Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Эп чӗртнӗ вучах» асӑну каҫӗ иртрӗ

22 декабря 2025

Унӑн сӑввисем вулакана туйӑмсен тасалӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗ кӗвӗлӗхӗпе тата тарӑн шухӑшлӑхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Лирика геройӗн юратӑвӗпе ҫепӗҫлӗхӗ иксӗлми. Ултавпа, кӗвӗҫӳпе е тӳрккеслӗхпе тӗл пулсан та каҫарма, ҫӗнӗрен ура ҫине тӑма, кулленхи пурнӑҫпа савӑнма хал ҫитерет вӑл. Кун-ҫулӗ «ҫавра ҫил варринче» иртет пулин те, йӑлт витӗр курать, ӑнланать ҫивӗч туйӑмлӑскер, ырра шанма пӑрахмасть. Ҫавӑнпах унӑн тӗнчи илемлӗ те асамлӑ.
Сӑмахӑмӑр Любовь Мартьянова чӑваш сӑвӑҫи ҫинчен пырать. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, шӑпах вӑл ҫуралнӑ кун, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Эп чӗртнӗ вучах» асӑну каҫӗ иртрӗ. Мероприятие поэт ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

ЧӐН-ЧӐН ПОЭТ
«Чӑваш кӗнеки» центра Любовь Васильевнӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе ентешӗсем, поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Асӑну каҫне уҫнӑ май вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Семенова сӑвӑҫӑн биографийӗпе паллаштарчӗ.
Любовь Мартьянова 1950 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974–1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта учительте ӗҫленӗ. 1977 ҫултан пуҫласа нумай ҫул «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хунӑ. 1986 ҫулта СССР Писателӗсен союзне кӗнӗ. Любовь Мартьянова – В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ, «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991), «Ҫавра ҫил варринче манӑн кун...» (2016) кӗнекесен авторӗ.
Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Сергей Павлов И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче вӗреннӗ чухне Любовь Мартьяновӑн пултарулӑхне тӗпчесе доклад хатӗрленӗ-мӗн. «Сӑввисемпе паллашсан унӑн туртӑмӗ те, кӗвви те, туйӑмӗ те эпир хӑнӑхнинчен урӑхларах пулнине ӑнкарса илтӗм. Тасалӑхӗ, ҫепӗҫлӗхӗ туйӑнать. Хам ӑнланнӑ пек тишкерӳ туса панӑччӗ. Тӗрӗссипе, унӑн кӑмӑлӗ кӗнекисен ячӗсенченех курӑнать. Любовь Мартьянова – чӑн-чӑн поэт, суя мар. Паянхи сӑвӑҫсен унран вӗренмелли нумай», – терӗ Сергей Лукиянович.

«УРӐХЛАРАХ ПУРӐННӐ ПУЛӐТТӐМ...»
Виталий Родионов профессор тата литературовед сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ. «Любовь Васильевнӑн сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ «Чечек акрӑм та...» юрӑ ун чухнехи ҫамрӑксен юратнӑ юррисенчен пӗри пулнӑ. Ку сӑвӑҫӑн чун уҫӑмӗ, кӗвви хӑйне евӗрлӗ. Унӑн хайлавӗсем чунлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Хӑнӑхнӑ пек рифма ҫукки те вӗсене вуланӑ чухне такӑнтармасть, пӗтӗмпех хӑй вырӑнӗнче», – палӑртрӗ Виталий Григорьевич.
Вунӑ ҫул каяллах Марина Карягина тележурналист Любовь Мартьяновӑн тӑван тӑрӑхне ҫитсе ун ҫинчен фильм ӳкернӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн 70 ҫулӗ тӗлне хатӗрленӗ телесюжета курма пултарчӗҫ. «2015 ҫула Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ тесе палӑртсан Любовь Васильевнӑна "Ирхи тӗпел" кӑларӑма чӗннӗччӗ. Хирӗҫлемерӗ, килчӗ вӑл. Пӗр сехет сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Телефон татти-сыпписӗр шӑнкӑртатать. Телекуравҫӑсем ыйтусем парасшӑн, юратнӑ сӑвӑҫ ҫинчен ытларах пӗлесшӗн. Эфир хыҫҫӑн Любовь Васильевна ташша ячӗ. "Халӑх мана ҫак таранччен юратнине пӗлнӗ пулсан урӑхларах пурӑннӑ пулӑттӑм", – терӗ вӑл. Чӑваш халӑхӗ мӗн чухлӗ пурӑнӗ, чӑваш литератури ҫавӑн чухлӗ пурӑнӗ; чӑваш литератури пур чухне Мартьянова ячӗ унта сумра пулӗ», – пӗтӗмлетрӗ Марина Федоровна.

ЫТТИСЕНЕ ТЕ ХАВХАЛАНТАРНӐ
Василий Кервен поэт та Любовь Васильевнӑна ырӑпа аса илчӗ. «Эпир пӗрле ӗҫленӗ, нумай калаҫнӑ – тем ҫинчен те. Ларса ҫырман та пуль вӑл, ҫӳренӗ чухнех сӑвӑланӑ пуль. «Тӑван Атӑл» журналта тимленӗ вӑхӑтра ҫамрӑксене те ҫул паратчӗ, пултаруллӑ авторсен хайлавӗсене пичетлетчӗ. Паллах, яш-кӗрӗме хавхалантарнӑ ку», – терӗ Василий Гаврилович.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова «Эп чӗртнӗ вучах» кӗнекене вуласа тухсанах унти сӑвӑсене пӗрлештерсе поэзи композицийӗ йӗркелеме шут тытнӑ-мӗн. 1986 ҫулта ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртнӗ – сӑвӑсене ҫыхӑнтарса халӑх умӗнче вулама пуҫланӑ. Хайхи композицин сыпӑкӗпе залра пухӑннисем те паллашма пултарчӗҫ. Пӑлхануллӑ е салху, тунсӑх е хӑпартлануллӑ янӑракан йӗркесене халӑх сывлами шӑп итлерӗ. Надежда Мефодьевнӑн сассипе Любовь Васильевна хӑй калаҫнӑн туйӑнмарӗ-ши?..
Любовь Мартьяновӑн пултарулӑхӗ Светлана Асамат чӑваш халӑх поэтне те хавхалантарнӑ. Светлана Васильевна «Иртнисене манра эс ан шыра...» юрра шӑпах ун сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ. Вулавӑш хӑнисем ӑна та итлесе киленме пултарчӗҫ. Александр Ильин сӑвӑҫ Мартьяновӑпа калаҫсан чун уҫӑлнине асӑнчӗ. Вӗсем пӗр кунра СССР Писателӗсен союзне кӗнӗ-мӗн. Александр Моисеевич Любовь Мартьянова ячӗллӗ преми йӗркелеме, ӑна поэзире ӑста ӗҫлекенсене пама сӗнчӗ. Ку шухӑша залри халӑх ырласа йышӑнчӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова «Ҫавра ҫил варринче манӑн кун...» кӗнекен алҫырӑвӗпе тимленӗ вӑхӑта, поэтессӑпа курнӑҫнине аса илчӗ. 2020 ҫулта хатӗрленӗ блиц-интервьюри Любовь Васильевнӑн хуравӗсене вуласа пачӗ. Ара, ҫав сӑмахсенче унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ-ҫке. «Поэтсем ку тӗнчерен кайсан та вилмеҫҫӗ, пирӗн чун-чӗрере, хӑйсен сӑввисенче пурӑнаҫҫӗ. Любовь Мартьянова та эпир ун хайлавӗсене вуланине туятех», – терӗ Ольга Михайловна.
Галина Матвеева поэт пӗр кивӗ сӑнӳкерчӗк историйӗпе паллаштарчӗ. Унта ҫичӗ ҫын сӑнланнӑ: Любовь Мартьянова, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев чӑваш халӑх поэчӗсем, Галина Матвеева тата виҫӗ ача. 2000 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Пичет ҫуртне ачисене ашшӗ, Геннадий Степанов текенскер, ертсе килнӗ-мӗн – ятарласа ҫыравҫӑсемпе паллаштарма. Галина Алексеевна Любовь Васильевнӑпа туслӑ пулнӑ, апла пулин те пӗрле ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗк пӗрре ҫеҫ – ҫӳлерех асӑннӑскер.

НИКАМА ТА СИВӖ СӐМАХ КАЛАСА КУРМАН
Сӑвӑҫӑн иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ Любовь Тихонова асӑну каҫне пуҫтарӑннисене чӗререн тав турӗ. «Хуйхине те, савӑнӑҫне те пӗрле пайланӑ эпир. Питӗ юратнӑ пӗр-пӗрне. Пӗр-пӗрин патне пӗрмай ҫӳреттӗмӗр. Мӗн чухлӗ ырӑ сӑмах каларӑр паян. Люба пирӗн хушӑра ларнӑнах, чӗрӗ пулнӑнах туйӑнать», – терӗ Любовь Николаевна куҫҫульленсе. Сӑвӑҫӑн кӳрши Елена Елегонова та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илчӗ Любовь Васильевнӑна. «Эпир яланах пӗр-пӗринпе канашласа, тӑпӑл-тӑпӑл хутшӑнса пурӑннӑ. Эпӗ унран чылай ҫул кӗҫӗнрех. Апла пулин те пӗр-пӗрне ӑнланнӑ, тӑвансем пек ҫывӑх пулнӑ. Хуларан таврӑнсан та вӑл тӳрех пирӗн пата кӗретчӗ. Октябрьскинчен ҫил-тӑман е ҫумӑр витӗр ҫуран утнӑ вӗт. Вӑл килессе питӗ кӗтеттӗмӗр эпир, ача-пӑча. Люба никама та сивӗ сӑмах каласа, сивӗ куҫпа пӑхса курман. Ҫынна ӑнланма тӑрӑшатчӗ. Ӑҫтан ҫакӑн пек пулнӑ-ха вӑл? Унӑн ашшӗпе амӑшне те аса илесех килет. Галина Семеновна вырӑс чӗлхи учителӗ пулнӑ. Эпӗ вӗреннӗ чухне вӑл тивӗҫлӗ канураччӗ ӗнтӗ. Анчах темӑсене ӑнланмасан ирпе ирех, шкула кайиччен, анне сисиччен эп ун патне чупса каҫаттӑм та, вӑл пӗтӗмпех ӑнлантарса паратчӗ. Любӑн ашшӗ Василий Егорович ӑста фотографчӗ. Вӑл тунӑ сӑнӳкерчӗкӗсем кашни килтех пур пуль пирӗн ялта», – терӗ Елена Михайловна.
Асӑну каҫӗ тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ иртрӗ. Вӑл Любовь Мартьяновӑна сума сӑвакансене пӗрлештерчӗ, савӑк самантсем парнелерӗ. Кашнин асаилӗвӗ мерчен пек хаклӑ. Вӗсенче сӑвӑҫ сӑнарӗ упранать-ҫке.

 


Галерея

1 2 3 5 6 7 8 10