Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Николай Ишентейĕн «Чи лайăх саламĕ» икĕ чĕлхепе пичетленсе тухĕ

14 января 2025

Николай Ишентейĕн «Чи лайăх саламĕ» икĕ чĕлхепе пичетленсе тухĕ

Кăларăм икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – кĕçĕн çулхи ачасем валли пулĕ. Чăвашсен паллă çыравçин хайлавĕсене вырăсла куçараканĕсем – Дмитрий Суслинпа Ольга Васильева прозаиксем. Ӳнерçи – пултаруллă Екатерина Васильева.
Кăларăма калăпăшĕпе пысăках мар, анчах шухăшĕпе тарăн, сюжечĕпе интереслĕ юмахсем тата калав кĕрĕç. Хайлавсен чĕлхи сăнарлă. Геройсем вулакансене ырă ĕç тума хавхалантараççĕ. Асамлă сăмахсен пĕлтерĕшне вара ĕçчен те тăрăшуллă, туслăха хаклакан ачасем кăна тупаяççĕ.

СĂНӲКЕРЧĔКСЕНЧЕ: кĕнеке валли хатĕрленĕ ÿкерчĕксем, Николай Ишентей çыравçă, Екатерина Васильева ÿнерçĕ.


Галерея

IMG_20250113_093427 IMG_20250113_093331 (1) IMG_20250113_093434 Ишентей2 (2) катя Васильева (1)