
Урамра ялкăшса хĕвел пăхать, шăпчăксем каçса кайсах çурхи юррисене шăрантараççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче вара «кĕрхи хуплашкаллă» кăларăм кун çути курчĕ. Мăшăр ывăçра сап-сарă вĕрене çулçи выртать. Ахăртнех, ку – пурнăç хура-шурне самай курнă ватă çыннăн алли, çавăнпа пĕркеленчĕксемпе витĕннĕ. Мĕне пĕлтерет-ши ÿкерчĕк? Вуласа тухиччен ку ыйтăва хуравлаймăн.
Хуплашка айĕнче «Ылтăн çулçă» пĕчĕк повесть пытаннă. Унăн авторĕ – Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1140 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2025 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Хайлава автор салтак амăшĕсене халалланă. Ăна чăн пулнине тĕпе хурса çырнă. «Хăрушă ӳкерчĕк паян кун та куç умĕнче. Шухăшăма пăлхатса ячĕ çав самант, киле таврăнсан сисмесĕрех алла ручка тытрăм. Хайлава çырнăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, чунăм пурпĕр ыратма чарăнмасть…» – тенĕ Сергей Лукиянович умсăмахра.
Мĕн пулса иртет-ха повеçре? Автобусра сасартăк янăраса кайнă телефон шăнкăравĕ харăсах темиçе çыннăн шухăш-кăмăлне пысăк витĕм кÿрет. Нина Васильевнăна, ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлĕн сассине илтме ĕмĕтленнĕскерне, хура хыпар анратса ярать. Вун улттăри Василисăн та куçĕ яри уçăлса каять: пĕрисем хаяр тăшманпа кĕрешнĕ вăхăтра теприсем ним пулман пек лăпкă пурăнни тĕлĕнтерет ăна. Кинемейпе хĕре инкек туслаштарать. Ылтăн çулçă сăнарĕ иккĕшне те çывăх-мĕн. Мĕнпе-ши? Хуравне хайлавпа паллашсан пĕлме пулать.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
АВТОР ÇИНЧЕН
Сергей Лукиянович Павлов (Вэскер) – прозаик, журналист, чăваш халăх писателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Вăл 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Пуласлăхĕ ачаранах палăрнă: ир вулама-çырма пуçланă, кĕçĕн классенчех сăвă-калав калăплама пикеннĕ, кăшт каярах «Пионер сасси» хаçатпа туслашнă. 1969 çулта литературăра пĕрремĕш утăм тунă – унăн «Пĕр-пĕрне шанса» калавĕ ачасен хаçачĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Ывăлĕн туртăмне ашшĕ, Лукиян Иванович Иванов, ялти шкул вĕрентекенĕ, асăрханă, ăна хавхалантарнă. Вăл Çеçпĕл Мишши шăллĕпе Гурий Кузьмич Кузьминпа туслă пулнă май унпа тăтăшах хутшăнса калаçнă. 1969 çулта кӳршĕллĕ Касаккассинче (хальхи Çеçпĕл ялăн унчченхи ячĕ) вилĕмсĕр поэт çуралнăранпа 70 çул тултарнине чыслама, ăна асăнса палăк уçма Сергея та илсе кайнă вĕсем. Ун чухне ача чăваш çыравçисене çеç мар, çĕршыври чылай паллă писателе курнă, сăмах-юмахне илтсе юлнă. Çав самантран вĕсен пултарулăхĕ ăна ытларах кăсăклантарма тытăннă, çырас кăмăлĕ вăйланнă.
9–10-мĕш классенче Сергей Павлов Шăхасанти вăтам шкулта вĕреннĕ. Тăван литература урокĕсем Çеçпĕл музей-класĕнче иртнĕ, Николай Давыдович Давыдов çамрăк вĕрентекен хăй те сăвă çырнă, уроксене ăста ирттернĕ. Çакă та ырă витĕм кÿнĕ ĕнтĕ.
Темрен ытла хаçатра ĕçлемешкĕн ĕмĕтленнĕ С. Павлов. Çавăнпах Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн журналистика уйрăмне суйласа илнĕ. Алла диплом илсен аслă шкулта тухса тăракан «Ульяновец» хаçат редакторĕнче хăварнă ăна.
Каярахпа С.Л. Павлов Мускавра Комсомолăн аслă шкулĕнче тата Обществăлла наукăсен академийĕнче политолога, информаци хатĕрĕсен ертӳçисен ĕç-хĕлне вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулта «Молодой коммунист», «Хресчен сасси» хаçатсене, «Ялав», «Тăван Атăл», «ЛИК», «Капкăн» журналсене ертсе пынă, Чăваш Республикинчи телевиденипе радио патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш телерадиокомпанийĕн йĕркелÿçи, ертÿçи пулнă. Хальхи вăхăтра «Хресчен сасси – КИЛ» хаçат кăларса тăрать, Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи.
Сергей Павлов – сакăр романпа чылай повесть-калав авторĕ. Ачасемпе çамрăксем валли унăн «Сиплĕ çумăр» (1991), «Шупашкар кулачĕ» (2013), «Асамлă кĕпер» (2019), «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» (2023), «Кам-ши вăл, Çеçпĕл? Кто он, Сеспель?» (2024), «Тертпе термен» (2025) кĕнекисем тухнă. Тăваттăшĕн ал çырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2012, 2018, 2022, 2025) çĕнтернĕ.