Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Поздравление с Днем чувашского языка

25 апреля 2026

Хаклă вулакансем, ҫыравҫӑсемпе ӑсчахсем, ĕçтешсемпе партнерсем!

Чăваш кĕнеке издательстви ятĕнчен сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Ҫак уяв пирӗн чĕлхе халăх чунĕ, культурăпа наци пĕрлĕхĕн никĕсĕ пулнине уйрӑмах палӑртать. Пирĕншĕн, кӗнекеҫӗсемшӗн, чăваш чĕлхи вӑл — чи пысăк пуянлӑх. Ӑна упраса хăварас, аталантарас тесе эпир ырми-канми тăрăшатпăр, сире валли, хаклă вулаканӑмӑрсем, кĕнекесем кăларатпăр.

Ырă та çепĕç тав сăмахĕ калатӑп сире, хисеплӗ вулакансем. Эсир пурри — пирĕншĕн чи пахи. Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесене юратни, чăвашла вулама тата пĕлме тăрăшни — чи пысăк телей. Кĕнеке вӑл хăй вулаканне тупсан ҫеҫ вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулать. Тавах сире пирĕнпе пӗрле пулнишĕн, килти бибилитекӑна Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсемпе пуянлатнишӗн, туссене, ачасене пирӗн кĕнекесене парнеленишӗн.

Пысăк тав сăмахне эпир хамăрăн авторсене калатпăр. Шăпах эсир — сăвăçсем, прозаиксем, драматургсем, очеркистсем, ӑсчахсемпе тĕпчевçĕсем — библиотекăсене, шкулсене тата çемьесене саланакан пуянлăха хатӗрлетӗр. Сирĕн илемлӗ сӑмах, тӗпчев, ӑслӑлӑх ӗҫӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, чӗлхине аталантарать. Чăваш сăмахне сарнишӗн, чӑваш чӗлхине упраса малалла аталантарнишӑн пысӑк тав сире!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне, регионти ытти ертӳҫӗсене те кӗнеке кӑларас ӗҫе тимлӗх уйӑрнишӗн, яланах пулӑшса пынишӗн чунтан тав тӑватпӑр. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас ыйтӑва тимлени, социаллӑ тата пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама пулӑшни Чӑваш кӗнеке издательствине тӑван чӗлхепе кирлӗ литература кӑларма май парать.

Уйрӑм тав сӑмахӗ — «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗ» акционерлӑ обществӑн коллективӗпе ертӳҫисене. Сирӗнпе пӗрлешсен Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫларӗ: технологи, полиграфи енчен майсем анлӑланчӗҫ, логистика ҫӑмӑлланчӗ. Пӗрлӗхре — вӑй. «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗн Чӑваш кӗнеке издательстви халӗ — автор шухӑшне хитре те паха кӗнеке туса ӑна нумай тиражпа калӑплакан организм. Тавтапуҫ сире малалла пӗрле утнишӗн!

Эпир мал ӗмӗтпе пурӑнатпӑр. Ҫитес вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫӗнӗ авторсен тата классиксен хайлавӗсене кӑларма палӑртнӑ. Паянхи кун ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекен ҫыравҫӑсен пултарулӑхне те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Авторсем, вулакансем, кӗнекеҫӗсемпе полиграфистсем, эпир чӑваш кӗнекин чапне ӳстеретпӗр, унпа тивӗҫлипе мухтанатпӑр.
Уяв ячӗпе, туссем! Чӑвашла вулӑр, пӗр-пӗринпе хутшӑнӑр, ҫырӑр, чӑваш чӗлхине упрӑр, аталантарӑр!

Валерьян АНДРЕЕВ,
«Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗн Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ — тӗп редакторӗ