Николай Ларионовăн «Акуш» кĕнеки кун çути курчĕ
10 октября 2025
Туслă пурăнсан кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах парăнтарма пулать. Кĕнекепе туслă ача нумай пĕлет, ыттисемпе килĕштерсе пурăнакана йывăрлăха лексен пулăшу алли тăсса паракан тупăнатех. Çакна Николай Ларионовăн «Акуш» кĕнекипе паллашсан куратăн. Юмах-калав пуххи нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.
ÿнерçи – Светлана Бритвина, редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли хатĕрленĕ алçырусен конкурсĕнче 2024 çулта çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Кĕнекене икĕ юмах тата вунă калав кĕнĕ. «Усал автан» хайлавра тĕпре – чăх-чĕп пурнăçĕ. «Пĕр пысăк картара кайăк-кĕшĕк нумай пурăннă тет: чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка таврашĕ тата ытти те. Вĕсем туслă пулнă, тырă сапса парсан пурте пĕрле сăха-сăха çинĕ...
Кунта пĕлтĕрхи хура автан та пулнă. Вăл сарă автан уçă сасăпа авăтнине юратман, ăна кĕвĕçнĕ. Хăйĕн сасси вара хăйăлти пулнă, çенĕк алăкĕ чĕриклетнĕ пек нушаланса аран-аран тухнă...» Кĕвĕç чунлă пулни, паллă ĕнтĕ, ырри патне илсе çитермест, юмахра та çаплах пулса тухать. Ыттисене пач хисеплеменскер пĕррехинче инкеке лекет. Хăш кайăкĕ пулăшĕ-ши ăна?
«Телефон шырани» юмахра вара вулакан вунă çулти кахал Çименпе паллашĕ. Наянскер килте ĕçлеме те, ашшĕ-амăшне пулăшма та, кĕнеке вулама та юратман. Пĕтĕм вăхăтне телефон урлă Интернет тĕнчинче ирттернĕ. Пĕр кун çапла иртнĕ, иккĕ, виççĕмĕшне вара вăл инкеке кĕрсе ÿкнĕ – унăн телефонĕ çухалнă! Шутлама та хăрушă вĕт! Ăçта кайса кĕнĕ-ши лешĕ, кам пытарса хунă ăна? Куна вулакансем хайлавпа паллашсан пĕлĕç.
Калавсенче автор ăса вĕрентекен пулăмсем çинчен каласа парать çеç мар, усăллă информаци те илсе парать. Акă «Чĕкеç чĕппи» калавра ачасем çак кайăкăн, «Чĕрĕп» хайлавра йĕплĕ çăмха пурнăçĕ пирки вуласа пĕлме пултарĕç. Кĕнекесем чăн-чăн тухтăр пулма пултарние «Савтепи тата кĕнекесем» хайлавра вуласа ĕненĕç, шыва кĕме каякансен асăрхануллă пулмаллине «Тĕпне пĕлмесĕр шыва ан сик» хайлава вуласа ăша хывасса шанас килет.
Килти чĕрчунсен пурнăçĕ Николай Николаевич пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать: «Чаппи», «Кăвак Хăлха», «Карай» калавсенчи сăнарсем хăйсене пăхакансене лешсем йывăрлăха кĕрсе ÿксен пулăшма васкаççĕ. Кирек мĕнле сăнар та ырă чунлă пулни сисĕнет, чăрсăрланма хăтланакан вара хăй йăнăшне ăнланса илет. Акă «Акуш» калавра Ахваниç пичче пĕчĕк йыттипе пасара каять. «...Хуçи айккине пăрăнсан Акуш юпа çумне кăкарса хунă лаша урапи айне кĕрсе выртрĕ. Йĕри-тавра палламан çынсем, шăв-шав — шикленет вăл.
Пĕр ăстрăмран урапа патне икĕ арçын ача çитсе тăчĕ.
— Акă куратăн-и, илемлĕ йытă выртать. Хăмăр тĕслĕ хăй, çăмĕ пурçăн евĕр, çамрăк пуль-ха. Шăпах ман валли. Хуçи те курăнмасть. Атя вăрласа каятпăр, — терĕ çурма сасăпа пĕри, кăвак шаклă кĕпелли».
Анчах йытă вĕсемпе пĕрле пыма килĕшĕ-ши? Мĕнпе вĕçленĕ çак тĕлпулу? Ахваниç пичче арçын ачана вĕрентсе çапла асăрхаттарать: «Эс вара йытăсене юрататăн пулсан пĕчĕк çура туян, ăна пăхса ÿстер».
Кĕнекене Светлана Бритвина ÿкерчĕкĕсем чĕрĕлĕх кĕртеççĕ, сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ.
О. ИВАНОВА сăнÿкерчĕкĕ.
Галерея