Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Сегодня – День памяти и скорби

22 июня 2026

 

Сегодня в России – День памяти и скорби. 22 июня 1941 года в четыре часа утра немецкие войска вероломно напали на Советский Союз – началась Великая Отечественная война. Она длилась 1418 дней и ночей. На защиту Родины встали более 208 тысяч жителей Чувашии, более 106 тысяч не вернулись домой.

Писатели, редакторы Чувашского книжного издательства тоже не остались в стороне, они вместе со всеми ушли на фронт – воевали с врагом и пером, и оружием. Редакторы Ктра Мишши, Арсен Орлов, Хведер Ситта, Николай Чурбай, Николай Юмангай, Василий Емелькин, Петр Леонтьев, Федор Яковлев героически пали на полях сражений. Но их имена и подвиги живут в наших сердцах.

С произведениями Ктра Мишши, Арсена Орлова, Хведера Ситты, Николая Чурбая, и других чувашских писателей можно ознакомиться в сборнике «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте».

 

Паян – Асăнупа астăвăм кунĕ

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ – Совет Союзĕн историйĕнчи чи хурлăхлă кунсенчен пĕри. 1941 çулта ирхи тăватă сехетре нацистла Германи систермесĕр пире тапăнса кĕнĕ. Пĕтĕм халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кар çĕкленнĕ. Чăваш Енрен 208 пин ытла çын вăрçа тухса кайнă, 106 пин ытла паттăр каялла таврăнайман.

Писательсем те, Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшакансем те калем вырăнне алла пăшал тытнă, вĕсем пăшалпа та перопа тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Редакторта вăй хунă Кăтра Мишша, Арсен Орлов, Хĕветĕр Çитта, Николай Чурпай, Николай Юманкай, Василий Емелькин, Петр Леонтьев, Федор Яковлев, шел те, Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен. Апла пулин те вĕсен ячĕсене эпир паян кун та асра тытатпăр.

Кăтра Мишша, Арсен Орлов, Хĕветĕр Çитта, Николай Чурпай тата ытти çыравçăн пултарулăхĕпе нумаях пулмасть кун çути курнă «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» хайлав пуххинче паллашма пулать.