Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Пайкилт ялĕнче «Пайкилт – Слакпуç. К.В. Иванова асăнса» ятлă сад лартрĕç

20 мая 2025

Кăçал çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш позийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитет. Пушкăртстанра Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ поэт Чăваш Республикинче пурăнакан вулакансемшĕн яланах çывăх пулнă. Чылай çул унăн йăхĕ-тымарĕ Пушкăрт çĕрĕнченех тесе шутланă. Халĕ вара Канаш округĕнче пурăнакансем ăна ентеш тесе çирĕппĕнех калама пултараççĕ. Нумаях пулмасть тĕпчевçĕсем Константин Васильевичăн мăн аслашшĕ – Кашкăр – Канаш округĕнчи Пайкилт ялĕнчен пулнине тĕпчесе палăртнă.
Çак пулăма тата поэт çуралнăранпа 135 çул çитнине тĕпе хурса çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пайкилт вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, чăваш çыравçисем тата ăсчахсем йывăçсем лартрĕç. «Пайкилт – Салкпуç. К.В. Иванова асăнса» ятлă вăл сад. Чăваш Республикин профессиллĕ писательсен союзĕ йĕркелерĕ, Сергей Павлов чăваш халăх писателĕ, Союз ертÿçи; Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ; Ольга Федорова (Васильева) прозаик, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ йывăç лартас ĕçе хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле Шупашкартан Юрий Исаев филологи наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ; Виталий Иванов истори наукисен докторĕ; Александр Осипов тележурналист, музыка тĕпчевçи çитрĕç.
К. Иванов йăхĕсене хисеп тума инçе çула кĕскетсе Пушкăртран сумлă хăнасем вĕçтерсе килчĕç: Пушкăртстанра тухса тăракан «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, Пушкăрт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ пичет ĕçченĕ Юрий Михайлов; Пушкăрт Республикин Пелепей тăрăхĕчи Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Яковлев; Мударис Сафин таврапĕлÿçĕ, тĕпчевçĕ Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ Вячеслав Ерохин.
Хăнасене Пайкилт вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Ильин, вĕренекенсем тата ял çыннисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
– Паян пирĕн Пайкилт шкулĕн сумлă уяв! Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче К. Иванов 135 çул тултарать. Çак пулăма сума суса эпир йывăç лартатпăр. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Малалла пирĕн йывăçсене пăхмалла, ÿстермелле, Пушкăртри туссем патне кайса çÿремелле, туслă пурăнмалла, – терĕ Владислав Гаврилович.
Ачасемпе хăнасене Канаш муниципаллă округăн Администраци пуçлăхĕн çумĕ, Канаш округĕн вĕренÿ управленийĕпе çамрăксен политикин начальникĕ Наталия Суркова, Канаш округĕн пухăвĕн депутачĕ Руслан Григорьев саламларĕç. Руслан Аркадьевич Пайкилт шкулне К.В. Иванов ятне парас енĕпе тимлеме шантарчĕ.
Çыравçăсемпе ăсчахсем шкул библиотекине хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.
– Эпĕ 2018 çулта пуçарнă ĕç Пайкилт шкулĕн дирекцийĕ, Чăваш Республикин профессиллĕ писательсен союзĕ тăрăшнипе тата пулăшнипе паян пурнăçланчĕ. К. Иванов йăхĕ Канаш тăрăхĕни Пайкилт ялĕнчен пулнине ăсчахсем çирĕплетрĕç, çавăнпа эпĕ питĕ телейлĕ, – терĕ Светлана Васильевна.
Константин Ивановăн йăхĕ Пайкилтрен тухнине камсем тупса палăртнă-ха? Уява килсе çитнĕ Виталий Петровичпа Мударис Харисович ăсчахсем. Вĕсем çак ĕç еплерех пулса иртнине тĕлпулура тĕплĕн каласа пачĕç. Малтан Виталий Петрович сăмах илчĕ:
– Константин Ивановăн йăхĕ, аслашшĕн аслашшĕ, Пайкилтрен тухнине малтан никам та пĕлмен. 1990-мĕш çулсенче Ĕпхÿре пурăнакан чăваш профессорĕ, техника наукисен докторĕ Алексей Александрович Кондратьев çак ыйтăва тĕпчеме пуçланă, К.В. Иванов йăхĕ пирки статьясем çырнă. А.А. Кондратьев Константин Ивановăн мăн аслашшĕ Антон Данилов ятлă пулнине палăртнă. А. Данилов Слакпуçне Пелепей ялĕнчен куçса килнĕ. Ун чухне Пелепей хула пулман, 1781 çулта Кĕтерне патша ăна уес хули туса хунă. Антон Даниловăн тата темиçе çемьен Слакпуçне куçса кайма тивнĕ. Алексей Александрович çакна палăртса ĕлкĕрнĕ, анчах туллин тишкереймен, шел пулин те, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Вара çав ĕçе эпир Мударис Харисович тусăмпа – историкпа – вĕçне çитерес терĕмĕр. Слакпуç историйĕпе материал пуçтарнă Мударис Харисович Кашкăр йăхĕ Пайкилтрен тухнине каларĕ мана. Çапла эпир «Истоки. Родина и род поэтов К.В. Иванова и Я.Г. Ухсая» кĕнеке çыртăмăр. Сăмах май, Ухсай Яккăвĕ – Константин Ивановăн виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Епле майпа-ха? Антон Даниловăн малтанхи ячĕ Ваçук Андрюхин пулнă. Тĕне кĕриччен çав ятпа çÿренĕ. Тĕне кĕрсен – Антон Данилов пулса тăнă, вăл – Кашкăр йăхне пуçарса яраканĕ. Антон Даниловăн икĕ ывăл çуралнă: пĕрремĕш Çимун тата иккĕмĕш Çимун. Пĕр çемьере икĕ Çимун пулнă. Пĕрремĕш Çимунран К.В. Иванов йăхĕ кайнă, тепĕр Çимунран Ухсай Яккăвĕн йăхĕ тăсăлнă. Апла пулсан Ухсай Яккăвĕн тĕпĕсем те çак ялтан – Пайкилтрен.
Унăн калавне тăсса Мударис Харисович çапла каларĕ:
– Эпĕ çирĕм çул Мускавра федераллă архивсенче ĕçлерĕм. Пушкăрт Республикинче йăх-несĕлсене тупса палăртма Правительство шайĕнче Постановлени йышăннăччĕ. Эпир, пушкăртсем, тутарсем, чăвашсем, несĕл йывăççисем хатĕрлеме тытăнтăмăр, Мускав архивĕсене çÿрерĕмĕр. Алексей Кондратьева эпĕ палланă, Иванов пирки калаçусем те пулнăччĕ. Çавăнпа вăл пурнăçран уйрăлсан Антон Данилов Пушкăрта ăçтан куçса килнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕнчи документсене тишкернĕ чухне эпĕ сăвăçăн йăхĕсем ăçтан куçса килнине тупма пултартăм. Çавăнпа та Константин Иванов мăн аслашшĕсем Пайкилт ялĕнчен Пушкăрт çĕрĕ çине тухса кайни – документсемпе çирĕплетнĕ факт! Йăхĕ Пелепее 1756 çулта куçса килнĕ. Кĕçех Пелепей ялне Иккĕмĕш Кĕтерне патша уес хули туса хунă та чăвашсене унтан хальхи Слакпуçне кăларса янă.
Акă чи кĕтнĕ самант пуçланчĕ: хăнасемпе шкул ачисем «Пайкилт–Слакпуç» сада йывăçсем лартрĕç. Катек ялĕнчи Таса Турамăш Пукравĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Константин иерей пысăк та сăваплă ĕçе пуçлас умĕн кĕлĕ вуларĕ.
Кĕçех Пайкилт шкулĕ çумĕнчи сад Пушкăртстанран илсе килнĕ пилеш, улмуççи, груша, хурлăхан, сирень тĕммисемпе тата Пайкилт шкулĕ лартнă çăка, чăрăш йывăççисемпе пуянланчĕ.
– Туслăх кĕперне хыврăмăр, малашне вăл тата çирĕпленсе пытăр, – терĕç ыр сунса Пушкăртан килсе çитнĕ хăнасем.
Уява Канаш районĕнчи Тăрăн ялĕн «Улах» (ертÿçи – Н.М. Семенов) тата Пайкилт шкулĕн (ертÿçи – И.Н Чернова) фольклор ушкăнĕсен юррисем уява илем кÿчĕç.

 


Галерея

IMG_20250519_130624_503 IMG_20250519_130624_517 IMG_20250519_130632_334 IMG-20250517-WA0001 IMG_20250517_105824 IMG_20250517_110431_edit_64384812520904 IMG_20250519_104837_308 IMG_20250517_100000 IMG_20250517_095631 IMG_20250517_105708 IMG_20250517_104809 IMG_20250517_101000