Раиса Сарпин «Саплăклă шăлавар» кĕнеки кун çути курчĕ
25 июля 2025
Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕн ятне илтмен çын çук та пуль Чăваш Енре. Литература тусĕсем республика тулашĕнче те пĕлеççĕ ăна. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕскер пĕрремĕш сăввине 1957 çулхи ака уйăхĕнче çырнă. Улттăри хĕрача поэт пуласси ун чухнех палăрнă. Пĕрремĕш кĕнеки вара – «Парне» – 1972 çулта кун çути курнă. Унтанпа Раиса Васильевна аллă ытла кăларăм пичетлесе кăларнă, ун сăввисене композиторсем юрра хывнă. Çитĕннисем валли те, ачасем валли те çырать поэтесса. Куçару каçалăкĕнче те ăнăçлă ĕçлет. Çав хушăрах поэзие кăна мар, прозăна та тимлĕх уйăрать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Раиса Сарпин «Саплăклă шăлавар. Штанишки в заплатках» кăларăмĕ тухрĕ. Ултă çултан аслăрах ачасем валли хатĕрленĕскерне авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă юмахĕсемпе калавĕсем кĕнĕ. Хайлав пуххи пĕрремĕш хут 2011 çулта «Илемпи юмахĕсем» ятпа чăвашла пичетленнĕ. Халĕ ăна вырăсла пĕлекен мĕнпур ача вулама пултарать. Редакторĕ – Ольга Федорова. Произведенисене Михаил Николаевпа Антон Андреев ӳнерçĕсем питех те ăнăçлă илемлетнĕ.
Юмахсем пĕрре пăхма ансат пек, вĕсенче чечек-курăк та, кăпшанкă-чĕрчун та этем чĕлхипе пуплеççĕ, тĕрлĕ лару-тăрăва кĕрсе ӳкеççĕ. Кун пекки çавах пулма пултараймасть тейĕ хăшĕ-пĕри. Тимлĕ вулакан вара шухăша путĕ. Хайлавсенчи ĕçсем çынсен пурнăçнех сăнласа памаççĕ-ши? «Сар Чечек», тĕслĕхрен, илемпе нĕрсĕрлĕх, тав тума пĕлнипе сĕмсĕрлĕх ыйтăвĕсене хускатать. Çĕр Шапипе унăн ывăлĕ Шапашка ирĕклĕ çӳреççĕ, хăйсене мăнна хураççĕ. Сар Чечеке кӳрентересси те ним те мар вĕсемшĕн. Пĕррехинче амăшне Тилĕ хыпса çăтать. Ывăлне те çаклатĕччĕ… Ăна шеллесе хайхи Чечек çăлса хăварать. Тав тăвас вырăнне мĕн тăвать-ха Шапашка? Ун хăтланкаларăшне ачасемпе пĕрле сӳтсе явмах пулать.
«Пĕчĕк Сĕтел» юмахри Илемпин çуралнă кунĕ çывхарать. Ашшĕ хĕрĕ валли капăр сĕтел ăсталама пикенет, амăшĕ хуплу валли чуста лартать. Сĕтеле еплерех сăрламаллине хĕрача хăех систерет ашшĕне: «Атте, эс сĕтеле кăвак сăрăпа сăрла! Сĕтел варрине сарă хĕвел ӳкер, хĕррисене – чечексем, урисем çине – çырласем». Кил хуçи ĕçе вĕçлесен парнене типмешкĕн улмуççи айне кăларса лартать. Кун пек хӳхĕм сĕтел такама та илĕртмелле. Сăрă Шăшипе Хăравçă Куян та асăрхаççĕ ăна. Пĕри кăшласшăн, тепри пĕрле илсе каясшăн. Парне çухалсан е юрăхсăра тухсан Илемпи çуралнă кунне мĕнле уявлĕ? Кун çинчен шухăшлама та хăрушă. Çавăнпа нумай пуç ватиччен кăларăма тытса вулăр.
«Райкка» калав автобиографиллĕ. Унта çыравçă шăпах хăйĕн пĕрремĕш сăвви еплерех çурални çинчен каласа парать. Хур аçи канаври шывра çатăлтатнине курса хĕрачан та шыва кĕрес килсе каять: «Çутă хĕвел шевлисем шыв çинче ялкăшаççĕ, çиçеççĕ, куçа шартаççĕ. Вăт кĕтрет! Хур аçи çийĕн пĕчĕк асамат кĕперĕ карăнчĕ. Тĕлĕнсе кайнă хĕрачан пит çăмартийĕ çине пĕр тумлам шыв сирпĕнчĕ… Райкка, çак илеме курса хавхаланнăскер, сăвăласа калаçа пуçларĕ…» Сăввине вара кĕнекере тупма пулать.
«Мăйракасăр вăкăрти» истори, ахăртнех, каллех авторпа пулса иртнĕ. Хальхинче Райкка Варлам ятлă колхоз вăкăрĕнчен тарать-мĕн. Мĕнпе тарăхтарса янă-ши вăл выльăха? Ку пăтăрмах инкекпе те вĕçленме пултарнă. Телее, Райккана Раман çăлса хăварать. Мĕнпур ĕç-пуçĕ вара «чăваш кĕнекине хĕрлĕ ĕне çинĕ» тенинчен пуçланнă. Хĕрачан ку каларăша опытлă майпа тĕрĕслесе пăхас килнĕ мар-и.
«Саплăклă шăлавар» калаври Илемпи хăй тумĕнчен вăтаннипе тек урама та тухасшăн мар. Тĕрĕссипе, урама хаваспах тухĕччĕ вăл, анчах тантăшĕсем кĕлмĕç тесе витлени, тăрăхлани чĕрине ыраттарать. Çĕнĕ шăлавар туянмашкăн укçи-тенки хĕсĕкрех çемьере. Мĕн тумалла? Аслисем ку ыйтăва хуравличчен хĕрача пĕтĕмпех хăй татса парать. Кам шутланă-ха, саплăклă шăлавар та ăмсанмалла илемлĕ пулма пултарать иккен.
«“Хăравçă” Маринере» сăпайлăхпа вĕçкĕнлĕх теми мала тухать. Каппайчăк умне пĕчĕк тĕрĕслев е йывăрлăх тухса тăрсанах вăл шикленӳ кĕрĕкне пĕркеннине яр уççăн кăтартса панă кунта. «Тюльпансем» калавра айванлăхĕпе ăмсанăвĕ те, ӳкĕнĕвĕпе тăрăшулăхĕ те юнашарах. Калу пĕрремĕш сăпатран пырать. Нинук ятлă хĕрачан пăтăрмахĕсем урлă пĕчĕк вулакан та ăса вĕренĕ. Тен, хăй те тюльпан лартса пăхас тейĕ.
Раиса Сарпин кĕнекинчи хайлавсем çăмăллăн вуланаççĕ. Хитре ӳкерчĕксем сăнарсене тӳрех куç умне кăларма пулăшаççĕ. «Саплăклă шăлавар» çемье вулавĕ валли те питĕ паха.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея