Пирĕн ĕмĕр поэчĕ
16 мая 2025
Малтанлăха виçĕ сăвăпа паллашма сĕнесшĕн. Вĕсем — халь кăна пичетленсе тухнă «Чăвашăм, пурăн!» кĕнекерен. Унăн авторĕ Олег Прокопьев хăйне евĕрлĕ çыравçă пулни çак виçĕ хайлаврах палăрать.Кĕнекене пĕтĕмпех вуласа тухсан вара сăвăç пултарулăхĕ тата анлăраххăн курăнса каять. Çĕнĕ кăларăмăн тĕшшипе пуринчен малтан паллашнă Виталий Станьял сăвăсене тишкерсе пысăк хак парать, авторне вара çак ĕмĕр поэчĕ тет. Эсир те хапăл тусамăр.
Галина Антонова, «Чăвашăм, пурăн!» кĕнеке редакторĕ
* * *
Хам çĕр çине выртса киленĕп,
Йĕри-тавра уявсăр, лăпкă...
Эп пĕчĕк çын, тĕнче — ман килĕм,
Кив тум çинче юратнă саплăк.
Пулсан çуралнă çĕр пĕр лаптăк,
Курсассăн куçăм çăлтăр витĕр
Чуна каçхи тӳпе çутатĕ —
Вара кунти сахал та çитĕ.
Сар уйăх, эсĕ — çавра çăкăр,
Тирпейлĕн хуçăп та — тĕпренĕн,
Çут çăлтăрсем ӳкеççĕ йăлтăр
Тута хĕрнех çав тер илемлĕн!
Пĕр лаптăк çĕр — тăван вăл питĕ!
Кунтан каяс чухне те калăп:
Эп пĕчĕк çын — телейĕм çитĕ
Пулсан çуралнă çĕр пĕр касăк!
* * *
Ку тĕнчере тĕссем те урăхла,
Кĕрен çилсем хăюллăн улăхра
Сенкер утсен кăтрисене тураççĕ —
Кĕрхи илем çуркуннене çураçнă.
Кунсем кĕме манаççĕ улахран.
Кунти каçсем çухалнă канăçра,
Ним юлмиччен хĕрелнĕ анăçра
Сар чечексем пĕрне-пĕри саваççĕ,
Саркаланса кĕписене хываççĕ...
Кунта — нихçан та çылăх пулмасла.
Ирсем кунта пылаклă тунсăх пек.
Ав, тухăçран васка-васка тухать те
Хĕвел ачи, чĕри ытла çунать те,
Юратупа пылланнă сывлăма
Чĕркуçлене-чĕркуçлене ĕçет.
Ку тĕнчери тĕссем йăлт урăхла...
Атя санпа çак тĕнчере юлатпăр:
Сап-сар чечек, хĕвел ачи пулатпăр;
Ирпе — улах, каçпа улах тăватпăр
Ун пек çынсем нихçан пурăнмасла.
* * *
Паян КАМПА сыпмаллине эс пĕлĕн,
Ыран пĕлсе сăлтавлăн МĔНШĔННЕ.
Хăв кăмăлна час-час сăлтавсăр çĕклĕн
Манса ĂÇТА, МĔН ЧУЛЬ ĕçмеллине.
Малтан сана ЮРАТНИПЕ ĕçтерĕç,
Унтан тулать черкке ХИСЕПЛЕСЕ.
Сĕне-сĕнех чысна çилпе вĕçтерĕç.
Кайран ĕçтерĕç хытă ШЕЛЛЕСЕ.
Юратнине ПӲРНЕСКЕПЕ пĕлтерĕç,
Туссен хисепĕнче типет ЧЕРККЕ,
КУРКА патне сăмахсăрах çитерĕç,
Шеллев — тулли мăн АЛТĂР. Тыт, лĕркке!
Малтанласа ПЫЛАККИНЕ тутанăн,
Кайран ХАЯР эрех пуçа тивмест.
Пур пурлăхна сутса çука тухсассăн
ШĂРШЛИ те сăн-пите хĕретеймест.
Тавсси! тесех çынсем сана улталĕç...
Хăвна çеç эс нихçан хисеплемен.
Юлашкинчен кĕрекерен хăвалĕç,
— Эй-й-й, йĕрĕнчĕк, кунта сана чĕнмен!
ВĂХĂТА ТИМЛĔ СИСЕТ
Чăваш ӳнерĕнче Олег Иванович Прокопьев тахçанах палăрнă. Вăл — паллă журналист, пултаруллă поэт. Унăн сăввисем 2008 çулта «Шыв çинчи сар хĕвел çулĕпе» кĕнекинче тата 2013 çулта «Чăваш поэзийĕн антологийĕнче» пичетленнĕ, интернетра тухнă.
Олег Прокопьевăн «Чăвашăм, пурăн!» кĕнеки «Кая хăварнă сăвăсем» ятлă пĕтĕмлетсе калакан хайлавпа уçăлать. Сăвă кая юлать-и? Лайăх сăвă ĕмĕрсем пурăнать. Сăввисем «çынна çунат хушса вăй панине» кунта каланă-çке! Апла тăк пĕртте кая юлман.
Сăвăсене сакăр ушкăна уйăрса панă. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ, мĕн çинчен çырнине пайсен ячĕсенченех пĕлме пулать: «Ялти тĕрленчĕксем», «Юрату тата ырату», «Тĕрĕслĕх шыравĕ», «Тивĕç», «Юратупа эс килтĕн тĕнчене», «Тухату», «Витĕркуру – асăрхаттару». Юрă хывма ăсталанă сăвăсене уйрăм вырнаçтарнă. Жанр тăрăх йĕркелес пулсан, «сăвăсем» (шурă сăвă, ирĕклĕ сăвă, акросăвă, ода тата ытти те), «уйланăшсем» (баллада), «юрăсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччĕ. Тема тăрăх йĕркеленĕ пайсенче маларах çырнисем пур пулсан та, XXI ĕмĕрте çырнă хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева çак ĕмĕр поэчĕ тетĕп.
Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ вăхăт, хальхи çынсемпе тăван çĕршыв поэта мĕнлерех курăнать-ха? Çутçанталăкра, тăван ялта, ĕçре-тивĕçре, тĕрĕслĕхре тата... çапкаланчăк ĕçкĕçсенче. Эпир тулăх самана ачисем вĕт! Вăхăчĕ пăтравлă пулсан та. Лару-тăрăвĕ савăнмаллиех марри сăвăранах курăнать — тăван чĕлхе пирки павракан тӳре ачисем те чăвашла пĕлмеççĕ, ваттисем çеç тăрса юлнă ялти «чи ватă мучие йӳн тупăкра пытарĕç», «хупмашкăн маннă хурсене туланă выçă йытăсем», ашшĕсĕр çемьен сурăхĕсене вăрăсем тытса кайнă. Çыннисем, ачисем, каччисем, хĕрĕсем ятламалла япăх хăтланаççĕ. «Куратăр: тĕнче усал, тĕнче хаяр». Чăт, чăваш!
Олег Прокопьев, Чăваш хумсасĕнче (радиовĕнче) вăй хунăскер, «Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕнче ĕçлекенскер, сăмах хăватне лайăх пĕлет. Чĕлхепе сăнарлăн усă курасси унăн пултарулăхне яланлăх кĕрсе вырнаçнă. Сăвăсенче çакă тӳрех курăнать. Сăвăхывăм вăрттăнлăхĕсене (версификацие) тĕпренех ярса илнĕ. Йĕркесен виçи, çаври, картсем, кĕвĕлĕх, янăрав, пусăм, сăмах вылявĕ, калаçу тĕсĕ («Салам», «Юрату пире çăлать», «СМС» сăвăсене сăна) çĕр тĕрлĕ — кашни кăмăл-туйăм, шухăш валли юрăхлă ӳкерчĕк тупса майланă. «Çурт тăррисем аслатие хавасчĕ — Сикет пăрçа пек çумăрĕ — шултра. Кӳлленчĕкре те йывăçсем пурнатчĕç, Пурнатчĕ пĕлĕт. Эп çара уран». («Çав саккăрти ача пекех юласчĕ» сăвă). Аллитераци-ассонансĕ, пысăклату-пĕчĕклетӳ, чĕрĕлетӳ, такмакĕ-гексаметрĕ тата тем те ăна пăхăннă: «Çут тĕнче тĕвĕленнĕ тĕлте йăвине çавăрать çамрăк кăмăл» вăрăм йĕркесемпе юнашарах — кĕскен калани: «Атя санпа ларса йĕрер» е тата пĕр-ик сăмахпа картласа кайнисем — «Паян каçпа çăпатапа» йышшисем шăкăрин. «Катаран киленсе каçхи канăç килет...», «Каç каркăçне кив уйăх сĕтĕрет аран. Унпа вăл чĕркенсе выртасшăн» («Ир кӳлĕм»). «Выртать шур юр хăяккăн Сăртсем çинче канса» («Пуçламăш»). Ӳкерчĕк-и? Селĕм чĕрĕлетӳ. Тăршшипех çапла. Кăрлачра, нарăсра, пуш уйăхĕнче, акара («Апрель çаплах пӳрт çамкине çуллать...»), çуркунне («Çурăлман çулçăсем папкара калаçаççĕ»), кĕркунне, хĕлле... Шурă каçра, тунсăх ирхине, хирте, вăрманта... — виçесĕр анлă поэтăн тĕнчи. Виçесĕр унăн поэзи ӳкерчĕкĕсем. «Чи тарăн тинĕсре улмуççисем ӳсеççĕ, Улмийĕсем ӳкеççĕ пĕлĕте...». Те романтика темелле, те фантастика кунта.
Юрату ярăмне вуласан «Кĕмĕл ĕмĕр» (Серебряный век) таврăннă пекех туйăнса кайрĕ. Кашни сăвă çăтă, шухăшлă, çав вăхăтрах чипер. Юратăва черченлетсе, ытарлатса, капăрлатса, ĕмĕрлетсе кăтартнă. Ĕмĕрхи ачашлану, тупа туни, йăнăшни, кĕвĕçни, сăвăç чунĕ вĕçерĕнсе кайни... Вуласа пăхăр, хăвăрах ăнланса хăпартланăр. Тен, çырса та илĕр, пăхмасăр вĕренĕр.
Гражданла лирикăра та ун вичкĕн сăнавсем пайтах. «Çĕпĕре кайма тивнисене» сăвăра «Раççейре миçе çулта вилеççĕ?» тесе ыйтниех поэт паянхи е ĕмĕрхи пăтравсенчен пăрăнса иртменнине систерет. «Камсем тăраççĕ тупăк умĕнче — Хăйсен çăтмахĕнче кама хăварĕç»? Кунта эпĕ публицистсем калайманнине тавçăрса илетĕп. Тĕплĕ поэзи вăхăта тимлĕ сисет çав!
Олег Прокопьевăн поэзи туйăмĕ, илем хисепĕ çирĕп. Ку пурнăçра мĕн хаклине, мĕн чăннине вăл тахçанах картса хунă. Çынна хисеплени, юратни, ăна чипер тăвас тени, ĕçе, лăпкă пурнăçа ырлани кĕнекере тапса тăрать. Ăслă шухăшлать поэт, кашни сăвва пĕлтерĕшлĕ тăвать. Çакă ăна ытти сăвăçсенчен, сăмах купалакансенчен, пачах уйăрса çĕклет. Ман асран, тĕслĕхе, сăвăри ирхи сăн каймасть: «каç киле кĕртмен кушак «çĕнĕ пир тăрăх темĕн çырнă», инке ĕне сума тухнă та урисемпе кăпăш юра чуптуса хăварнă... Эппин, килĕшнĕ сăвăсем çинченех калам-ха. Вĕсем нумай. Уйрăмах юрату-ырату, чун-чĕре, кăмăл-туйăм, ăс-хакăл вылявне сăнарланисем хушшинче. Тем тесен те, Олег Прокопьев — сисĕмлĕ лирик. Ку унăн пултарулăхĕн уçăмлă пахалăхĕ. Пурнăç вылявне вăл туйăмсен черетленĕвĕ урлă кăтартса пырать. Поэзире никĕсленнĕ сар кайăксенчен, тинĕсрен, чечексенчен, уйăхран-хĕвелтен, çăлтăрсенчен, тĕлĕксенчен, пирĕштисенчен тараймасть пулин те, хăйĕнле çутатать, хăйне майлă калать.
Юрату çинчен лавĕ-лавĕпе çырнă ĕнтĕ. Шутласан, 2000—2024 çулсенче унта çĕннине мĕн тупма пулĕ-ши? Тупăнать çав. Харкамăн — хăйĕн туйăмĕ. Паллах, лирика геройĕ (ăна меслет кĕнекинче «йӳтĕмçĕ» тесеттĕм) — хальхи çын, унăн чун-чĕри таса, тĕллевĕсем ырă, вăл ашшĕ-амăшне, тус-тантăшне, савнине çĕклентерсе, чиперлетсе кăтартать. Сăвăсенче йӳтĕмçипе сăвăçи пĕрлешсех кайнă темелле. Вăл тĕнче илемĕпе киленет. Анчах та мар. Сивлесе лектермелли те пайтах пирĕн таврара. Олег Прокопьевăн ятлани те хăйĕн лăпкă кăмăлĕ урлă тухать иккен.
Поэтăн вăйлă енĕ — юрату, çутçанталăк, шухăш (медитаци) лирики. Çĕнĕ кĕнекере çавсене ятарласа кăтартса тĕп вырăна кăларни питĕ вырăнлă. Таса туйăмсен сăнарлă сасси каласа кайнă шĕпĕл сăвăсене хăйсен вырăнне лартать. Чăваш сăмахлăхĕнче вăл та, леш те çителĕклĕ. Пулччăр пурте. Ку кĕнекери çĕмрен йĕппи пек чĕтренекен, шăхăрса янăракан йĕркесем — Çеçпĕл, Митта, Хусанкай хывнă юрату лирикин малалли тăсăмĕ пулĕç. Вĕсем ку чухнехи чăваш литератури этем чун-хавалне кăтартакан пахалăха чакарманнине картса тăраççĕ.
Виталий Станьял, Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ,
чăваш халăх ăсчахĕ, филологи наукисен кандидачĕ
Галерея