Сергей Павловăн «Тертпе термен» романĕ кун çути курчĕ
22 мая 2025
2023 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче Сергей Павловăн «Шăпчăк сĕрĕпех юрлать» романĕ кун çути курнăччĕ. Вулакансем чăваш халăх çыравçин хайлавне хапăлласа йышăнчĕç. Ахальтен мар вăл «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки-2023» конкурс-фестивальте «Чи нумай вуланакан кĕнеке» номинацире çĕнтерӳçĕ пулса тăнăччĕ.
Кăçал вара шăпчăксем юрланă вăхăталлах асăннă романăн иккĕмĕш кĕнеки – «Тертпе термен» – пичетленсе тухрĕ. Кăларăмăн редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Шăпчăк çĕрĕпех юрласан ырă кун килет теççĕ. Эрхипшăн та, ыттисемшĕн те çитрĕ ырă кун – Çĕнтерӳ кунĕ. Унччен чылай терт витĕр тухма тиврĕ. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ялĕнчен çемйипех тухса кайнă хуньăшĕн шăпи те палăрчĕ. Ачисен пурнăçне йĕркелессишĕн тăрăшмалла малашне. Вĕсемшĕн вăй-халне шеллемест Шăпчăк Эрхипĕ. Ĕлĕкхи мар вăл, ăс-тăнĕ улшăннă, ĕмĕчĕ çутă.
Эрхиппа Наçтаçăн, вĕсен ачисен, ял-йышĕн шăписемпе вулакан иккĕмĕш кĕнекере те кăсăклансах паллашĕ. Аслă хĕрĕ Çинук, колхоз председательне Аркаша качча тухнăскер, ача-пăчаллă пулса тăрать. Мăшăрĕпе килĕштерсе кăна пурăнмалла пек, анчах çемьере чашăк-кашăк шакăртатмасăр пулмасть çав... Иккĕмĕш хĕрĕ Праски Чулхулари заводра вăй хурать, Саня пĕрре вăрман касма, тепре торф кăларма çӳрет. Ывăлĕ Ваçлей вăрçăран таврăнать, чи кĕçĕнни – пĕчĕк Вихтăр – ашшĕ-амăшĕн хӳттинче кун кунлать. Хĕрĕсене качча памалла, ывăлĕсене ура çине тăма пулăшмалла, килти хуçалăха тытса пымалла, кунсерен ĕçе çӳремелле – сахал-и Эрхипăн татса памалли ыйту! Çитменнине, такăнтарас текенсем, çăхав çыракансем ĕлĕкхи пекех тупăнса тăраççĕ. Вĕсенчен хӳтĕленме те пĕлмелле. Лăш сывласа ярас тенĕ çĕртенех тем сиксе тухать. Çапах хайлаври пархатарлă сăнарсем «терт пур та, термен çук» тенипе çырлахса лармаççĕ, кĕрешмесĕр парăнма юраманнине чухлаççĕ. Çавăнпа кирлĕ чухне малалла талпăнма вăйĕ те тупăнать хайхискерсен.
Роман сыпăкĕсен ячĕсем сăнарлă та тарăн шухăшлă. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсенче халăхăн ăс-хакăлĕпе тавракурăмĕ палăрать. Тĕслĕхрен: «Пĕлмен çул такăнтарать», «Кĕтес япала кĕтеслĕ», «Ăраскала укçалла илме çук», «Çын пулсан çылăх тупăнать», «Кĕтмен хыпар утпа çӳрет», «Уйламасăр уй урлă каçма çук», «Телей панулми мар, алă тăснипех татаймăн»... Кунта пурнăç опычĕ те, шахвăртни те, пĕтĕмлетни те пур.
Кĕнекене «Серепе» калав та кĕнĕ. Унта ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене тимлĕх уйăрнă. Ывăл-хĕре ытлашши ачашласа ӳстерни, мĕнпур йывăрлăхран çăмăллăнах хăтарни мĕн патне илсе çитерме пултарни хайлавра яр уççăн ӳкерĕннĕ.
«Ыр ут утланакан ырман тет. Учĕ те ырăччĕ, утти те ун тикĕсчĕ – хытах такăнчĕ. Пурнăç ăнса пынă чух ура хуракан тупăнчĕ. Ют çын пулсан юрĕ-ха, пĕлĕше те чăтса ирттерме тӳсĕм çитĕ, ывăлĕ ӳпĕнтерсе ячĕ-çке. Ĕненес килмест...» – çапларах пуçланать хайлав. Килне милици уйрăмĕнчен шăнкăравласан Илья Осипович шалт тĕлĕнсе ӳкет. Унăн ывăлне тытса чарнă иккен. Кирек камшăн та уяр кун аçа çапнă пекех пулĕ ку. Нивушлĕ унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ чăннипех айăплă? Çаплах пулсан мĕн тумалла? Качча тĕрмерен çăлса хăвармалла-и е явап тыттармаллах? Кăткăс суйлав умĕнче тăрать тĕп сăнар. Тӳнтерле ĕç ывăлне кăна мар, хăйне те пырса тивессе, пĕтĕм пурнăçне аркатасса ăнланса илет Илья Осипович. «Ун вырăнĕнче эпĕ мĕн тунă пулăттăм-ши?» – çак ыйту вулакана та канăçсăрлантарĕ, шухăша путма хистĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
АВТОР ÇИНЧЕН
Сергей Лукиянович Павлов – чăваш халăх писателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă, Шăхасанти шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ, Шупашкарти тата Мускаври аслă шкулсенче журналиста тата политолога вĕреннĕ. «Молодой коммунист», «Ульяновец» хаçатсен редакторĕ, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн председателĕ, «Хресчен сасси» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ пулнă.
1997 çулта Раççей Федерацийĕн Писательсен союзне кĕнĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар хăях», «Сулăнчăк» романсен, чылай повеçпе калав авторĕ. «Шупашкар кулачĕ», «Асамлă кĕпер» тата «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекесен ал çырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2012, 2018, 2022) çĕнтернĕ.
С.Л. Павлов – республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Хальхи вăхăтра – «Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕ.
Галерея