Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ
30 марта 2026
Чӑваш Республикин Наци библиотекинче кунсерен вун-вун мероприяти иртет, кашниех хӑйне килӗшекеннине суйлама пултарать. Ҫав хушӑрах пурне те пӗрлештерекен, кӑсӑклантаракан, илӗртекен уявсем те пулаҫҫӗ. Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ шӑпах ҫавӑн пеккисен шутне кӗрет. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, таврапӗлӳҫӗсемпе ӑсчахсем, вӗрентекенсемпе студентсем, артистсемпе библиотекарьсем, чӑваш поэзине юратакансем вулавӑша йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кун пеккине тахҫантанпах курман пулӗ Чӑваш Наци библиотеки. Акт залӗнче халӑх лӑк тулли. Ларма вырӑн ҫуккипе стена тӗкӗлесе тӑракан та пайтах, анчах никам та тухса кайма шухӑшламасть. Пурте сцена ҫине тӗмсӗлсе пӑхаҫҫӗ, Олег Ивановичӑн кашни сӑмахне тимлӗ итлеҫҫӗ, юрӑҫсем тухсан хӑйсем пӗлекен юрӑсене вырӑнтанах ӗнӗрлеҫҫӗ.
УН СӐВВИСЕМ КӐШКӐРМАҪҪӖ
«Чăвашăм, пурăн!» Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Сборника Олег Прокопьевӑн юлашки вăтăр çулта хайланă сăввисенчен суйласа илнисем кĕнĕ. Нумаях пулмасть çырнисемпе пĕрлех хальччен ниçта та пичетленменнисем те, тĕрлĕ çулта хаçат-журналта тухнисем те пур. Кăларăмра пурĕ сакăр пай: «Ялти тĕрленчĕксем», «Юрату тата ырату», «Тĕрĕслĕх шыравĕ», «Тивĕç», «Юратупа эс килтĕн тĕнчене», «Юрăсем», «Тухату», «Витĕркуру – асăрхаттару».
«Эпӗ йӑлтӑр-ялтӑр фрак тӑхӑнса килсе хам сӑнарсене сутма пултаратӑп-и-ха вара?.. Чӑваш тӗрлӗрен пурӑнать пулсассӑн та, юратма тӑрӑшать. Вӑрҫать те пуль пӗр-пӗринпе, ҫапӑҫать те пуль, пӗр-пӗрне кӗвӗҫет те пуль. Анчах эпӗ ӑна тарӑхса ҫырмастӑп нихҫан та. Юратса ҫыратӑп. Мӑн сӑвӑсем кӑшкӑрмаҫҫӗ, ман сӑвӑсем ятлаҫмаҫҫӗ. Вӗсем ҫав тери юратаҫҫӗ чӑваша. Ҫавӑнпа та: “Чӑвашӑм, пу-у-урӑн!” – тетӗп эпӗ. Тата хам ҫинчен ҫыратӑп. Тен, ку сӑвӑсем философиллӗ...» – терӗ Олег Иванович уяв каҫне уҫнӑ май.
Кӗнеке кӑларма хистекенсене, хавхалантаракансене чӗререн тав турӗ вӑл. Мӑшӑрӗ Римма Поликарповна хӑй те ҫыравҫӑ, упӑшкин сӑввисене чи малтан хак параканӗ те вӑлах. Кашни сӑвӑ ҫырмассерен «эс – гени» тенине илтсен поэзире ҫитӗнӳсем тумасӑр тӑрайӗ-и Олег Иванович? Ҫук, паллах. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев издательствӑна ертсе килнӗ ӑна. Кунта вара Галина Антонова редакторпа, Наталия Орлова ӳнерҫӗпе, Елена Фомина техника редакторӗпе сӑвӑ пуххине кун кӑтартас енӗпе килӗштерсе ӗҫленӗ. Шел те, Галина Алексеевна хӑтлава ҫитеймен, анчах Олег Иванович вӑл янӑ ҫырӑва вуласа пачӗ: «Гипсланӑ урапа ни сӗтел хушшине, ни компьютер умне лараймастӑн. Кравать ҫинче ларса редакцилерӗм сан сӑввусене. Больничнӑй панӑччӗ-ха. Сан пултарулӑхна тарӑнраххӑн пӗлес килчӗ, ҫавӑнпа хамах ӗҫлерӗм. Шухӑшлаву ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Ҫав лайӑх та».
ТӖПЧЕВҪӖСЕМ ХАК ПАЧӖҪ
Сӑвӑ пуххи пичетленсе тухсан Виталий Станьял литература тӗпчевҫи ӑна тарӑннӑн тишкерсе пысӑк статья ҫырнӑ. Вӑл поэтӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Библиотекӑри мероприятире те ӑсчахсен сӑмахне итлеме май пулчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов профессор шӳтлесе те, йӗплесе те илчӗ: «“Ҫичӗ юрӑ” радиокӑларӑмра Олег Прокопьев юрӑ авторӗсене мӗнле хӗртетчӗ. Халь пирӗн пурин те ӑна мухтамалла. Ун поэзийӗ япӑх мар. Питӗ тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем, чӑнах та, философиллӗ. Шухӑшласа ҫитерме, тепӗр чухне тӗпне ҫитме те ҫук. Сӑмахсене пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарать. “Чӑвашӑм, пурӑн!” тет автор. “Чӑваш пулсах пурӑн!” тесен тата тарӑнрах пулатчӗ. Кунта чӑваш ӗҫет, ӳсӗр, ҫавах пурӑнать. Чӑваш пулса пурӑнсан вара вӑл ӗҫме пӑрахать».
Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Ирина Софронова мероприятие тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. Виҫӗ страницӑллӑ докладӗнчи пӗлтерӗшлӗрех самантсемпе паллаштарчӗ вӑл. «Ҫак кӗнекери сӑвӑсене вуласассӑн авторӗ чӑнах та пултаруллӑ пулни курӑнать, мӗншӗн тесен пушӑ тата рифма вылятассишӗн ҫеҫ ҫырнӑ сӑвӑсем ҫук. Кашнинчех – тарӑн шухӑш, халӑх, чӗлхе, ял пуласлӑхӗ, чун тасалӑхӗ пирки шухӑшлани. Пирӗн несӗлсем, ачасем, ҫутҫанталӑкпа Турӑ умӗнче яваплӑх пурри ҫинчен аса илтерни пур. Тематики питӗ анлӑ. Ял пирки ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ май Петӗр Яккусенӗн поэзийӗ аса килет. Ку ӗнтӗ Олег Иванович та хӑй ялне Петр Яковлевич пекех хытӑ юратнине пӗлтерет. Ял пирки ҫырнисенче ҫӑмӑл тата йывӑр сӑвӑсем пур пек туйӑнчӗ мана. Пӗрремӗшӗ ҫутҫанталӑкпа киленнинче, ачалӑха путнинче тата ял вӑй-хӑват панинче палӑрать; иккӗмӗшӗ вара – ял пуласлӑхне, пушӑ пӳртсене, унталла-кунталла сулланса ҫӳрекен ҫынсене сӑнланинче. Кăларăмра юрату лирики пысăк вырăн йышăнать. Ольга Иванова ҫапларах ҫырнӑччӗ: “Кĕтни, ĕненни, тĕмсĕлни, тĕлпулу, уйрăлу… Сăвăсенчи харкамçă туйăмсен авăрне пуçĕпех чăмма та, унтан тухса каялла çаврăнса пăхмасăр утса кайма та, ĕмĕрĕпех пĕр çынна юратса пурăнма та пултарать, çав хушăрах ытахальтен кăна савма та...” Ку сӑмахсемпе эпӗ те килӗшетӗп.
Поэт сӑнлама та, сюжет каласа пама та пӗлет. Ҫавна май ун ҫутҫанталӑкпа юрату лирики те, философиллӗ тата гражданла сӑвӑсем те пур. Вӗсем авалхи чӑваш сӑмахӗсемпе те пуян, паянхи пуплев те тӗл пулать. Вулакан унӑн пурнӑҫ опычӗпе паллашать, хӑй шӑпи пирки шухӑшлама тытӑнать», – терӗ Ирина Владимировна.
ЯНРАРӖҪ СӐВӐСЕМ ТЕ ЮРӐСЕМ
Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи хӑтлавра сӑвӑсемпе юрӑсене итленӗ май Олег Прокопьевӑн поэзине лайӑхрах ӑнланма пуҫланине палӑртрӗ. «Поэзире сан сассу ыттисенни пек янӑрамасть, пач урӑхла. Сан – хӑвӑн характеру, тавракурӑму, философи. Кӗнеке ячӗ патне таврӑнса: “Чӑваш, йӗркеллӗ пурӑн! Чӑваш, ӑслӑ пурӑн!” – тесе калас килет ман», – терӗ Сергей Лукиянович.
Афганистан вӑрҫин тата ҫар синкерӗсен ветеранӗсен «Вӑрҫӑ инваличӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗйри общество организацийӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн Правленийӗн председателӗ Геннадий Матвеев та Олег Ивановича ӑшшӑн саламларӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова, Владислав Кириллов (Влад Апаш) поэт тата вӗрентекен, поэтӑн хӗрӗ Салампи Прокопьева, Сергей Пятаков вулакан уяв хуҫин хайлавӗсене ӑста каларӗҫ. Муркаш тӑрӑхӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗн вӗрекенекӗсем те вӗсенчен кая мар янратрӗҫ Олег Прокопьевӑн сӑввисене.
Чӑваш юрри-кӗввине чун каничченех итлесе киленме пултарчӗҫ хӑтлава пухӑннисем. Поэтӑн сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Лукова, Елена Смородинова (Хурлӑхан), Эдуард Андреев, Алена Алексеева, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Дмитрий Моисеев, Раиса Казакова-Сэйт юрӑҫсем, «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева) шӑрантарчӗҫ. Виҫӗ сехет пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Ахӑртнех, унта ҫитсе курнисем поэзи каҫне чылайччен савӑнса аса илсе пурӑнӗҫ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея