Петĕр Яккусен поэт – асрах
02 сентября 2025
Паллă поэт, куçаруçă, чĕлхе тĕпчевçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) пурăннă пулсан кăçал, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 75 çул тултармаллаччĕ. Шел, темиçе çул каялла тĕнчипех алхаснă кăшăлвирус чирĕ ăна пирĕнтен яланлăхах уйăрчĕ. Апла пулин те, Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ калашле, «Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ...» Петĕр Яккусен поэзине юратакансем аллинче яланах – вăл çырнă кĕнекесем: «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Çавра кÿлĕ», «Кĕмĕл кимĕ», «Шурă пĕлĕтсем», «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» т. ыт. те.
Нумаях пулмасть, августăн юлашки кунĕсен пĕринче, чăваш çыравçисен ушкăнĕ – Юрий Исаев, Владимир Степанов тата Олег Кульев – поэтăн тăван ялĕнче, Краснармейски округĕнчи Упаçырми ялĕнче, пулчĕ. Унта хăнасем Петр Яковлевичăн тăлăха юлнă мăшăрĕпе Светлана Зиновьевнăпа курса калаçрĕç, иртнисене аса илчĕç. Кайран пурте кÿршĕ ял çумĕнче вырнаçнă çăва çинче пулчĕç, чăвашсен авалхи йăлипе сумлă поэтăмăра асăнчĕç. Вăл çырнă тата ăна халалланă сăвăсене вуларĕç.
Олег Кульев «Петĕр Яккусене асăнса» хайлавĕпе паллаштарчĕ.
Çитмĕл пиллĕк тултаратчĕ
Пурăннă пулсан,
Вăл тата мĕн чуль çыратчĕ
Ир кайман пулсан.
Пурпĕр вилчĕ вăл, çухалчĕ
Ман теес килмест.
Пултăр уйрăлу саманчĕ –
Чăн поэт вилмест.
Халĕ те асран тухмаççĕ
Сăвăç çырнисем:
Тăм тăвайккинче выляççĕ
Савăк ачасем,
Çавра кÿлĕ, кĕмĕл кимĕ,
Шурă пĕлĕтсем...
Кам-ши ырăпа ас илмĕ –
Манăçми ятсем.
Çитмĕл пиллĕк тултаратчĕ
Пурăннă пулсан.
Чăн поэтăн çут таланчĕ
Пирĕнпе ялан.
Галерея