Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Раиса Воробьевăн «Çутă ĕмĕтсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

23 июля 2025

Ачалăх – чи илемлĕ те хаваслă тапхăрсенчен пĕри. Çут тĕнчепе анчахрах паллашма пуçланă ачашăн пĕтĕмпех кăсăк, тĕлĕнмелле. Кашни кун вăл мĕн те пулин çĕнни асăрхать, тĕпчет. Хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем выляма кăна мар, ĕмĕтленме те юратаççĕ. Мĕн çинчен ĕмĕтленеççĕ-ши вĕсем? Ку вăрттăнлăха вара Раиса Воробьевăн çĕнĕ кăларăмĕ уçса парĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» ятпа пичетленсе тухрĕ. Авторăн сăввисене вырăсла Светлана Гордеева куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кĕнекене шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăртах асра юлаççĕ. Автор пĕчĕккисен тĕнчине юратса сăнлать. Хайлавсенче килти чĕрчунсене те тимлĕх уйăрнă. Воспитани саманчĕсем вулакансене шухăша путма, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума хистеççĕ.
Çеруш тытрĕ мăлатук,
Тек шаккать вăл тук-тук-тук!
Шăнкăрч вĕлли ăсталать.
Ак хĕлле иртсе пырать.

Вĕçсе килĕç шăнкăрчсем,
Шăрантарĕç юрăсем –
Хатĕр пӳртшĕн тав туса,
Çеруша сума суса.
(«Шăнкăрч вĕлли».)
Раиса Воробьевăн сăввисем чунра ырă туйăмсем вăратаççĕ, туслăха хаклама, тимлĕ пулма, чĕрчунсене упрама вĕрентеççĕ. Илемлĕ çаврасемпе ÿкерчĕксем ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те савăк кăмăл парнелĕç.
Пултăр тăнăç çĕр çинче,
Сывлăшра, шыв çийĕнче,
Ялсенче те хулара,
Тĕнчери пур çĕршывра.

Эпир – пĕчĕк ачасем.
Пирĕн çутă ĕмĕтсем.
Пултăр туслăх тĕнчере,
Çемьере, тăван енре.
(«Çутă ĕмĕтсем».)
Ку кăларăм поэтессăн пĕрремĕш кĕнеки мар. Вулакансем унăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» (2015), «Асамлă вăрманта. В волшебном лесу» (2019), «Лера теттисем. Игрушки Леры» (2021) сăвă пуххийĕсемпе паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Республикăри библиотекăсемпе ача сачĕсенчи пултарулăх тĕлпулăвĕсене тăтăшах хутшăнать Раиса Васильевна. Ачасем савăнса кĕтсе илеççĕ ăна, унăн сăввисене пăхмасăр калаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртсах авторне ыйтусем параççĕ. «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» кĕнеке те вĕсен кăмăлне каясса шанатпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

Раиса Воробьева Раиса Воробьева-Çутă ĕмĕтсем воробьева-images-4 воробьева-images-26 воробьева-images-14