Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Паян Марк Аттай чăваш çыравçи çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.

07 апреля 2025

Марк Аттай (Марк Сергеевич Терентьев) 1905 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Янкасри пуçламăш (1913–1917), Упири ултă çул вĕренмелли (1917–1919) шкулсенче пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки 1926 çулчченех килте ĕçлесе пурăннă. Ялта вăл хастар комсомолец шутланнă, пионер отрядĕнче темиçе çул вожатăйра ĕçленĕ, «Канаш» хаçата ял хыпарĕсене çырса тăнă.
Литература ĕçне 1924 çулта пуçăннă, «Канаш» хаçатра, «Капкăн» журналта унăн юптарăвĕсемпе фельетонĕсем, очеркĕсем пичетленнĕ.
1926 çулта М. Аттай Шупашкара пурăнма куçнă: малтан типорграфире рабочи, кайран корректор пулнă, Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ хыççăн «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. Çыравçă чылай çул Канаш районĕнче тулли мар вăтам шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.
1927 çулта унăн «Хĕрлĕ сăнă» пĕрремĕш кĕнеки пичетленнĕ, унта такмаксем, юптарусем, сăвăсем кĕнĕ. 1932 çулта «Çамрăк хунав» кĕнеки кун çути курнă.
1936 çулта Çĕпĕре куçа кайнă, унта вăрçă пуçланичченех тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă, 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.

Çу сĕрсен
Юптарса калани
Хулари «чаплă» урапа
Ăнсăртран лекрĕ пĕр яла.
Тĕрĕссипе каласан,
Çак ĕçпе килнĕ вăл паян:
Ял урапи пуçлăхсенне
Тĕрĕслеме ĕçĕсене.
Çак сăлтавпа урапа
Пычĕ яла çухăрса,
Çинçе саспа ятлаçса:
– Ял урапи юлташсем!
Ма пирн çулпа чупмастăр!
Пĕрмай эсĕр, йĕксĕксем,
Çулран тухса каяттăр!
Апла пурăнма раз юрать?
Халех сире ристовать!
(Пĕрмаях хăй тутине çуллать –
Паллах ĕнтĕ, вăл çу ыйтать!)
Ял урапи тенисем
Хăранă пек пулнăччĕ,
Нумайăшĕн шăлĕсем
Шакăртатаса чĕтретчĕ.
Анчах пĕр ватăрах урапа
Кунашкала курнă пулмалла.
– Ан хăрăр, – тет лешсене, –
Çу сĕрĕпĕр тенелне!
Эппин, ун пек сăлтавпа!
Анчах часрах, юлташсем,
Сĕрес ăна çупала!
– Сĕрес, сĕрес! – теççĕ ыттисем.
– Лайăхрах сĕрес, – çирĕпелетеç теприсем.

Çав вăхăтрах васкаса
Сĕрсе лартрĕç çупала.
Чăнах, хайхи урапа
Шăпах, пăрахрĕ çухăрма.
Ăна çемçе çу тути
Çемĕçтерчĕ пулмалла!
Тек кулкалать мăн тути:
Ăçта! – тет вăл, – саккунпа.

1927