Ольга Рубцова – «Телейлĕ билет» хуçи
07 ноября 2025
Çыравçăшăн кĕнеке пичетленни – пысăк савăнăç, телейлĕ билет лекнипе танах. Хайлав пуххи «Телейлĕ билет» ятлă пулсан – пушшех те. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă кăларăм кун çути курчĕ.Унăн авторĕ – Ольга Рубцова прозаик, редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне виçĕ повеçпе ултă калав кĕнĕ.
Автор произведенийĕсенче тĕрлĕ тема хускатать: пурнăçпа вилĕм, юратупа курайманлăх, туслăхпа ăмсану, шанчăклăхпа сутăнчăклăх т. ыт. те. Паянхи çивĕч ыйтусенчен пăрăнса иртмест вăл, вулакана шухăша яракан сăнарсем калăплать. Унăн геройĕсем – хальхи яшсемпе хĕрсем, çитĕннĕ çынсем. Кашниех хăй телейне шырать. Пĕрисем ăнăçăва хӳринчен ярса тытассишĕн тем тума та хатĕр, çумри çынна ура хума та; теприсем ыттисене пулăшнинче тивлет тупаççĕ; виççĕмĕшсем суя тĕллев хыççăн кайса шар кураççĕ.
Триллер паллисем те пур
Сăнарсемпе пĕрле вулакан таçта та çитĕ. «Виличчен те манаймăп…» повеçри Маргарита хыççăн çапăçу хирĕнче утма та тивĕ. Мĕн туса çӳрет-ха вăл унта? «Пульăсем айĕнче çӳресси хĕрсен ĕçĕ мар». Савнийĕ Саша тулли мар мобилизаципе Ятарлă çар операцине тухса кайсан Рита канăçне пач çухатать. «Хуть те мĕн каласассăн та – чăтаймастăп эпĕ, кĕтесси, кашни самантра юратнă çыншăн хумханса çӳресси темле хăрушлăхран та йывăртарах маншăн. Ман та çĕршывшăн, ун çĕнтерĕвĕшĕн мĕн те пулсан усăлли тăвас килет, Саша пекех хастар пуласчĕ, унран ӳксе юлас марччĕ…» – тет вăл. Чăннипе хăй ăçта каяссине килтисене те каламасть. Маргарита, медицина ĕçченĕ пулса тăнăскер, вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре мар тĕл пулать, мĕнпур йывăрлăха парăнтарса малалла талпăнать. Юрату хĕре вăй кӳрет. Акă пĕтĕм хирĕçтăру вĕçленĕ те, савнисем каллех курнăçĕç, çемье çавăрĕç. Сашăпа Маргарита, чăнах та, тĕл пулаççĕ. Анчах ку тĕлпулу пĕртте кĕтнĕ пек килсе тухмасть. Мĕншĕн-ши? Чăнлăх шалт тĕлĕнтерсе ярать.
«Ылтăн кĕсье» ирониллĕ детективри тĕп сăнар – Есения – питĕ яваплă, хĕр тусĕшĕн тем тума та хатĕр: ун хваттерĕн адресне пĕлмесĕрех хăйне шыраса тупма та, ăна инкекрен çăлма та. Василиса – пач расна çын: çăмăлттай, хитре те канлĕ пурнăçа саваканскер. Ахальтен мар Ветрова хушматлă ĕнтĕ вăл. Хальхинче авă лайăх палламан каччăпа кăнтăра канма каясшăн. Анчах Пашăна… никампа хăварма çук имĕш. Есения ăна икĕ эрнелĕх илсе юласса, тăрантарасса шанать. Паша текенни кушак-мĕн, кӳршĕ карчăкĕ хăй вилес умĕн халалласа хăварнăскер. Мăрлукĕпе пĕрлех çитмĕл пин укçи лекнĕ Василисăна. Ун чухне чĕрчуна лайăх усрăп тесе сăмах пама çăмăл пулнă-ха. Чĕрĕ чуна пăхасси вара – пысăк яваплăх. Василисăшăн ку ют. Паллах, Есения килĕшет. Пашăн куçĕнче тунсăх кăна мар, вĕçĕ-хĕррисĕр ырату асăрхать вăл. Çывăх юлташа пулăшас тени, кушака хĕрхенни пăтăрмаха кĕртсе ӳкерессе кам сĕмленнĕ-ха? Есения хăй сисмесĕрех детективлă ĕç-пуç авăрне чăмать, темиçе хутчен вилĕмрен хăтăлса юлать. Тĕплĕнрех пĕлес тесен кĕнекене алла тытмалла.
«Парнелеймен сăнӳкерчĕк» повеçре тĕпре – туслăх теми. Хăвна чăннипех ăнланакан, пулăшакан çынна тĕл пулма çăмăл мар. Ун пекки тупăнсан ăна куç пек упрамалла. Соня хăйне телейлĕ теме пултарать: унăн Мила пур. Ача чухне Мила Соньăна путса вилесрен çăлса хăварнă. Çавăнтанпа çывăх туслашнă вĕсем. Пур çĕрте те пĕрле. Ӳссе çитсе хĕр шутне кĕрсен те, качча кайсан та хутшăну татăлмасть, пачах урăхла – çамрăк хĕрарăмсем тăтăшах курнăçаççĕ. Çапах ку туслăх малтанхи йĕркесенченех сисчĕвлентерет. Милăн тыткаларăшĕ чунра иккĕленӳ çуратать, шанас килмест ăна. Ку хайлавра триллер паллисем пур: тыткăнлакан сюжет, ĕç-пуç хăвăрт пулса иртни, конфликт çивĕчлĕхĕ, паллăмарлăх, тĕлĕнмелле вĕçленни. Сăнарсен кăмăл-туйăмне ăста уçса парать О. Рубцова. Саспенс /хумханса кĕтни, пăшăрханни, мĕн пулассине ăнкарайманни, сăнарпа пĕрле хумханни, шикленни/ мелĕпе вырăнлă усă курать. Вуласа тухсан пĕр хушă ним чĕнейми ларатăн. «Капла та пулма пултарать-и?» – тетĕн. Пултарать-мĕн. Автора ĕненетĕн.
Калавсенче – кулăшла самантсем
Калавсенче шӳтпе кулăшла самантсем мала тухаççĕ. Кунти сăнарсене прозаик чылай чухне ирониллĕ сăнлать. Вĕсенче вулакан хăйне е пĕлĕшĕсене палласа илме пултарĕ. «Ултавçă фотошопри» Лира ятарлă программăпа усă курса хăй сăн-питне, кĕлеткине чиперлетет. Социаллă тетелте çыру çӳретекен Максимшăн илемлĕ пулас килет-çке пикен. Чăннипе хĕр тулли ӳтлĕрех, çакăнпа кăмăлсăр. Каччă тĕл пулма ыйтсан Лира тăхтаса тăрать: кăшт та пулин начарланасшăн. Ку тĕллеве пурнăçлама майне те тупать. Анчах ултавпа инçе кайăн-ши?
«Телейлĕ билет» хайлаври Андрей салтакран таврăнать. Канашран Шупашкара çитме билет туянать те автобуса кĕрсе ларать. Хăйне телейлĕ билет çакланнине асăрхать сасартăк. Ун пек билетпа мĕн тумалла-ха? Тĕрĕс, ĕмĕт çинчен шухăшласа çисе ямалла. Каччă çапла тăвать те. Анчах салона хĕрарăм кĕрсе тăрать те: «Граждансем, тархасшăн, билетсене хатĕрлĕр, контроль!» – тет. Хуть çĕр тĕпне анса кай. Ку лару-тăруран еплерех хăтăлса тухать-ши ĕнерхи салтак?
«Раиç аппа кин кĕртет» калаври кинеми ывăлне авлантарма шут тытать. Ялти çул çитнĕ хĕрсене хутпа ручка тытсах палăртса хурать. Тиркевлĕ куçпа хак парать Раиç. Юрăхли тупăнмасть. Хайхи вăл ĕçлекен столовăйне кулинари училищинчен тăватă практикантка килет. Раиç аппа аслă повар хăйне евĕрлĕ «кастинг» пуçлать. «Моделĕсем» çеç кун пирки ним те чухламаççĕ. Тăватă пикерен хăшне кин пулма тивĕç тесе йышăнĕ-ши ăшталанчăк хĕрарăм?
Кĕнекери ытти калав та интереслĕ. Пурин çинче те чарăнса тăмăпăр. Авторĕпе çывăхрах паллаштарар. Ольга Петровна Рубцова 1977 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Тăван ялти шкулта ăс пухнă хыççăн 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. «Тăван Атăл» журналта /2002–2004/, «Хресчен сасси» хаçатра /2005–2013/ ĕçленĕ, 2016 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать.
Çырас туртăмĕ шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă, пĕрремĕш сăвви Ольга Карамаликова ятпа «Колхоз ялавĕ» /халĕ – «Елчĕк ен»/ район хаçатĕнче пичетленнĕ. Шкул çулĕсенче «Пионер сасси» /халĕ – «Тантăш»/ хаçатпа, «Хатĕр пул» журналпа çыхăну тытнă.
Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Капкăн» журналта, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» /2021/, «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» /2023/, «Аслă Çĕнтерӳ мăнаçлăхĕ» /2025/ коллективлă сборниксенче кун çути курнă. «Телейлĕ билет» – О. Рубцовăн пĕрремĕш уйрăм кĕнеки. Прозаикшăн вăл литературăна ертсе кĕрекен телейлĕ билет пултăрччĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Галерея