Николай Мордяковăн хайкку пуххийĕ пичетленчĕ
26 июня 2025
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Мордяковăн «Юр çийĕн кăвар» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.Ăна аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Орлова. Тиражĕ – 800 экземпляр. Кĕнеке Чăваш Енри кайăксен тĕнчипе паллаштарать. Çакна валли автор яппунсен поэзи хурăмне – хайкку – суйласа илнĕ. Ку ирĕклĕ сăвăсем вун çичĕ сыпăкран тăраççĕ: пĕрремĕш йĕркере – пилĕк сыпăк, иккĕмĕшĕнче – çиччĕ, виççĕмĕшĕнче – каллех пиллĕк. Тĕпре ахаль рифма мар, интонаципе сасă кĕвĕлĕхĕ тата шалти рифма. Тĕслĕхрен:
Ӳхĕ вырнаçрĕ
Хунар юпи тăррине –
Хуралçă куçĕ.
Поэт вăл е ку çулталăк вăхăтĕнчи пĕр-пĕр саманта, кайăк-кĕшĕк тыткаларăшне кĕскен те витĕмлĕ сăнласа парать. Çавăнпах чылай хайлав ÿкерчĕклĕ, метафорăллă. Вĕсем илемĕпе, чĕлхе хÿхĕмлĕхĕпе, тарăн шухăшлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Сăвăсем кĕске пулни вулаканăн шухăшласа кăларас ăсталăхне аталантарма, ассоциацисем йĕркелеме пулăшать.
Юр çийĕн кăвар...
Тăман кайăкĕ уйăп –
Çунатлă пилеш!..
Умсăмахра филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Ирина Софронова кăларăма çапларах хак парать: «Сăвăç ачасене илемлĕ сăмах урлă тĕрлĕ пĕлÿпе паллаштарать: кайăк-кĕшĕкĕн чăвашла ячĕсемпе, вĕсен пурнăç йĕркипе (хăçан вĕçсе килеççĕ, сăн-сăпачĕ епле, мĕнле вырăнта ытларах пурăнаççĕ). Вĕсен юррин хăй евĕрлĕхне автор хăй мĕнле илтнине çеç мар, халăхра ун пирки мĕнлерех каланине илсе пани те пур. Кăларăма кĕнĕ сăвăсенче чĕлхе пуянлăхĕ, тавралăха сăнани, фольклор паллисем пур. Кайăк юррисене сăнланă май автор музыка терминĕсемпе те усă курать: сар кайăк юррине флейта сассипе танлаштарать. Сăвăç кайăксем çинчен çырнă май чăвашăн хаклăхĕсем çинчен те калать: çĕр ĕçне мухтани, ĕçченлĕхе мала хуни...»
Сăрă ÿнерĕн паллисем тĕл пулнине те асăнать Ирина Владимировна. Тĕслĕхрен:
Шур кĕлет тавра
Сарă тулă, вĕтĕ чул...
Кăвакарчăнсем...
Вулакансене авторпа та çывăхрах паллаштарас килет. Николай Гурьевич Мордяков (Мăрчак Кули) 1958 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Турхан ялĕнче çуралнă. 1978 çулта Шупашкарти медицина, 1984 çулта Хусанти ÿнерпе строительство училищисенчен вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш сăвви Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче кун çути курнă. «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ, «Ахрăм» альманахпа Турцире тухнă Чăваш литературин антологине кĕнĕ. 2005–2010 çулсенче яппун поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарассипе палăрнă. Р. Сарпи, М. Карягина, В. Кузнецова, И. Телейпи, А. Юрату авторсен сăвă кĕнекисене илемлетнĕ. Н. Мордяков – Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ.
«Юр çийĕн кăвар» кĕнеке поэзие тата çутçанталăка юратакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея
