Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Петр Маркинăн «Тинĕс кукринчи юман» кĕнеки кун çути курнă

15 января 2025

Пурнăç пире тĕрлĕ çынпа тĕл пултарать, çав шутра – Александр Пушкин вырăс çыравçипе те. Ĕненместĕр-и? Эппин, Петр Маркинăн «Тинĕс кукринчи юман» кăларăмне алла тытма васкăр. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Чăвашла Олег Кульев куçарнă, редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Кăларăма новелла тата юмахсем кĕнĕ.
«Тинĕс кукринчи юман» хайлавра тĕлĕнмелле ĕç пулса иртет. Чылай çул каялла тĕп сăнар Александр Пушкинăн «У лукоморья дуб зеленый, златая цепь на дубе том...» юмахне вуласан пăлханса кайнă. «...Çав сăвă йĕркисем темиçе кун чунăма канăç памарĕç, хамшăн тем çĕннине уçрăм. Эпĕ, вăрманта пурăнаканскер, кашни кун юман куратăп, йĕкелĕсене пуçтаратăп, хăрăк турачĕсемпе кăвайт чĕртетĕп, анчах çак йывăç пирки çавăн пек ăшшăн, чуна пырса тивмелле калама май пуррине чухламан», – тет вăл.
Çавăнтанпа юманра асамлăх курать, çав сăнчăр тăрăх утакан кушак куç тĕлне пулассăн туйăнать ăна. Анчах çулсем иртсен тĕп сăнар çав йĕркесен авторне курасса шутлама та пултарайман.
Хăй вăхăтĕнче Грязнуха вăрманĕпе А. Пушкин иртсе кайнă-мĕн. Вăл, Пугачев пăлхавĕ çинчен хайлав çырма хатĕрленнскер, унта çитсе курма тĕв тунă. Калуçă, çитĕннĕ çын ĕнтĕ, çав вырăнсене уçăлмалла кайса килме шутлать. «Малтан эпĕ такам çăмăллăн утса иртнине илтрĕм, кайран йывăçсем хушшинче унăн мĕлки иртрĕ. Акă ĕнтĕ уçă вырăна çын тухса тăчĕ: çÿллех мар, кăтра çÿçлĕ, питне бакенбард хуплать. Çине çÿхе плащ уртса янă, аллинче – цилиндр...» Çак йĕркесене вуласан тĕп сăнар кампа тĕл пулнине тÿрех пĕлме пулать.
«Лапай» тата «Тузик» хайлавсенче – тăват ураллă туссен пурнăçĕ тĕпре. Лапая Гаврила Степанович чикансене сутса ярать. Йытăшăн тунсăхланă ачасем пĕрле пухăнса ăна çĕнĕ хуçасенчен вăрлама шутлаççĕ.
Тузикăн шăпи вара синкерлĕ килсе тухать. Ĕçкĕпе аташма юратакан çемьене лекнĕскер килсĕр тăрса юлнă. Таврари ачасем ăна пурте юратнă, тăрантарнă, унпа вылянă. Йытă вĕсене çакăншăн хăйне май тав тунă – ют çынсене ачасем çывăхне яман. Анчах нишлĕ чунлисем те çумрах иккен.
«Çынсем патне тухнă кашкăр» çинчен сунарçă каласа парать. Иртĕхсе кайнă чĕрчунсем ял çыннисене самай нуша кăтартнă. Çавăнпа сунарçă капкăнсем лартма шутлать. Нумай та вăхăт иртмест, пĕр кашкăрĕ унта çакланать. «...Пĕлетĕр-и, ман çине, пăшал çине чылайччен куç илмесĕр пăхса тăчĕ. Кайран пĕрех çăлăнас çук терĕ пулас – юр çине ларчĕ те пуçне кăнтарса ÿлесе ячĕ. Манăн пĕтĕм ÿт-пÿ сÿлетсе илчĕ, чĕре те хĕссе кайрĕ».
Мĕнпе вĕçленчĕ-ши çак тĕлпулу? Тавăрма пултарчĕ-ши сунарçă ял выльăх-чĕрлĕхне шар кăтартакана – куна кĕнекепе паллашсан пĕлейĕр.
Петр Маркин хайлавĕсем çутçанталăк илемне курма, ырă чунлă пулма, чĕрчунсене хĕрхенме вĕрентеççĕ.

Автор çинчен
Петр Григорьевич Маркин – вырăс писателĕ. Вăл 1930 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенкилей районĕнчи Ялавăр ятлă чăваш ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Тăхăр ачаран кĕçĕнни пулнă. 1934 çулта Маркинсен çемйи вăрман кордонне пурăнма куçнă, çав вырăна ĕлĕк А.С. Пушкин пырса кайнă теççĕ.
Улттăмĕш класчен Шилавăри ялти шкулта, унтан – Тушнинăри сакăр класлă шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн Сенкилейри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă.
Пĕрремĕш калавне 1948 çулта çырнă, вăл «Карюха» ятлă, «Сталинский организатор» район хаçатĕнче пичетленнĕ. Хĕсметре пулнă хыççăн Хусанта (Тутарстан), Балашовра (Саратов облаçĕ), Шупашкарта (Чăваш Республики) тухса тăракан хаçатсенче ĕçленĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Ленинградри аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ, чылай çул Шупашкарти телевидени студийĕнче вăй хунă.
Литературăра 1970-мĕш çулсенче палăрнă. Унăн «Выплач» (1978), «Кебрачо» (1980), «Дорога в детство» (1986), «У родного порога» (1990) тата ытти кĕнекисем пичетленнĕ.
П.Г. Маркин – СССР Писательсен союзĕн членĕ (1976), Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1977), Чăваш Республкин Профессиллĕ писательсен союзĕн Петр Осипов ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Çыравçă 2022 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

 Подробнее о книге...