Нина Артемьевăн «Ĕмĕрхи кĕвĕ» кĕнеки пичетленчĕ
04 сентября 2025
Чăваш поэзийĕн анинче тухăçлă ĕçлекен сăвăç чылай. Çавăн пек пултаруллă авторсенчен пĕри – Нина Артемьева (Мокина Нина Николаевна). Вăл 1947 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Çĕмĕртлĕ ялĕнче çуралнă. Емелькинăри тулли мар вăтам шкулта пĕлÿ пухнă, ун хыççăн Шупашкара куçса килнĕ, пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ, каçхи вăтам шкулта вĕреннĕ, çав хушăрах сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче «Ленин ялавӗ» хаçатра (Хусан) кун çути курнă.
1977 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1977–2003 çулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Çилçунат», «Самант») журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. Унăн сăввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Ҫӗнӗ кӗвӗ» коллективлă сборникра, «Чăваш литературин антологийĕнче» (Поэзи) тата ытти кăларăмра пичетленнĕ. Н. Артемьева – Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн (1987), Раççей Писателĕсен союзĕн (1991) членĕ, Марфа Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ (1990).
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче сăвăçăн «Ĕмĕрхи кĕвĕ» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тĕрлĕ çулта çырнă сăввисем кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Станислав Юхтар. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Нина Артемьевăн поэзийĕ хĕвел пек ăшă, çăлкуç пек таса, сывлăм тумламĕ пек çутă. Унăн лирика геройĕ тăван халăх историне, йăли-йĕркине сума сăвать, илеме курма пĕлет. «Чуна ăшăтакан кунсен çути» ачалăхри киле ертсе çитерет ăна. Кунта вăл вăй-хал пухать, тĕрекленет, çунат сарать.
Чылай сăвăра аваллăх ахрăмĕ сисĕнет. Лирика харкамçи Пÿлер енĕн иртнĕ кун-çулне çине-çинех тишкерет, чăвашăн шăпи çинчен шухăшлать.
Çичĕ ют урмăшни хăлхара –
Кашнинех вутлă сăнă тĕлленĕ.
Ватнă, ишнĕ тăшман Пăлхара,
Тĕп хуламăр Пÿлер те кĕлленнĕ.
(«Шухăшпа манăçми аякра…»)
Тăшмансен сăннине халĕ те туять, усал эшкерĕн кĕрлевне паян та илтет вăл.
Сăнă вĕçет ман енне
Сывлăш çурса.
Хÿтлĕх кÿрсемччĕ, анне,
Питлĕх тытса.
Çап та çунтар çич юта,
Хуç сăннине.
Сирпĕт хĕлхем куçупа –
Пĕлтĕр камне.
(«Пĕчĕк чухнехи тĕлĕк».)
Самани тĕрлĕрен лăсканă, чăваш пурпĕр аптраман. Çак парăнманлăх, çирĕплĕх, мăнаçлăх, хастарлăх авторăн кашни сăввинче палăрать.
Асаттесем ахлатнине туятăп,
Тин пултараймăп пулăшу пама.
Пĕртен-пĕр тивĕçĕм – тупа тăватăп –
Чыспа, чунпа, ĕçпе таса пулма.
(«Çуралнă тăрăхăм, Пÿлер, Пÿлерĕм…»)
Сăвăсенче çавăн пекех Тăван çĕршыва юратни, унăн пуласлăхĕшĕн çунни, паттăрсене сума суни, çĕнтерÿшĕн вута кĕме те хатĕр пулни палăрать. Çуралнă тăрăхран аякра чухне лирика геройĕ хытă тунсăхлать, ашшĕ килнĕ, тăван яла, улăх-çарана çине-çинех аса илет. Иртни тавра шухăша путни ăна ачалăхах илсе çитерет. Ун чухне чăннипех телейлĕ пулнă вăл: çывăх çынсем çумра, кашни кун тем тăршшĕ тăсăлнă, тем туса та ĕлкĕрме пултарнă, сăн-питрен йăл кулă кайман. Халĕ вара пĕрле ÿснĕ тантăшсем те тĕрлĕ çĕрелле саланса пĕтнĕ, кунти чечексем те, çăлкуç та ăна палламаççĕ тейĕн. Самантлăха ăна тунсăх пусса илет. Хăйне юта тухнăн туять вăл. Анчах тепĕртакранах тарăн шухăшлăн çапла калать:
Иртнине асилсе хÿхлеместĕп,
Çитĕ, тантăш, пире хÿхлеме.
Кăмăлна хытарсамччĕ халь эс те,
Ан хăйсам: «Эпир мĕскĕн», – теме.
Паллах, ĕлĕкхи вăйлă йăхран тухнă çын урăхла калама та пултараймасть. Çамрăк ăрăва та çаплах хастар пулма пиллет автор.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея